Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗҫмелле (тĕпĕ: ӗҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эсӗ ман алӑран тав куркине йышӑнтӑн пулсан, тӗппипех ӗҫмелле.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ӑҫта пытанса ӗҫмелле?

Куҫарса пулӑш

46 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ӗҫмелле ӑна, янтӑ япалана, пӗтермелле.

Куҫарса пулӑш

44 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Унпа пӗрле шыв ӗҫмелле тесе Ҫтаппан та утрӗ.

Куҫарса пулӑш

36 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Мӗн ӗҫмелле тет вара? — тарӑхать мучи.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ирӗксӗрех пӑтранчӑк ҫӗрӗк шыва ӗҫмелле пулнӑ.

Приходилось пить мутную, гнилую воду.

Ҫӗр тавра малтан ҫӳресе ҫаврӑнни // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Манӑн хамӑн кампа ӗҫмелле пулассине пӗлес пулать.

Куҫарса пулӑш

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Мӗнле шывсемпе сӗткенсем ӗҫмелле, хӑшӗсем ӗҫме юрӑхсӑр?

Куҫарса пулӑш

Вырӑс тухтӑрӗсем революцичченхи чӑвашсем хушшинче // И. Демидова. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 77–80 с.

Ӗҫмелле кӑна.

Куҫарса пулӑш

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Кампа ӗҫмелле, мӗншӗн ӗҫмелле, ӑҫта ӗҫмелле, хӑҫан ӗҫмелле — ҫавна пӗлес пулать.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Чей ӗҫмелле те пирӗн сӗт лӗрккемелле.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Каҫхине ҫывӑрас умӗн горчичник лартмалла та пылпа вӗри чей ӗҫмелле.

Куҫарса пулӑш

X // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Вӗренекенсен, ҫӑкӑр татӑкне чӑмламалла, чашӑкри нимӗҫ пӑрҫине кашӑкпа шыраса тытмаллаччӗ е тӑрӑ шӳрпенех васкаса хӗррипе ӗҫмелле те ӗҫе каймалла.

Ученику полагалось сжевать лом гик хлеба, выудить ложкой фасоль из миски или наскоро выхлебать варево прямо через край и затем отправляться на работу.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Тӑна кӗрес тесен, пӗр май кӑна: мухтавлӑ сӑрана тепрер курка ӗҫмелле.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Эхер те турӑ чӑнах та ҫав Хрестукпа пӗрлешме ҫырнӑ пулсан, епле-ха ҫак ҫынпа юнашар ларса ҫӑкӑр-тӑвар ҫимелле, ӗҫкӗ-ҫикӗ ӗҫмелле?

Куҫарса пулӑш

Эй, Хветут, Хветут // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ӗҫмелле марччӗ сан… —

Куҫарса пулӑш

Пӑтӑрмах // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Ҫапла вара, ҫавӑншӑн виҫшер черкке ӗҫмелле тесшӗн-и?

Куҫарса пулӑш

Ҫывӑрмалӑх ӗҫленӗ паян // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Каҫчен, тӗттӗмленсе кайиччен, вӗсен ӗҫе пӗтермелле те Сахарӑн ӑшӑ мунчинче эрех ӗҫмелле.

Куҫарса пулӑш

Энтрей мыскарисем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хамӑнах тӑмалла, чей те хамӑнах вӗретсе ӗҫмелле.

Нужно самому вставать и самому же приготовить себе чай.

Пӗр-пӗрне ӑнлансан // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 3–23 с.

Тата ҫынсем пек ҫеҫ ӗҫнипе те сахал-ха ӑна, тӑнне ҫухатиччен ӗҫмелле ун.

Да и пить-то ведь он не пьет, как иные, в меру, а до потери памяти.

Вилӗмпе юнашар // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех