Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗҫлӗн сăмах пирĕн базăра пур.
ӗҫлӗн (тĕпĕ: ӗҫлӗн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Мда, — ӗҫлӗн мӑкӑртатса илчӗ Мефодий Иванович.

— Да, задачка, — задумчиво проворчал Мефодий Иванович.

Ванчӑк чӳрече // Денис Гордеев. «Халӑх шкулӗ – Народная школа» №5/2019 стр. 56-60

Епле ӗҫлӗн халӗ ӗнтӗ?.. — терӗ.

как работать-то будешь?..

I сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.

Ҫар ҫыннисем ӗҫлӗн, шухӑшлӑн иртсе ҫӳреҫҫӗ.

Проходили озабоченные, деловые военные.

7 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Халь пурте сывалса пынӑ, ҫавӑнпа та ку калаҫусем — ыт-ахальтен калаҫнисем мар, ӗҫлӗн калаҫнисем пулнӑ.

Все поправлялись, и это были теперь не мечты, а деловые разговоры.

9 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Ну, 5 е 10 ҫул пытанса ӗҫлӗн, анчах легальлӗ ҫул ҫине тухма тиветех.

Куҫарса пулӑш

Юлия Райнвайн: «закон маншӑн усӑллӑ пулчӗ» // Ирина Трифонова. «Сувар», 2019.05.30

Кӑнтӑра канма е инҫе ҫула вӑрттӑн еркӗнӗсемпе кайсан вӗсем ӗҫлӗн: «манӑн ҫул ҫӳрен минтерӗм», — тенӗ.

Куҫарса пулӑш

Канаш параканни // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

«Ун пек ҫынпа ӗҫлӗн те ӗҫлӗн, — терӗ вӑл Пугачев пирки.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 392–398 с.

Чип-чиперех ӗҫлӗн тепӗр ҫӗрте.

Куҫарса пулӑш

XXVII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Кампа ӗҫлӗн, Тихӑн?

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ӗҫлӗн сӑмах ҫӑмхалакаласа, аннепе инке тип сарая кӗчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Туйӑмлӑ кушак // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 217–222 с.

Пӗррехинче, лекцисем хушшинчи тӑхтав вӑхӑтӗнче, пыратчӗ-ха вӑл (шевиотран ҫӗленӗ вӗр-ҫӗнӗ хура костюмпа, кочегарта ӗҫлесе илнӗ укҫапа туяннӑскерпе; шап-шурӑ кӗпепе, уринче йӑлтӑртатакан хура туфли) ӗҫлӗн, сумлӑн вашлаттарса виҫҫӗмӗш этажри коридорпа тӗркӗнсе, сӗрӗлтетсе кӗшӗлтетекен студентсен хушшипе, темле майпа ун куҫне чӳрече янахӗ умӗнче пите-питӗн «ирӗлсе», халапланса тӑракан хӗрпе каччӑ ӗлки сӗртӗнсе илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Туссем, татах пӗр кӳлӗм сӑмах ваклакаласа, пуҫа-ҫӑвара мӗн килнине перкелесе, ялта е хулара тепре куриччен тесе, пехиллешсе, алӑ тытрӗҫ, вара Кӗҫтук сехет туяннӑ арҫынпа пӗрле ӗҫлӗн ӗрлешекен Хӗрлӗ площадь еннелле «туннель вӗҫӗнче курӑнса кайнӑ пӗчӗк ҫутӑ патнелле», хивре карӑннӑ парӑс пек ҫирӗп кӑмӑлпа, тулли хаваллӑн чавтарчӗ…

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Юпахсем, самант туслашса, шалтан пӗр шухӑш-тӗллевпе ҫӑмӑлланса, ӗҫлӗн ҫатӑлтаткаласа, чи малтанах электроаппарат савӑтнелле таптарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Хӑйсене кунӗн-ҫӗрӗн шухӑшлаттаракан ыйтусене васкамасӑр, ӗҫлӗн пӗрле сӳтсе яваҫҫӗ ваттисем.

Куҫарса пулӑш

7. Ваттисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӗсем никам та ан кансӗрлетӗр тесе алӑка ҫаклатса хучӗҫ, ӗҫлӗн, чӑн-чӑн ҫӗрпӳсем пек, сӗтел хушшине кӗрсе ларчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

12. Мӑрсасен ыйхӑ вӗҫнӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Чул ҫурт — турӑ ҫурчӗ лартатпӑр, — ӗҫлӗн тавӑрчӗ Офоня.

Куҫарса пулӑш

9. Ашшӗпе ывӑлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Эс манран тӗрӗс мар ыйтатӑн, хунчӑкам, — ӗҫлӗн тавӑрчӗ Магмет Беззувов, — мӗн туртать мар, мӗн тӗртет теес пулать.

Куҫарса пулӑш

7. Туканаш // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эп унта санран малтан ҫитсе куркаланӑ — Пикпав кулма пӑрахрӗ те ӗҫлӗн каласа хучӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Чарусӑр ҫамрӑксем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Занятисене вӑл чунне парса ирттернипех тӗрлӗ ӑмӑртура пирӗн шкул команди малти вырӑна пӗрре мар тухнӑ, - ҫитӗннӗ ҫынла ӗҫлӗн калаҫать Рома.

Куҫарса пулӑш

Ырӑ ырӑпах таврӑнтӑрччӗ // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 8 с.

— Эпӗ хамӑр колхоза каятӑп, — ӗҫлӗн тавӑрчӗ Нилов.

Куҫарса пулӑш

XXIX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех