Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗҫлесси (тĕпĕ: ӗҫле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Йӑлана кӗнӗ халӑх культурин центрӗ (ЦТНК) — ЦТНК-ра тӗрлӗ енлӗ ӑсталӑх лаҫҫисем ӗҫлеҫҫӗ: хурӑн хуппипе ӗҫлесси, пир-авӑр тӗртесси, тӗрӗ тӗрлесси, халӑх пукани ӑсталасси, йывӑҫ ҫинче ӳкересси.

Центр традиционной народной культуры (ЦТНК) — В ЦТНК работают мастерские по разным направлениям: берестоплетению, ткачеству, вышивке, народной кукле, росписи по дереву.

Нюксеница // Макар Силиванов. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9D%D1%8E%D ... 1%86%D0%B0

Хӑш-пӗр енӗпе, тен, килӗштерсе ӗҫлесси те пӑсмасть пулӗ.

Куҫарса пулӑш

Черет // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 186–189 с.

«Ҫемье абонеменчӗ» проектра «Ачасем ачасене» хушма проект ӗҫлесси пирки музей ӗҫченӗсем уйрӑмах хавхаланса каласа пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Февралӗн 1-мӗшӗнчен Тутарстанра «Ҫемье абонеменчӗ» проект хута кайрӗ // Татьяна Васильева. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... -xuta-kair

Ҫӗнӗ проектсемпе ӗҫлесси малалла та пулса пырать, вӗсемпе ҫамрӑксем «Пушкин карттипе» ҫитсе паллашма пултарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кӑҫал Чӑваш Енре «Пушкин карттипе» 56 спектакльпе концерт программине ҫитсе курма майсем пулӗҫ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2024/01/30/kaca ... pektakljpe

Администрацин чи пӗлтерӗшлӗ ӗҫӗ – граждансемпе тата общество организацийӗсемпе, ҫав шутра Чӑваш Енӗн Общество палатипе те, хутшӑнса пӗрне-пӗри ӑнланса ӗҫлесси», – тесе палӑртнӑ хӑйӗн сӑмахӗнче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Администрацийӗн Ертӳҫи Вячеслав Борисов.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Администрацийӗ 30 ҫул ҫитнине паллӑ тунӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2024/02/05/chav ... ije-30-cul

Ӑна упрасси, унпа мӑнаҫланса пурӑнасси, унӑн аталанӑвӗшӗн таса чунпа яваплӑха туйса ӗҫлесси те пысӑк тивӗҫ пулнине асӑннӑ депутат.

Куҫарса пулӑш

Шупашкар хулине 555 ҫул ҫитнине палӑртса хулашӑн пӗлтерӗшлӗ вун-вун объект хута кайӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2024/02/09/shup ... sa-hulasha

Шупашкар хулин пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Денис Спирин Ҫӗнӗ ҫул каҫӗнче тӗп хулари общество транспорчӗ 1 сехетчен ӗҫлесси ҫинчен пӗлтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Уяв савӑнӑҫ кӑна кӳтӗр // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/uyav-savanac-kana-kyter

— Пулмарӗ ҫав пӗр уйӑх ӗҫлесси, — ун еннелле ҫаврӑнчӗ директор.

Куҫарса пулӑш

55 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ӗҫлесси пирки каламалли ҫук ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

27 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ӑна ял Совечӗн председателӗ Малюҫ улталарӗ, ҫӗр ҫинче ӗҫлесси ҫӑмӑлланать, колхозсене тракторсем ахалех параҫҫӗ терӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

«Раҫҫей Федерацийӗпе Китай Халӑх Республики хушшинчи стратегилле пӗр-пӗринпе тачӑ ҫыхӑнса вӗҫӗ-хӗррисӗр ӗҫлесси пысӑк шая ҫитнӗ, малалла та кал-кал аталанаҫҫӗ.

«Отношения всеобъемлющего партнерства и стратегического взаимодействия между Российской Федерацией и Китайской Народной Республикой достигли беспрецедентно высокого уровня и продолжают динамично развиваться.

Путин РФ тата Китай энергетика тӗлӗшпе пӗрле ӗҫлесси ҫинчен пӗлтернӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/ekonomika/20 ... rn-3484484

Анчах уншӑн пулсан вара кунта ялан ӗҫлесси кӑна та мар, ун ҫинчен шухӑшлани те, пирӗнпе пӗрле вӑхӑтлӑха юласси те тӳсмелле мар япала пулса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

ПР Промышленность, энергетика тата инноваци министерствипе Теттесен ассоциацийӗ Пушкӑртстан территорийӗнче Иран теттисен ассортиментне анлӑлатасси тата ҫӗнӗ технологисем енӗпе ӗҫлесси ҫинчен калакан килӗшӗве ҫирӗплетнӗ.

Куҫарса пулӑш

«Пушкӑртстан ачалӑхран пуҫланать» // Ирида НОВИКОВА. https://ursassi.ru/articles/festival/202 ... at-3444589

Кунсӑр пуҫне, кирек мӗн каласан та, тус-юлташсемпе шӑкӑл-шӑкӑл калаҫса, выляса, кулса ӗҫлесси пурнӑҫра чи илемли, чи савӑнӑҫли пулса тӑрать-ҫке.

Куҫарса пулӑш

XXVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Юлашкинчен, фермӑра икӗ сменӑпа ӗҫлесси ҫинчен калаҫу пуҫланчӗ.

Куҫарса пулӑш

XVI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Анлӑрах ӗҫлесси пирки, опыт пухасси ҫинчен шутлама сӗнеҫҫӗ.

Советуют организовать расширение перспектив в деятельности, подумать о накопленном опыте в этом периоде.

36-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Слетра «Народный фермер» тата «Народный фермер Чувашии» ассоциацисем пӗр-пӗринпе ҫыхӑнса ӗҫлесси пирки килӗшӳ тунӑ.

Куҫарса пулӑш

Фермерсем слетра пуҫтарӑннӑ // Юрий ГАВРИЛОВ. http://kasalen.ru/2023/08/29/%d1%84%d0%b ... %bd%d3%91/

«Шурӑ чулсем» сывлӑха ҫирӗплетмелли кану центрӗнче «Губернатор лагерьне» йӗркелессине 2022 ҫулта Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗпе И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗ тата «Артек» центр пӗр-пӗринпе туслӑн килӗштерсе ӗҫлесси ҫинчен тунӑ килӗшӳре ҫирӗплетнӗ.

Куҫарса пулӑш

«Губернатор лагерӗн» пӗрремӗш сезонне Чӑваш Енре ӑнӑҫлӑ пурнӑҫланӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/08/15/gube ... avash-enre

Чӑваш Ен кӳршӗ ҫӗршыври темиҫе провинципе ҫыхӑну тытса ӗҫлесси ҫинчен калакан килӗшӳсем тунӑ — вӗсем хутшӑнусене аталантармалли никӗс пулма тивӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Китай бизнесӗ каллех Чӑваш Енре тымар ярасшӑн // Николай КОНОВАЛОВ. http://www.hypar.ru/cv/news/kitay-biznes ... -yarasshan

Ҫак профессире ӗҫлесси чи малтан ҫын хӑйӗнпе ҫураҫуллӑ пулмаллине, юратса ӗҫлемеллине, чунра пултарулӑх хӑватне туймаллине, ҫакӑ - ҫынсемшӗн тата обществӑшӑн ӗҫлесси - чун ыйтни, пурнӑҫ йӗрки пулнине ӑнланмаллине тӗпе хурать.

Быть в этой профессии – значит быть прежде всего с самим с собой в гармонии, работать по любви, чувствуя в себе творческий потенциал, понимая, что это призвание, главное в жизни – служение людям.

Олег Николаев Общественноҫпа ҫыхӑну тытас енӗпе ӗҫлекен специалист кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/07/28/ole ... lista-po-s

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех