Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗҫлесен (тĕпĕ: ӗҫле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Малашне те ҫакӑн пекех ӑнӑҫлӑ ӗҫлесен, Вдовичева пысӑк ӑсталӑхлӑ художниксен йышне кӗресси паллах.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн хӗрарӑм-художниксем // Алексей Григорьев. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 99–101 с.

Ӗҫлесен пурте пулать ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ушкӑнӗпе пӗрлешсе ӗҫлесен, ялти ҫитменлӗхсене пӗтерме пултаратпӑр.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Малалла та ҫапла ӗҫлесен, пӗр Гитлер мар, ҫитмӗл ҫичӗ Гитлер ҫӗнес ҫук пире!

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ӗнен, Степан Иванович, пӗрер эрне ӗҫлесен, каллех укҫаллӑ пулӑн.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пӗрисем вӑрланӑ-ҫаратнӑ тупра-мулпа ашкӑнаҫҫӗ-савӑнаҫҫӗ, теприсем темӗн чухлӗ тертленсе, тар юхтарса ӗҫлесен те — чухӑнлӑхра-ҫӗтӗклӗхре.

Куҫарса пулӑш

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

— Тата тепрер уйӑх е иккӗ пӗрле ӗҫлесен, чылайӑшӗ сирӗн тус-юлташсем пулса тӑраҫҫӗ …

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Тепӗр кун лайӑх ӗҫлесен мала тухатпӑр».

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

— Пурте сан пек ӗҫлесен, эпир хальхи хамӑр вӑхӑтринчен ҫирӗм-вӑтӑр ҫул кайра пымалла.

Куҫарса пулӑш

55 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫав бригадӑсем малтанхи пысӑк бригадӑсенчен япӑх ӗҫлесен, пире министерство пуҫран шӑлмӗ.

Куҫарса пулӑш

11 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫӗ «пушарӗ» те, пур пулсан, кун пек ӗҫлесен час сӳнет.

Куҫарса пулӑш

Халӑх вӑйӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ҫӑтмах вӑл ӗҫлесен кӑна пулать.

Куҫарса пулӑш

Хула ачи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Хастар ӗҫлесен те, кӑтартусем пулсан та, ахӑртнех, сирӗн енчӗк хулӑнланмӗ.

Несмотря на активную работу и достигнутые результаты, вряд ли кошелёк пополнится.

39-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ӗненсе ӗҫлесен, чунна парсан, пулать…

Куҫарса пулӑш

XVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Арӑмӗ фермӑрах ӗҫлесен, малашне те улшӑнсах пырсан, ку тӗле ҫывхарасса пӗлнӗ.

Куҫарса пулӑш

X сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Пирӗн тӑрӑхра ҫуралса ӳснӗ ҫынсем хушшинче кирек ӑҫта ӗҫлесен те, пурӑнсан та ырӑ ят ҫӗнсе илнисем сахал мар.

Куҫарса пулӑш

Ентеш хисеплӗ ята тивӗҫнӗ // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/09/01/%d0%b5%d0%b ... %bd%d3%97/

Ют ҫӗршыв компаньонӗсемпе ӗҫлесен аван.

Дела лучше всего вести с иностранными компаньонами.

33-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ӑҫта та пулин ӗҫлесен хӑть.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Малалла та кун пекех ӗҫлесен велосипечӗсем ҫине лартса кутран тапсах килелле ӑсатмалла пулать пулӗ.

Куҫарса пулӑш

Велосипед // Сӳпенкке Илли. «Капкӑн», 1934. — 8№ — 3 с.

Тӑватӑ ҫул хушшинче мӗнле йывӑр вӑхӑтра та ывӑнтӑм темен, ним ӗҫлесен те хуҫӑлса ӳкмен хӗрсем, ҫак хыпара илтсен, сасартӑках хӑйсем чӑн-чӑнах халтан кайнине сиссе, тинех пӗрре канлӗн ларса канма юранине пӗлсе, — лӑштӑрах ҫул хӗррине пӑчӑрӑнса анчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

6 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех