Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗҫлес (тĕпĕ: ӗҫле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫавӑн пек япала хыҫҫӑн камӑн колхозра ӗҫлес килтӗр ӗнтӗ?

Куҫарса пулӑш

Пиллӗкмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Коммунизмла ӗҫлес тата пурӑнас тенине пӑхмасӑр калама лайӑх вӗренни — эсӗ коммунизмла пурӑннине пӗлтермест-ха.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Эпир пӗрле ӗҫлес шанӑҫа палӑртатпӑр".

Мы выражаем надежду на сотрудничество».

Обходчике кӗтсе илӗр // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... -r-3641600

Чӑваш Ен Ӗҫлев министерстви тата муниципаллӑ округсемпе хула округӗсен администрацийӗсен умӗнче ку енӗпе хӑвӑртлӑха чакармасӑр ӗҫлес тата ҫавнашкал центрсемпе пӗтӗм муниципаллӑ округа тивӗҫтерес тӗллев тӑрать.

Минтруду Чувашии и администрациям муниципальных и городских округов ставится задача не сбавлять набранных темпов и оснастить такими центрами все муниципальные округа.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Ҫак ҫирӗп шанчӑк ҫынсен ирӗклӗн ӗҫлес кӑмӑлне, лайӑхран лайӑх пурнӑҫ тӑвас ӗмӗтне темиҫе хут ӳстерет паян.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Тен, ӗҫлес килмен карма ҫӑварсем кӗвӗҫнипе ҫакӑн пек пулса тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ ҫулӗ тикӗс мар // Надежда СЕМЕНОВА. http://kasalen.ru/2023/12/22/%d0%bf%d1%8 ... %b0%d1%80/

Юлашки виҫӗ ҫулта 410 шкултан 105-шне тӗплӗн юсанӑ, ку енӗпе малалла та ӗҫлес тӗллевлӗ.

Куҫарса пулӑш

Олег Николаев тӳрӗ лини ирттернӗ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/12/26/%d0%be%d0%b ... %bd%d3%97/

Ӗҫлес пулсан, вӑя хӗрхенмӗп, — пыр тӗпӗнчен чӗтренсе тухрӗ унӑн сасси.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫанна тавӑрса ӗҫлес пулать пирӗн.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ӗҫлес-тӗк — ӗҫлес, ӗҫлемесен — выртас та вилес!

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ӗҫлес туртӑм кашни минутрах вӑйланса пырать.

Желание работать усиливается с каждой минутой.

49-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Вӑл кунта нумай вӑхӑта ӗҫлеме килмен те, анчах мӗншӗн эрнипех ӗҫлес мар?

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫамрӑкӑн ӗҫлес килет, ҫав ӗҫе тухнӑ кунах вӑкӑр ун ҫине пӑхкалать, мӗкӗрет, анчах вырӑнтан та тапранмасть.

Куҫарса пулӑш

Партизан // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 18–24 с.

Чӑн-чӑнах шкулта ӗҫлес шухӑшлӑ ку хӗр.

Куҫарса пулӑш

IV // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Мӗншӗн тесен хӑйсен вут хурса ӗҫлес килмест.

Куҫарса пулӑш

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Ӗҫлес чух хирте йышпа Вӑл туслашнӑ чир-чӗрпе.

Куҫарса пулӑш

Ик ураллӑ упа // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 53–54 с.

Эсир каланӑ пек ӗҫлес пулсан, поселокра тепӗр вунӑ ҫултан пӗр лайӑх хунав та сыхланса юлмасть, вӑрман хӗрри курӑнми пулать.

Куҫарса пулӑш

58 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Камӑн та пулин ӗҫлес пулать уншӑн, камӑн та пулин ытларах тар кӑлармалла.

Куҫарса пулӑш

55 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Йӑнӑшмасӑр ӗҫлес ҫук.

Куҫарса пулӑш

27 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Курас тесе ҫеҫ мар, ӗҫлес тесех килтӗм-ха, Иван Капитонч, — терӗ Раман, темшӗн кӑштах именсе.

Куҫарса пулӑш

1 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех