Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗҫленӗҫемӗн (тĕпĕ: ӗҫле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Малтан вӑл кивӗ йывӑҫ пӳрте сиплет, унтан, ӗҫленӗҫемӗн хӗрсе-хӗрсе каять те, йывӑҫ пӳртпе юнашар чул пӳрт ҫавӑрать, вӗсен хушшине ҫенӗк майлаштарса, урамалла крыльца кӑларать.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ӗҫленӗҫемӗн ӑсталӑх та пуҫтарӑнса пырать, укҫи-тенки те хушӑнать.

Куҫарса пулӑш

Телейне тӑван тӑрӑхра тупнӑ // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11307-te ... -khra-tupn

Ӗҫленӗҫемӗн чӗрӗ чухнехи атте, унпа пӗрле ҫӳренисем аса киле пуҫларӗҫ…

Куҫарса пулӑш

Ӗмӗр манми хуйхӑ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ӗҫленӗҫемӗн Ҫемук калать:

Куҫарса пулӑш

Манӑн юлташсем // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Марине юнашар пулнӑран-и, вӑл кун ӗҫленӗҫемӗн ӗҫлес килчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Малтанхи кунсенче Сехре каҫсерен барака чылаях ывӑнса таврӑнатчӗ, унӑн апат тумасӑрах выртса ҫывӑрас килетчӗ, ӗҫленӗҫемӗн кун пек халтан каясси иртсе пычӗ, вӑл алсенче вӑй хутшӑнса пынине туйрӗ.

Куҫарса пулӑш

ХIХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл нумайтарах ӗҫленӗҫемӗн пурнӑҫ та хаклӑланса пырать.

И почему-то чем быстрее Джонни работал, тем быстрее подымались цены.

Джонни хирӗҫни // М. Волков. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 48–72 с.

Ҫапах ӗҫленӗҫемӗн ун характерӗ, автор шучӗпе, вӑйлансах пымалла.

И все же, согласно мнению автора, после привыкания к труду его характер должен утверждаться.

1962 ҫулхи чӑваш литератури. Прозӑ // Г. Я. Хлебников. «Вопросы чувашского языкознания и литературоведения». Ученые записки, выпуск XXVI, Чебоксары — 1963. 206–226 стр.

Вӑл вара ӗҫленӗҫемӗн пухӑнать.

А он набирается по ходу работы.

Шупашкар калаҫать // Ирина ПАРГЕЕВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех