Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗҫленисем (тĕпĕ: ӗҫле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӗнер кунта ӗҫленисем мӗншӗн тырӑ куписене улӑмпа витсе хӑварман?

Куҫарса пулӑш

II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Кунта пуҫлӑхсем те, тахҫан хӗрпе пӗрле ӗҫленисем те хулпуҫҫийӗсене сиктеркелесе, аллисене саркаласа, пуҫӗсене пӑркаласа ҫеҫ илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

«Ухмахӑм, мелке пуҫ, хамран юлмасть иккен. Ма каларӑм эп ҫын панче ӗҫленисем, мӑшӑрӑм пуррисем-мӗнсем ҫинчен? Тьфу та ҫав», — ятларӗ Янтул хӑйне.

И снова пожалел Яндул о сказанном. «Вот, дурень, и зачем я все это выболтал? Тьфу, голова мякинная!»

Янтул кам вӑл? // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Кӗҫӗн Каҫал шкулӗнче пӗрле ӗҫленисем ӑна паянхи кун та ырӑпа кӑна аса илеҫҫӗ, ун ячӗпе ӑшӑ сӑмахсем чылай калаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Паян та хисеплеҫҫӗ, сума суса тав тӑваҫҫӗ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/09/13/%d0%bf%d0%b ... %d0%b0cce/

Киле каҫа юлса таврӑннисем те, шӑматкунсерен ӗҫе тухса ӗҫленисем те сахал мар пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Суту-илӳпе ҫыхӑнтарнӑ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/09/30/%d1%81%d1%8 ... 80%d0%bda/

Сивӗре йывӑр ӗҫленисем ахаль иртмерӗҫ пулӗ ҫав ҫамрӑксемшӗн.

Куҫарса пулӑш

«Вӑхӑт пирӗн ҫирӗплӗхе тӗрӗсленӗ» // Любовь Сергеева. http://kanashen.ru/2022/01/14/%d0%b2a%d1 ... b5%d0%bde/

«Тӑваттӑмӗш курсран фронта тухса кайнисем е госпитальсенче ӗҫленисем нумайӑшӗ таврӑннӑ, пӗр ҫул вӗренсенех, вӗсене зауряд врач ятне параҫҫӗ, ӗҫлеме яраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Колхозниксем пуринчен ытларах чаплӑраххисем (тӗрӗссипех паттӑрӑн ӗҫленисем) агент килессе кӗтсе вӑхӑт ирттерме вӑй-хал ҫитеймен пирки, Иван Ефимча ҫӗнӗрен тапӑнса илнӗ: — Хаҫат ҫинче асӑннӑ ӗҫ паттӑрӗн ятне кала, — тенӗ.

По причине того, что колхозники больше были не в силах ждать возвращения агента, лучшие из лучших (поистине трудолюбивые среди них) окружили Иван Ефимовича вновь и сказали: — Назови героя труда, о котором упоминалось в газете.

Ӗҫ паттӑрӗ // М. Андр.. «Капкӑн», 1935, 2№, 6 с.

Унта Георгий Фёдоровпа пӗрле ӗҫленисем, тусӗ пулнисем, ентешӗсем, ун пултарулӑхне хаклакансем пуҫтарӑнӗҫ.

Куҫарса пулӑш

«Тупасчӗ сӑмахӑн пӗртен пӗр таса вӑрттӑнне…» литература каҫӗ иртӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/31066.html

Асӑну каҫне ачасен «Тевет» фольклор ушкӑнӗ, шкулта вӗренекенсем, ялти культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Илем» ушкӑн тата районтан килнӗ хӑнасем, Иван Черновпа пӗрле ӗҫленисем хутшӑннӑ.

На памятном вечере приняли участие фольклорная детская группа «Тевет», учащиеся школы, ансамбль «Илем» при сельском доме культуры, а также гости из района и бывшие коллеги Ивана Чернова.

Колхоз председательне асра тытса асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/30796.html

Разведчиксем хулана кайса ҫӳреме чи ҫывӑх та шанчӑклӑрах ҫулсем тупрӗҫ, вара, апрелӗн малтанхи кунӗсенче, Ровно хулине ӗлӗкрех унта ӗҫленисем ҫеҫ те мар, ҫав хулана пӗлекеннисенчен тата вунӑ ҫын тухса кайрӗҫ.

Разведчики выбрали кратчайшие и наиболее спокойные дороги к городу, и в первых числах апреля в Ровно ушли не только те, кто уже раньше там работал, но и еще человек десять, знавших этот город.

Пулӑшакансем // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.

Вӑл совет халӑхӗн ҫӗнтерӗвне организацилесе, хавхалантарса ертсе пыракан большевикла парти ҫинчен хӗрсе те ӑнланмалла каласа кӑтартатчӗ, совет ҫыннисем тылра тӑрӑшса ӗҫленисем ҫинчен ӑнлантарса паратчӗ, совет воинӗсен примерӗсем тӑрӑх пире паттӑр та хастарлӑ пулма хӑнӑхтаратчӗ.

Горячо, увлекательно говорил о нашей большевистской партии — организаторе и вдохновителе борьбы и побед советского народа; рассказывал о героическом труде советских людей в тылу; на примере отличившихся советских воинов воспитывал в нас мужество и отвагу.

20. Октябрь праҫникне фронтра кӗтсе илетӗп // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Чӑн-чӑнах ӗҫлес вырӑнне аппаратра бюрократла ӗҫленисем те пулаҫҫӗ вӗт.

Есть же, в отличие от настоящего созидания, аппаратно-бюрократическое созидание.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

— Пирӗн лайӑх ӗҫленисем тата та пур.

— У нас ведь и еще кто-то хорошо поработал.

Ноябрӗн улттӑмӗшӗ // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

Унтан вара Оленина ялта хӑй хуҫалӑх енӗпе ӗҫленисем аса килеҫҫӗ, анчах каллех ку асаилӳсем хушшинче те савӑнса чарӑнса тӑмаллисем нимӗн те ҫук.

И вот ему вспоминается его хозяйственная деятельность в деревне, и опять не на чем с радостию остановиться в этих воспоминаниях.

II // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

Эпӗ «Св. Мария» экспедицийӗ енӗпе ӗҫленисем Татаринов капитанӑн чапне сарма пулӑшни ҫинчен каласшӑнччӗ ӗнтӗ вӑл, Николай Антоныч вара хӑй те ҫав хушаматлах пулнипе усӑ курнӑ иккен.

Он хотел сказать, что моя работа по изучению экспедиции «Св. Марии» впервые привлекла общее внимание к личности капитана Татаринова и что Николай Антоныч воспользовался тем, что он носит ту же фамилию.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Виктор! — хулӑм сасӑпа саламлаҫҫӗ Талалихин юлташӗсем, тантӑшӗсем, пӗр кас ачисем, хӑйӗнпе пӗрле нумай пулмасть Ашкомбинатӗнче ӗҫленисем.

— Виктор! — басили товарищи Талалихина с его улицы, ровесники героя с Мясокомбината, где он недавно работал.

10 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ҫакӑн пирки хӑйсен сӑмахӗнче тӗрлӗ ҫулта ӗҫленисем аса илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Культура ҫурчӗ ӗҫлеме пуҫланӑранпа 45 ҫул ҫитрӗ // Г. АНДРЕЕВА. http://www.zp21rus.ru/kultura/2515-kultu ... -45-ul-itr

Тӗрлӗрен ҫулта журнал редакторӗ пулса ӗҫленисем: Порфирий Афанасьев, Александр Мефодьев, Анатолий Смолин тата Людмила Смолина.

Куҫарса пулӑш

Вулакансем корреспондентсемпе тӗл пулчӗҫ // Татьяна ЗАХАРОВА. «Тантӑш», 2017.02.02, 4(4521)№

Тепӗр ырӑ хыпарпа та савӑнтарас килет «Хресчен сасси» вулаканӗсене: пӗрле ӗҫленисем пӗр-пӗринпе халӗ те хутшӑнатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Ӑнӑҫу сана, хаҫатӑм! // Вера САВЕЛЬЕВА. «Хресчен сасси», 2016.04.21, 15№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех