Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗҫлемесӗрех (тĕпĕ: ӗҫле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл капитализм самани хӑварнӑ хура енсене, харпӑр хӑйшӗн кӑна хыпса ҫунакансене, «хамӑр пурӑнса пултӑр» текенсене, ӗҫлемесӗрех тутлӑ ҫиме юратакан харам пырсене, вӑрӑсене, вӗҫкӗн ҫапкаланчӑксене, йӑпӑлти бюрократсене, «сӗрме» пӑхакансене, кахалсене халӑх куҫӗ умне кӑларать.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Унтан Дуся рабочисемпе вӗсен ачисен пурнӑҫӗ ҫинчен, хулара та ялти пек чухӑнсем тара ӳкиччен ӗҫлесе те выҫлӑн-тутлӑн, теприсем ӗҫлемесӗрех пуйса пурӑнни ҫинчен каласа пачӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хуларисем вара ӗҫлемесӗрех ҫиеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ ӗҫ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Анчах капитализмлӑ патшалӑхсенче ҫутҫанталӑк пуянлӑхӗпе унӑн усӑллӑ япалисем, фабрикӑсем, заводсем капиталистсен аллинче, капиталистсем ним ӗҫлемесӗрех хисепсӗр пуянлӑх пуҫтараҫҫӗ.

Но не трудящиеся владеют богатствами и силами природы в капиталистических странах. Лучшие земли, полезные ископаемые, фабрики и заводы принадлежат капиталистам, и они, не работая, наживают несметные богатства.

Ҫурҫӗр енчи вӑтам тӑрӑхра ҫӗршыв пуянлӑхӗпе епле усӑ кураҫҫӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Вӑл укҫа юратакан пулса кайнӑ, вара, хӑй пит тӑрӑшса ӗҫлемесӗрех пенси ҫумне татах укҫа илме пултарни ҫинчен пӗлсен, вӑрахчен хӑй валли килӗшӳллӗ ӗҫ шыранӑ та юлашкинчен аэроклуб пирки шухӑшласа пӑхнӑ.

Куҫарса пулӑш

5. Кун пекки урӑх пулмасть // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Икӗ ҫырӑвӗнче те пӗр пек шухӑш палӑрать: Шӑпчӑккассинчи клуб час-часах хупӑ тӑрать иккен, унта киносӑр пуҫне ним те пулса иртмест, плакатсемпе лозунгсем улшӑнмаҫҫӗ — Санарова клуб пуҫлӑхӗ ӗҫлемесӗрех укҫа илсе пурӑнать.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

— Магазинта ӗҫлемесӗрех укҫа параҫҫӗ-им вара? — каллех тӑрӑхлама пӑхрӗ Испуханов.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Ахалех, ӗҫлемесӗрех укҫа парас ҫук унта…

Куҫарса пулӑш

Кирлӗ ҫынсем // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 33–36 с.

Вӗсем эрнере пӗр кун хушши пулакан пасар кунӗ ҫынсене хваттере кӗртсе укҫа тупаҫҫӗ те ним ӗҫлемесӗрех пурӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Унта пире ӗҫлемесӗрех вир пӑтти ҫитереҫҫӗ-им? — йӗплесе илесшӗн пулчӗ Эпселем.

Куҫарса пулӑш

17. Чун кӳтсе ҫитсен... // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Эс мана ӗҫлемесӗрех ӗҫе тухнӑ тесе ӗҫ кунӗ пар…

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Хӑшӗ пур, Шӗшле пеккисем, ӗҫлемесӗрех ҫӗрме пуян, улпутла пурӑнать, пирӗн пек ҫынна ҫӳп вырӑнне те хумасть.

Куҫарса пулӑш

Кӗслеҫӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Шахрун ним ӗҫлемесӗрех тарласа ҫӳрекен пӑсӑк куҫлӑ Паҫана аса илет те ку ҫӗнӗ сывлӑшра ӳсӗрӗлсе ката пек пулать.

Шахруну невольно вспомнилась потная, неуклюжая Пазя, и он так и опьянел от красоты и свежести Марись.

Ҫурҫӗр иртсен // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ӗҫлемесӗрех ҫисессӗн питӗ намӑс.

Я не знал, что так стыдно, если обедать бежишь скорее, а сам не работаешь.

2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Вӑл Мускава таврӑнсан, моряк ӑна отчетсем панӑ; теприсем ҫул ҫӳренӗ чухне чухӑна юлаҫҫӗ, анчах Михайло Степанович хӑйӗн хуҫалӑхӗ хӑй ним ӗҫлемесӗрех, ним тӑкак тумасӑрах тенӗ пек, пур енчен те ӳснине курнӑ; морякне вӑл ҫав тери сахал тӳленӗ.

Когда он воротился в Москву, моряк подал ему отчеты; другие проживаются в путешествии, Михайло Степанович нашел во всем приращение, без всякого труда, без всяких пожертвований почти; он чрезвычайно мало давал моряку.

V // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.

Обломов тӗлӗкре чӑн телейлӗ ҫӗршывра пек: унта пылпа сӗт шывӗсем юхаҫҫӗ, ӗҫлемесӗрех ҫиеҫҫӗ, ылтӑн-кӗмӗл тумпа ҫӳреҫҫӗ.

Грезится ему, что он достиг той обетованной земли, где текут реки меду и молока, где едят незаработанный хлеб, ходят в золоте и серебре…

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Халӗ ӗҫлемесӗрех лайӑх пурӑнма май шыракансем йышланчӗҫ вӗт.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫре иртет кун-ҫул утти // Р.МОИСЕЕВ. «Каҫал Ен», 2016.05.20

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех