Шырав
Шырав ĕçĕ:
ӗҫлекенскерсене (тĕпĕ: ӗҫле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Слакпуҫӗнче эпӗ паллакан ҫынсенех — Советра ӗҫлекенскерсене хӗнесе вӗлернӗ.
3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Кӑмӑллӑ ак ҫак кайӑксене, Турра мухтакансене, ҫак лӗпӗшсене, чи чаплӑ пултарулӑхӑн чӑн-чӑн ӑслӑхне палӑртмашкӑн ӗҫлекенскерсене, ҫӗр ҫимӗҫӗсене, тӗнӗ ҫирӗп тытакансен тарӗпе шӑварӑннӑскерсене…
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.
Ӑна лейтенант тӗрлӗ ҫӑмӑллӑхсем парать, ҫав хушӑрах ытти телефонистсене, Маковейпе пӗрле ӗҫлекенскерсене, вӑйран сулӑнтарать.Ему лейтенант даровал всякие льготы, строго спрашивая с других телефонистов, напарников Маковея.
V // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
1. Давид ӗнтӗ Израилӗн мӗнпур ҫулпуҫне, йӑх пуҫӗсене, ҫар ушкӑнӗсен пуҫлӑхӗсене, патшашӑн ӗҫлекенскерсене, тата пинпӳсемпе ҫӗрпӳсене, патшанӑн мӗнпур пурлӑхӗпе хуҫалӑхне, кӗтӗвӗсене пӑхса тӑракансене, хӑйӗн ывӑлӗсемпе хайрансене, ҫарпуҫсене, пӗтӗм паттӑр ара Иерусалима пуҫтарнӑ.
1 Ҫулс 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Иртен пуҫласа каҫчен ӗҫлекенскерсене ватти-вӗтти те, ҫамрӑксемпе ҫитӗннисем те ҫӳреҫҫӗ.
Ҫуллахи Олимпиадӑна хутшӑнма Чӑваш Енӗн 34 спортсменӗ хатӗрленет // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№
Страницăсем:
- 1