Шырав
Шырав ĕçĕ:
Кӑвапи талнӑ ҫын тек вӑй хурса ӗҫлеймест ӗнтӗ вӑл.
Хӑрушӑ ӗҫ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.
Вӗсем ӑна Мускаври клиникӑра ҫичӗ уйӑх хушши вырттарнӑ хыҫҫӑн авиацире урӑх ӗҫлеймест тесе йышӑнчӗҫ.
1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
1971 ҫулта ӑна «Коммунизм ялавӗ» хаҫат редакцине чӗнсе илеҫҫӗ, анчах та нумаях та ӗҫлеймест вӑл редакцире — автомобиль аварине лексе йывӑр сусӑрланать, пӗрех ура ҫине тӑрать, туяпа ҫӳрекен пулать.
Саланнӑ саманара нитне ҫухатмасӑр хӑтлӑх шыранӑ писатель // Борис Чиндыков. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 3-8 с.
Ҫавна май, вӗрентӳ министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ Алексей Лукшин каланӑ тӑрӑх, Професси ӑсталӑхӗн агентстви пирӗн ҫӗршывра, республикӑра малалла ӗҫлеймест.
«Ворлдскиллс» лайӑх, «Профессионалсем» те япӑх мар // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/vorldskills-laya ... -yapah-mar
Ашшӗ ватӑлса ҫитнӗ пирки ӗҫлеймест, халӑх пулӑшнипе кӑна пурӑнать.
Ленӑ шывӗ ҫинчи рабочисен пӑлхавӗнче пулнӑ пирӗн янташсем // Иван Кузнецов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 100-101 с.
Вӑл йывӑр суранланнӑ, кӑкӑрпа аптрать, халӗ ӗҫлеймест, питӗ чухӑн пурӑнать.
Ленӑ шывӗ ҫинчи рабочисен пӑлхавӗнче пулнӑ пирӗн янташсем // Иван Кузнецов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 100-101 с.
Пичче хӑй сываласса кӗтет, шанать, анчах ҫаплах питӗ ӳсӗрет, йывӑр ӗҫе ӗҫлеймест, ҫӑмӑла ҫеҫ ҫӳрекелет.
Чӗмпӗре тухса кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Штачӗ те кӑранташ тытса ҫеҫ ӗҫлеймест — компьютерсем илмелле, вӗсен юсавлӑхне тӗрӗслесе тӑма ятарлӑ ҫынна тытса тӑмалла.
Чӑваш чӗлхине аталантармалли программӑна пурнӑҫласшӑн мар? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6079.html
Хӑй ҫӗрӗ ҫинче те кирлӗ пек ӗҫлеймест.
IX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Качча кайма эпӗ юрӑхлӑ мар, уксах хӗрарӑм вӑл ӗҫлеймест.
III. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Эсир сывлӑхлӑ, лӑпкӑ, сирӗн хӑвӑр юратакан ӗҫсем пур: сирӗн юратнӑ арӑмӑр питӗ имшеррипе килти хуҫалӑхра та ӗҫлеймест, ку ӗҫе тарҫӑсене шанса панӑ, ачисене те пӑхаймасть, вӗсем ача пӑхакан хӗрарӑмсем аллинче, хӑй юратмалли пӗр-пӗр ӗҫ те тума пултараймасть, мӗншӗн тесен вӑл сирӗнсӗр пуҫне нимӗне те юратмасть.
XXIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Чӑлахлатрӗҫ вӗсем ӑна, тек ӗҫлеймест ӗнтӗ вӑл.Совсем ее покалечили, так, что она уже больше работать не может.
XXVIII сыпӑк // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.
Анчах та, аттем эпӗ чӗлхесӗр пулнӑ пирки юрлама пултараймарӑм: манӑн тута-ҫӑварӑм халь ӗҫлеймест, ҫавӑнпа та эпӗ сӗт кӑна ҫисе пурӑнатӑп, ҫӑкӑра кӑшт ҫеҫ ҫемҫине хӗсӗнсе ларнӑ шӑл хушшине пӳрнепе тӗртсе кӗртсе ҫиетӗп.
Пулеметчик Живоног Ҫурҫӗр Черниговщинӑри Заречное ялне ашшӗ патне янӑ ҫыру // Николай Степанов. Герасимов, Е. Щорс: [тулли мар вӑтам шкулсем валли] / Е. Герасимов, М. Эрлих; Н. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 208 с.
Пӗлетӗн-и, ҫавӑн пек пулать: машинӑн пур пайӗсем те йӗркеллех, передачи те ӗҫлет, шестернесене те пӑрса лартнӑ, анчах пӗр пӗчӗккӗ те паллӑ мар гайки ҫук, ҫавӑнпа машина пӗтӗм вӑйӗпе ӗҫлеймест.
7. Пинтен те хаклӑрах // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Компани директорӗ Сергей Ларентьев укҫа тупассине ҫирӗплетрӗ-ха, анчах, Шупашкар администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков пӗлнӗ тӑрӑх, ҫак организаци Соляное тӑкӑрлӑкӗнчи позицире те кал-кал ӗҫлеймест.
Ҫынсем хваттер кӗтеҫҫӗ — кӗтсе илеймеҫҫӗ // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2017.11.20
9,5 пин ҫын ӗҫлеймест.
Производство ӳсӗмӗ: ППЭ тата «пуҫтах ывӑл» ҫинчен // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№
Хӑрах аллипе вӑл ҫӑкӑр та тытса ҫиет-ха, анчах кашӑкпа ӗҫлеймест.
Ашшӗ сусӑр ачине интерната паман // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №
12. Тепӗри йӑмшак, ҫын пулӑшмасӑр ӗҫлеймест, халсӑр-хевтесӗр, пур тӗлӗшрен те мӗскӗн вӑл; 13. анчах Ҫӳлхуҫа ун ҫине хӗрхенсе пӑхать те — ӑна ырӑлӑх парать, кӗҫӗнтен асла кӑларать, ун пуҫне ҫӳлелле ҫӗклентерет, ӗнтӗ нумайӑшӗ ун ҫине пӑхса тӗлӗнсе тӑрать.
Сир 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1