Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗҫлеймерӗм (тĕпĕ: ӗҫле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эп, тӳррипе каласан, нумаях ӗҫлеймерӗм унта.

Куҫарса пулӑш

Тулӑх тапхӑр // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Нумай та ӗҫлеймерӗм, кантӑкӗ те ҫийӑнса ӗлкӗрейменччӗ — пӗтрӗ те.

И вот не успел стекло поставить — на тебе, нету!

Мултиер // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Сансӑр эпӗ пачах та ӗҫлеймерӗм.

Я без тебя не мог работать совсем.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 356–361 с.

Ӑна итлесех хам ӗҫпе ӗҫлеймерӗм — пасара сутӑ тума кайрӑм.

Из-за ее желания я не смог поработать по своей профессии — пошел на рынок торговать.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Парламентра 3 ҫул ӗҫленине те Михаил Сергеевич пысӑка хурса хакларӗ: «Сирӗнпе хутшӑнса ҫӗннине нумай илтӗм, манӑн пурнӑҫра ҫакӑ ҫитместчӗ. Тен, кунта тухӑҫлах ӗҫлеймерӗм пуль - тӗп ӗҫ вырӑнӗнче вӑй хума тивнӗ-ҫке. Ҫапах сессисене яланах ҫӳренӗ, комитет ӗҫне те туллин хутшӑнма тӑрӑшнӑ».

Куҫарса пулӑш

Депутат мандатӗнчен пуҫласа Шупашкар шыв управӗ таран // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

— Ансамбльте нумай та ӗҫлеймерӗм — салтака кайма повестка пачӗҫ, ҫар комиссариатӗнчисем мана Германири танк бригадин сумлӑ ансамбльне ярасшӑн пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Анатолий Никитин: «Ҫынпа калаҫнӑ чухне те пуҫра кӗвӗ янӑрать» // Дмитрий МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех