Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗнентермешкӗн (тĕпĕ: ӗнентер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эсир хирӗҫлеме, ӗнентермешкӗн хӑтланма пултаратӑр, анчах эпӗ ҫак ӗҫе мана алӑран пилӗк пин фунт тыттарсан кӑна пӑрахӑҫлатӑп.

Вы можете отрицать, доказывать, но я оставлю это дело только при условии, что мне будет вручено наличными пять тысяч фунтов.

XV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Ӑна ҫырусене чӑннипех те вӑрланине ӗнентермешкӗн кӑтартмалла.

Его он должен был предъявить в доказательство похищения.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 314–319 с.

Ҫав сӑмахсене вӑл хӑйне асла хурас шутпа каламарӗ, вӑл ӑна хӑй юлташӗсене ӗнентермешкӗн каларӗ.

Он напомнил об этом не из тщеславия, — этим он хотел прочнее убедить своих товарищей.

XIX сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Кунсӑр пуҫне тата малалла кайсан урӑх шӑм-шаксем те ҫав этем ӳтне кӑна мар, эпир кашни утӑмрах ытти ҫын виллисене те тӗл пултӑмӑр, ҫавӑнпа пичче хӑйне шанман ҫынсене кӑтартса ӗнентермешкӗн чи лайӑх сыхланса юлнӑ шӑмӑ суйласа илме пултарчӗ.

Ископаемое тело не было единственным в этом обширном костехранилище, на каждом шагу мы натыкались на трупы, и дядюшка имел полную возможность выбрать из них образцовый экземпляр для убеждения неверующих.

XXXVIII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

Следстви иккӗленмест: ҫамрӑк ҫын айӑпне ӗнентермешкӗн материал ҫителӗклӗ пухнӑ — суд вердиктне кӗтмелли ҫеҫ юлать.

Куҫарса пулӑш

Пусмӑрҫа тарма паман // К.АНТИПОВ . «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

1-3. Турӑ чури Павел — Турӑ суйласа илнисене ҫирӗп ӗнентермешкӗн, чӑнлӑха пӗлтермешкӗн, Турра юрӑхлӑ пурӑнма вӗрентмешкӗн, ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ килессе, Хӑйӗн сӑмахне нихӑҫан та улӑштарман Турӑ тӗнчене пултаричченех пама пулнӑ пурӑнӑҫ килессе шантармашкӑн Иисус Христос апостолӗ пулнӑскер (палӑртнӑ вӑхӑтра Турӑ Хӑйӗн Сӑмахне тӗнчене килтернӗ, ун ҫинчен каласа ҫӳреме Ҫӑлакан Туррӑмӑр мана шанса хушнӑ) — 4. хампа пӗр тӗне тытнипе чӑн ывӑлӑм пулса тӑракан Тита: Атте Турӑран тата Иисус Христос Ҫӳлхуҫаран, хамӑра Ҫӑлаканран, тивлет, ырӑлӑх, канӑҫлӑх пултӑр.

1. Павел, раб Божий, Апостол же Иисуса Христа, по вере избранных Божиих и познанию истины, относящейся к благочестию, 2. в надежде вечной жизни, которую обещал неизменный в слове Бог прежде вековых времен, 3. а в свое время явил Свое слово в проповеди, вверенной мне по повелению Спасителя нашего, Бога, - 4. Титу, истинному сыну по общей вере: благодать, милость и мир от Бога Отца и Господа Иисуса Христа, Спасителя нашего.

Тит 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

14. Иисус ӑна ҫакӑн ҫинчен никама та калама хушман, хӑй сывалнине вӗсене ӗнентермешкӗн священника курӑнма тата, Моисей хушнӑ пек, хӑй тасалнӑшӑн парне кӳме каласа янӑ.

14. И Он повелел ему никому не сказывать, а пойти показаться священнику и принести жертву за очищение свое, как повелел Моисей, во свидетельство им.

Лк 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

10. Кам та пулин хӑйӗн ашакне е вӑкӑрне, е сурӑхне, е тата урӑх выльӑхне ҫывӑх ҫынни патне парса хӑварсассӑн, выльӑхӗ вилес пулсассӑн е амансассӑн, е ӑна тытса кайсассӑн, анчах ҫакна никам та куракан-тӑвакан пулмасассӑн, 11. илсе юлаканӗ «ҫын япалине аллӑмпа та тӗкӗнмерӗм» тесе Турӑ умӗнче тупа тутӑр; вара выльӑх хуҫин ҫакӑнпа ҫырлахмалла, лешӗн тӳлемелле мар; 12. хӑй патӗнченех вӑрласа тухас пулсассӑн, унӑн выльӑх хуҫине тӳлемелле пулать; 13. эхер те тискер кайӑк ҫурса пӑрахас пулсассӑн, ӗнентермешкӗн ҫурнӑ выльӑхне илсе пырса кӑтарттӑр: ҫурса пӑрахнӑ выльӑхшӑн вӑл тӳлемест.

10. Если кто отдаст ближнему своему осла, или вола, или овцу, или какой другой скот на сбережение, а он умрет, или будет поврежден, или уведен, так что никто сего не увидит, - 11. клятва пред Господом да будет между обоими в том, что взявший не простер руки своей на собственность ближнего своего; и хозяин должен принять, а тот не будет платить; 12. а если украден будет у него, то должен заплатить хозяину его; 13. если же будет зверем растерзан, то пусть в доказательство представит растерзанное: за растерзанное он не платит.

Тух 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Ӗнентермешкӗн автомобиль докуменчӗсене те кӑтартнӑ.

Куҫарса пулӑш

Автомобиле - пăчкăпа! // Ольга ПАВЛОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех