Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗнентерме (тĕпĕ: ӗнентер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мӗншӗн ҫапла пулса тухать-ха пурнӑҫра тепӗр чух: пулман япалах пулчӗ пек туйӑнать, эсӗ ӑна пулнӑ пекех ӗненетӗн, ҫынсене те ҫавнах ӗнентерме тӑрӑшатӑн.

Куҫарса пулӑш

Революци матросӗ // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 179–186 с.

«Эпӗ кунтине никам та пӗлес ҫук-ха, — ӗнентерме тӑрӑшрӗ вӑл хӑйне. — Тен, мунчара пӗрер япалине манса хӑварнӑ?

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пӗр хӗрарӑм патне те ҫӳремен, — чун-чӗререн ӗнентерме тӑрӑшать Сантӑркка.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Шалти сасӑ аталанни тата ҫынна ӗнентерме пултарни сирӗн хутшӑнусене лайӑх витӗм кӳрӗҫ.

Ваша интуиция и способность убеждать хорошо отразятся на ваших взаимоотношениях.

49-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Юхин ҫамрӑк барона та имени тупӑш параймасса ӗнентерме тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Имени управляющийе Ларион Никитич Юхин, ватӑ барон Атӑлкассине пӗртен-пӗр хут килсе кайнӑ чухне хуҫалӑхпа мар, кашни уйӑхра мӗн чухлӗ укҫа илме пултарассипе ҫеҫ интересленнине туйса, имени хуҫалӑхӗ тупӑш сахал парать, хӑшпӗр ҫулӗнче тӑкакне те аран ҫеҫ хуплаштарса пырать, укҫине имение сутса ҫеҫ тупма пулать тесе ӗнентерме тӑрӑшнӑ.

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫын умне тухса калаҫма, хӑвӑрӑн шухӑша ӗнентерме ӑнӑҫлӑ тапхӑр.

Хороший период для публичных выступлений и для отстаивания собственного мнения.

45-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Пиччӗшӗ, шӑллӗ ӗҫлеме юратсах каймасть пулсан та, ӑна вӑл юратать, асли пулса наянлӑх ҫынна пурнӑҫра ура хума пултарасса ӗнентерме тӑрӑшать.

Куҫарса пулӑш

II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Ҫавна пула аттене те мана лайӑх ӗҫлекен тесе ӗнентерме тӑрӑшрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Хӗр кӳренчӗ, хӑй ют маррине ӗнентерме тӑрӑшрӗ, дипломне кӑларса кӑтартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Пирӗн ҫӗнтерӳпе, — ӗнентерме тӑрӑшрӗ следователь.

Куҫарса пулӑш

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Чи лайӑх дояркӑсӑр хӑвартӑр эсир пире, — вӗриленсе ӗнентерме тӑрӑшрӗ колхоз пуҫлӑхӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хальхинче анӑҫ ҫынниллӗ шукӑль тумланнӑскер тӗнчипе паллӑ тӗпчевҫӗсене те ӗнентерме пултарнӑ.

На этот раз он был одет по последней моде, — и все с ним согласились.

IV // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Шӑматкун ҫывӑх ҫынсемпе ӑнланманлӑх сиксе тухма пултарать: хӑвӑр тӗрӗс пулнине ӗнентерме тӑрӑшӑр.

В субботу возможны определенные разногласия с близкими людьми: постарайтесь убедить их в своей правоте.

42-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Анчах та вӑл хӑйне мӗн тери ытларах ӗнентерме тӑрӑшнӑ, горизонт ҫийӗпе чаплӑн та ҫӗнтерӳллӗн ярӑнса пыракан кӗмӗл пӑнча ҫав тери ытларах курчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кунтан — ҫӑлтӑрсем патне! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Завьялов хӑйне хӑй ку вӑл пулма пултараймасть, ку вӑл куҫ улшу курни ҫеҫ, тесе каларӗ, ӗнентерме тӑрӑшрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кунтан — ҫӑлтӑрсем патне! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Эпӗ ӑна кун пек шикленни вырӑнсӑр, «э-э» тесе кам малтан калани ниме те пӗлтермест, наука валли, ӗҫшӗн усӑллӑ пулни ҫеҫ питӗ кирлӗ, тесе ӗнентерме тӑрӑшрӑм.

Куҫарса пулӑш

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Эпӗ хама ҫакна ӗнентерме пултартӑм.

Куҫарса пулӑш

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Эпӗ хама ҫапла ӗнентерме тӑрӑшрӑм; уншӑн, ҫамрӑк, вӑй питти, хастарлӑ ҫыншӑн, хӗрӳллӗ ӗҫе хатӗрленни — вырӑнлӑ, теттӗм.

Куҫарса пулӑш

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Завьяловӑн военком патне кӗме черет кӗтмелле пулчӗ, унтан подполковнике справка памашкӑн ӗнентерме хӑй мӗн пултарнӑ таран хӗрӳллӗн калаҫма, документсене кӑтартма тиврӗ.

Куҫарса пулӑш

15. Эпӗ нимӗн те манмастӑп // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех