Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗненнӗ (тĕпĕ: ӗнен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫи-пуҫ ӑсталамалли хатӗрсене (ҫипне, пирне, тимӗрташне, хуртпуҫҫине т. ыт. те) чӑвашсем Турӑ парни тесе шутланӑ, вӗсен асамлӑ вӑйне ӗненнӗ.

Куҫарса пулӑш

Килӗшӳлӗхпе ӗлккенлӗх // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

— Коммунизм ҫинчен эпӗ нумай лекци итленӗ, вӑл пулассине ӗненнӗ те…

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Шура ӗненнӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Ҫавна астӑвакансем каласа панӑ тӑрӑх, мӗнле иккен чунтан ӗненнӗ вӗсем кӗнекере ҫырнине!

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Эсӗ тӗрӗсне пӗлнӗ, ӗненнӗ хыҫҫӑн мана сывлама та ҫӑмӑлрах.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Кӗтерук ним те шарламаннипе, Михха ҫинчен каланисене вӑл та ӗненнӗ пек сунса: — Эсӗ те мана шанмастӑн-и? — терӗ хурлӑхлӑн Анук.

Куҫарса пулӑш

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Нумайӑшӗ чӑннипех ӗненнӗ те ҫӗнӗ гипнотизер патне сеанса пыма тытӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн урам тӑвалла // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 73–90 с.

Ҫирӗплетсе панӑ янавар ферма хуҫалӑхӗнче чи итлекен вӑкӑрсенчен пӗри пулса тӑнине ҫамрӑк ӗҫчен кӑшт каярах курса ӗненнӗ.

Куҫарса пулӑш

Партизан // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 18–24 с.

Ӗненнӗ пек туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

Ӗненнӗ тӑрӑх, ача ҫуралсан хӗрӗх кунччен, уйрӑмах малтанхи кунсенче пепкене ҫынна кӑтартма юрамасть — хӳтӗлевсӗре куҫӑхтарма пултараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вӑл хӑй мӗн каланине ӗненнӗ те пулас…

Куҫарса пулӑш

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

— Оля пирӗн ҫӗнтерӗве ӗненнӗ ҫеҫ мар.

Куҫарса пулӑш

16. Осокин // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Хӑранипе те, ирӗксӗрленипе те мар, хамӑр урӑхла пурӑнма пултарайманнине ӗненнӗ!

Куҫарса пулӑш

7. Ҫӗр ҫинче миҫе чӑнлӑх? // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Анчах ҫапах та эпӗ хам пурӑнса ирттернӗ ҫулсене сан пек икӗ сӑмахпа кӑна — «культ личности» тенипе кӑна хаклама пултараймастӑп, мӗншӗн тесен вӑл ҫулсенче ҫынсем паттӑр ӗҫсем нумай тунӑ, мӗншӗн тесен миллионшар ҫынсем, вӗсем хушшинче эпӗ те, хамӑр тӑвакан ӗҫсем таса та чаплӑ тесе ӗненнӗ.

Куҫарса пулӑш

7. Ҫӗр ҫинче миҫе чӑнлӑх? // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Эпӗ вӑл ҫынна ӗненнӗ, шаннӑ пулсан, эпӗ ӑна ку таранччен лайӑх енчен кӑна пӗлни ҫинчен калама, ҫырса пама вӑй, хӑюлӑх ҫитернӗ те пулӑттӑм-и. Анчах тӗрмерен тухса тарнӑ ҫынна пытарма пултарайман пулӑттӑм…

Куҫарса пулӑш

7. Ҫӗр ҫинче миҫе чӑнлӑх? // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ун чухне пирӗн ҫӗршывра клас кӗрешӗвӗ ҫивӗчленнӗҫемӗн ҫивӗчленни ҫинчен пиншер хут ҫине-ҫине каланӑ сӑмахсене ӗненнӗ.

Куҫарса пулӑш

7. Ҫӗр ҫинче миҫе чӑнлӑх? // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Мӗншӗн тесен эпӗ Сталина ӗненнӗ.

Куҫарса пулӑш

7. Ҫӗр ҫинче миҫе чӑнлӑх? // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Тен, унӑн чунӗнче ҫапах та темӗнле уҫӑмсӑр шанчӑк пурӑннӑ пулӗ, ҫавӑнпа вӑл халӗ хӑйӗн пӗтӗм ӗмӗтне-шухӑшне ҫавӑрса илнӗ япала ҫинчен хаҫатсенче мӗн те пулин пӗлме пултарасса кӑшт та пулин ӗненнӗ.

Куҫарса пулӑш

3. Ҫул-йӗр пуҫламӑшӗ // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ӑна вӑл йӑлтах ӗненнӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗнче тетелӗнчи савнине 300 пин куҫарса панӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35891.html

Паллӑ тухтӑр земствӑна, унти ырӑ ҫынсене шаннӑ, вӗсем халӑха телей кӳрессе ӗненнӗ.

Куҫарса пулӑш

Вырӑс тухтӑрӗсем революцичченхи чӑвашсем хушшинче // И. Демидова. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 77–80 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех