Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗненессине (тĕпĕ: ӗнен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Коперник вӗрентни халӑх чиркӗве шанассине, турра ӗненессине пӗтерет.

Учение Коперника подрывало доверие к церкви и веру в бога.

Чиркӳ наукӑна хирӗҫ пырать // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Хресченсем хушшинче турра ӗненессине ҫирӗплетме тата пурнӑҫ хуҫисене пӑхӑнса пурӑнма вӗрентекен пупшӑн кунтан хӑрушши мӗн пултӑр ӗнтӗ!

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ман ырӑ тӑван ҫӗршыва — наукӑсемпе искусствӑсене саракан, вӑрҫӑсенче парӑнтаракан, Францие ҫӗмӗрсе тӑкакан, Европӑри патшалӑхсене суд туса килӗштерсе тӑракан, ырӑ ӗҫсемпе турра ӗненессине, чыспа чӑнлӑха кӑларса тӑракан ҫӑлкуҫне, пӗтӗм тӗнче ӑмсанса мухтанса тӑмалли патшалӑха ҫапла йӗрӗнмелле хурласа калаҫнине илтсен, ман кӑмӑл тарӑхнипе тӑвӑлланса кайрӗ.

Я кипел от негодования, слушая эти презрительные отзывы о моем благородном отечестве, рассаднике наук и искусств, победителе в битвах, биче Франции, третейском суде Европы, кладезе добродетели и набожности, чести и истины, гордости и зависти вселенной.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Анчах эпӗ сиртен хам ҫинчен хамӑра пӗрне-пӗри ӗненессине ӳстерме пултаракан пӗр, япала каласа кӑтартма ирӗк ыйтма пултарӑп-ши?

Но я могу просить у вас дозволения рассказать вам о себе самом то, что может послужить к увеличению доверия между нами?

III // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

3. Анчах та ҫӗлен Евӑна хӑйӗн чеелӗхӗпе илӗртсе улталанӑ пек, эсир те Христоса тӳрӗ кӑмӑлпа ӗненессине пӑрахса, хӑвӑр ӑсӑра пӑсасран хӑратӑп.

3. Но боюсь, чтобы, как змий хитростью своею прельстил Еву, так и ваши умы не повредились, уклонившись от простоты во Христе.

2 Кор 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех