Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗмӗтсӗр сăмах пирĕн базăра пур.
ӗмӗтсӗр (тĕпĕ: ӗмӗтсӗр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫиелтен пӑхсан, Коновалов пӗтӗмпех чӑн чӑн ҫапкаланчӑкахчӗ; анчах ӑна мӗн сӑнанӑҫем ытларах та ытларах ҫакна куртӑм; вӑл ҫав питӗ те ӗмӗтсӗр, хапсӑнчӑк, питӗ усал та, ҫав хушӑрах ӑссӑр та мар ҫынсем хушшинче — хӑйсене тахҫанах класс вырӑнне шутламалли ҫынсем хушшинче — уйрӑмрах тӑрать; ҫакӑ мана босяксем ҫинчен урӑхла шухӑшлаттарма тытӑнчӗ.

С внешней стороны Коновалов до мелочей являлся типичнейшим золоторотцем; но чем больше я присматривался к нему, тем больше убеждался, что имею дело с разновидностью, нарушавшей мое представление о людях, которых давно пора считать за класс и которые вполне достойны внимания, как сильно алчущие и жаждущие, очень злые и далеко не глупые…

Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.

— Вӑт ӗмӗтсӗр, пурне те ҫавӑрса илчӗ! — ачасем ҫине пӑхса кулчӗ Санька.

— Вот жадная, все захватила! — улыбнулся Санька, переглянувшись с ребятами.

39-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

«Ӗмӗтсӗр ухмах эсӗ, — терӗм эпӗ. Эпир сана вилӗмрен хӑтарнӑ. Ҫӑкӑр мар сана, кӗл тумалла ҫӑлса хӑварнӑшӑн, куран вуламалла», терӗм.

А я ему сказал: «Ты дурак жадный. Мы тебе жизнь спасал. Тебе не хлеб, тебе молиться, куран читать нада».

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах ҫӗр ҫинче этемӗн хура юнлӑ ӗмӗтсӗр тӑшманӗсем те пур.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

— Хӑҫан тулӗ-ши ӗмӗтсӗр кӑмӑлӗ!

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ӗмӗтсӗр ҫын сӑмахӗсем, тетӗн пуль-ха та эс куна.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Килте вӗсем ашшӗпе тата ҫамрӑк арӑмӗпе Саррие куштан та ӗмӗтсӗр пулнӑшӑн темиҫе хутчен вӑрҫса илчӗҫ, анчах ку сӑмах ҫын ҫине тухмарӗ.

Куҫарса пулӑш

3. Ҫынсене мӗн вӑрҫтарать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Эс ытлашши ӗмӗтсӗр ан пул, йӗкӗт, ав карта леш енчен хӗрӳ пӑхса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

12. Аслӑ чӳк // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вара ҫӗрне туртса илме сӑлтав пулчӗ те ӗмӗтсӗр пупсемшӗн.

Куҫарса пулӑш

12. Мӑрсасен ыйхӑ вӗҫнӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӗсем питӗ ӗмӗтсӗр пулакан.

Куҫарса пулӑш

12. Мӑрсасен ыйхӑ вӗҫнӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Чарусӑр тиексем, ӗмӗтсӗр тиексем хӑтланаҫҫӗ кӑна, — терӗ Шигалей шӗвӗр сухалне лӑс-лӑс силлесе.

Куҫарса пулӑш

8. Кӑрмӑш ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эй, ӗмӗтсӗр нимӗҫӗн Чунӗ ӑҫта ҫӗтнӗ-ши?

Куҫарса пулӑш

Партизан // Степан Аслан. «Тӑван Атӑл». — 1946, 20№ — 55-63 с.

«Тулашри тӑшмансем» — чиновниксем, мур хирмен полицейскисем, ӗмӗтсӗр пуян-хуҫасем — ытларах хӗсӗрлесе кайсан, каюра ҫӗр айне чавса кӗнӗ евӗр, килне кӗрсе пытанса ларатчӗ.

Чиновников, бездушных полицейских, тупых богатеев называл «внешними врагами», а когда становилось невмоготу терпеть их притеснения, прятался в доме, подобно кроту, спасающемуся под землей.

Ҫӗнӗ хуҫа // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ӗмӗтсӗр карланкӑ!

Ненасытное горло!

Яка Илле мунча кӗрет // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Кӗвӗҫ те ӗмӗтсӗр ҫынсем имӗш ку боярсем, вӗсен сарӑплӑхне, кӗрмеклӗхне пула вырӑс патшалӑхӗнче нумай юн юхнӑ.

Куҫарса пулӑш

2. Йывӑр ҫулталӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тӳре-шари хаяр, ӗмӗтсӗр.

Куҫарса пулӑш

2. Вӑрман юрри // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Мӗнле тӑрантармалла ун ӗмӗтсӗр хырӑмне?

Куҫарса пулӑш

6. Сарыев мӑрса // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хакимсем сӗмсӗр вӗсем, ӗмӗтсӗр, ял ҫыннисенчен ҫеҫ мар, мӑрсасемпе алманчӑсенчен те бакшиш илме юратаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

17. Вилнӗ ӗнен сӗчӗ тутлӑ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Мӗн чухлӗ ҫӗр патӑм эп ӑна, мӗн чухлӗ ҫаран патӑм, унпа та тӑранмарӗ, ӗмӗтсӗр!

Куҫарса пулӑш

11. Кӑнтӑр енчи хапха // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тукай вӑл ӗмӗтсӗр ҫын.

Куҫарса пулӑш

8. Чалӑмри тус // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех