Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗмӗтсем (тĕпĕ: ӗмӗт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Клубра нимӗнле музыка та ҫук, анчах хӗрсем ҫине пӑхатӑн та, музыка сассине илтетӗн: вӑл инҫетрен-инҫетрен хумлӑн-хумлӑн ярӑнса килнӗ пек, вӑл паянах пурнӑҫланнӑ, ыранах пурнӑҫланакан ҫутӑ-ҫутӑ ӗмӗтсем ҫинчен янӑранӑ пек туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Чӗрере ҫутӑ ӗмӗтсем ҫуралчӗҫ те асаплӑн сӳнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Апла-тӑк ҫынсен урӑхла хуйхӑ-суйхӑсем, ҫутӑ ӗмӗтсем пулӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Шел пулин те ҫак ҫутӑ ӗмӗтсем пурнӑҫланаймарӗҫ: вӑрҫӑ чӑрмантарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ӗмӗтсем халӗ ман шӗл кӑвар, Кӗлчечек йӗпписем текех тирмӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хура пӗлӗт йӗрет куҫҫульпе // Михаил Мерчен. Чӑваш литературин антологийӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2003. [Т. 2]: Поэзи. — 2013. — 598 с. — 347 с.

Унта - ачасен ӑшӑ кӑмӑлӗ, ырӑ та пархатарлӑ сунӑмсемпе ӗмӗтсем

Куҫарса пулӑш

Вӑй паракан ҫырусем // Л.МИРОНОВА. https://putpobedy.ru/publikatsii/13456-v ... an-cyrusem

Эсир калани пурте тӗрӗс пуль, анчах та ӗмӗтсем пурнӑҫланччӑр тесен ай! мӗн чухлӗ ӗҫлеме тивет.

Куҫарса пулӑш

Протоценоз // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ӑна тусан, тата илемлӗрех тӗллевсем, ӗмӗтсем ҫуралаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XXXIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ӗмӗтсем хӑйсемпех пурнӑҫланса пырӗҫ.

Желания будут исполняться сами собой.

37-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Тӑван ҫӗршыва юратасси, чӑн-чӑн патриот пуласси, халӑхӑн ӗмӗрхи тавне тивӗҫтересси — акӑ мӗнле таса ӗмӗтсем ҫӗклентерсе яраҫҫӗ ӑна вуланӑҫемӗн.

Куҫарса пулӑш

Аркадий Ӗҫхӗл // Илпек Микулайӗ. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 69–70 с.

Ӗмӗтсем тӗрлӗрен.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмӗр сакки сарлака» // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Ӗмӗтсем тулчӗҫ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫ // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Вӑл яланхиллех ҫӗнӗ ӗмӗтсем, тӗллевсем, шухӑшсем илсе килет.

Куҫарса пулӑш

Вӗрентӳ министрӗ – пирӗн округра // Анна МАТРОСОВА. http://kasalen.ru/2023/08/07/%d0%b2%d3%9 ... %80%d0%b0/

Самана хушши йывӑр пулнӑ пулсан та, мӑн ҫынсем хуйхӑ-суйхӑпа пусӑхнӑ пулсан та — хӗрача чӗрине ҫутҫанталӑк илемӗ те кӑтӑкланӑ, ӑнлансах ҫитме ҫук ӑрӑмлӑ япаласем те пулнӑ ҫӗр ҫинче уншӑн, хӳхӗм ӗмӗтсем те тин ҫеҫ сӑмсаланнӑ — пӗр ҫынсем ахлатни ҫеҫ чӗрене шар! ҫурнӑ, час та часах хаваслӑ кӑмӑла сирсе сӗвӗрӗлтернӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Ӗмӗтсем ҫитменни, шанчӑкӑм улталанни халиччен пулманччӗ-ха.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Ма тесен ӗҫ — пирӗн пурнӑҫ, пирӗн чи пысӑк савӑнӑҫ, чи пысӑк ӗмӗтсем.

Куҫарса пулӑш

XXV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ӗмӗтсем пурнӑҫланӗҫ.

Ваши мечты могут осуществиться.

19-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Эпӗ пысӑк ӗмӗтсем ӗмӗтленнӗ, ҫынсем чунне уҫса паракан ӑстаҫӑ пуласшӑн пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Тем тӗрлӗ пархатарлӑ ӗмӗтсем ҫуралаҫҫӗ чунра, санӑн кама та пулин чӗнес килет, кама та пулин хӗрӳллӗ сӑмахсем калас килет, ҫупӑрлас килет.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Пирӗн шанчӑк, пирӗн ӗмӗтсем, эпир кӗтни, юлашкинчен ҫакна пӗтӗмпех пӗр сӑмахпа калас пулсан (ҫав сӑмах — туйӑм) — пирӗн икӗ ҫыннӑн пӗрле пӗрлешнӗ пӗр туйӑмӗ кашни тӗлпулу хыҫҫӑн чакма кӑна мар, ӳснӗҫем ӳссе кӑна пынӑ…

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех