Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗмӗтленӗр (тĕпĕ: ӗмӗтлен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Лару-тӑру улшӑнасса ан ӗмӗтленӗр, Караҫӑм пичче: сире Марина каҫармасть, — пӗр шелсӗр ҫаптарчӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

- Патшалӑхпа муниципалитет влаҫӗн органӗсем продукци пахалӑхне шута илмесӗрех сӗт пухакансене «хӗстерсе» сутлӑх хака 2014 ҫулхи ҫуркуннехи-ҫуллахинчен ӳстерӗҫ тесе ан ӗмӗтленӗр - ун пек пулмӗ.

Куҫарса пулӑш

Сӗт параканпа пуҫтараканӑн яваплӑхӗ ҫитмест // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 6 с.

Шупашкарта ӑна ку ӗҫре пулӑшма пулчӗҫ, анчах машина туянма халлӗхе ан та ӗмӗтленӗр, терӗҫ.

Куҫарса пулӑш

ХХI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Анчах куянла пурӑнма ан ӗмӗтленӗр.

Куҫарса пулӑш

4. Тукай ялӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Нарӑс уйӑхӗн 13-мӗшӗнче ҫӗрле ӗмӗтленӗр, вӗсем пурнӑҫа кӗреҫҫех.

В ночь с 13 на 14 февраля загадывайте желания, они обязательно сбудутся.

7-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

— Анчах эпӗ Джессие ҫакӑн пирки каласса ан та ӗмӗтленӗр.

 — Но не рассчитывайте, что я скажу ей об этом.

XI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Ҫук, ан ӗмӗтленӗр!

Нет, не мечтайте!

III. Сасӑлани // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

9. Ҫӳлхуҫаран хӑракансем! ырӑлӑха, ӗмӗрлӗх савӑнӑҫа, ҫырлахӑва ӗмӗтленӗр.

9. Боящиеся Господа! надейтесь на благое, на радость вечную и милости.

Сир 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех