Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗмӗтленсе (тĕпĕ: ӗмӗтлен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Петр Семеновичӑн космонавт пулма ӗмӗтленсе Мускава тарса килнӗ хӗрӗ Зоя ятлӑ, вӑл университетра вӗренекен Канаш хӗрӗпе пӗрле Сокольникире пурӑнать.

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Хӑех вара, нумай пурӑнма ӗмӗтленсе, ответне тупать: «Тем чул, тем чул…»

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Вӑл — XX ӗмӗрӗн Коммунистла манифесчӗ — Ҫӗр ҫинче этемлӗх ӗмӗртен ӗмӗтленсе кӗтнӗ пуриншӗн телейлӗ пурнӑҫ туса ҫитермелли аслӑ Программа.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Акӑ Дмитрий Моисеевӑн «Телефонри ҫыру» калавӗнчи Викторпа Милена та ытлӑ-ҫитлӗ пурнӑҫ ҫинчен ӗмӗтленсе йӑнӑш ҫулпа уттараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Чӗре тӗпӗнчи туйӑм» – юрату хайлавӗсен сборникӗ // Ольга ИВАНОВА. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... en-sbornik

Ӗнер ҫеҫ вӑрҫа кайма ӗмӗтленсе калаҫрӗ вӑл Эрхиппе, паян акӑ пӗтӗмпе урӑхла хыпар.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тӗлӗкрен вӑранӑттӑн та каллех савӑнӑттӑн, пурнӑҫшӑн, мӗнпур туссем-тӑвансемшӗн тӑрӑшса, ӗмӗтленсе ҫӗнӗ ӗҫ пуҫласа ярӑттӑн.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫул тӑршшӗпе пулас салтак пурнӑҫӗ ҫинчен ӗмӗтленсе калаҫса утрӗҫ икӗ юлташ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Унӑн чӗри, упӑшкипе тӗл пулассине ӗмӗтленсе, хаваслӑн вӑркӑшрӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вара кӗсйинчен тахҫантанпах вулама ӗмӗтленсе пурӑннӑ брошюрине кӑларса сӗтел ҫине хучӗ.

Куҫарса пулӑш

XXI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Уйкас урамӗ урлӑ каҫса аслӑ тӑкӑрлӑка пӑрӑнсан, «паян суха патне текех каймастӑп, вут хутса ҫӑкӑр пӗҫеретӗп» тесе ӗмӗтленсе пычӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тахҫантанпах ӗмӗтленсе пурӑнакан ҫапӑҫу ҫывхарса килни сисӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тӳрех вӑл Ҫтаппан авланасшӑн мӗнле ҫуннине тата Анютӑна качча илме ӗмӗтленсе пурӑннине аса илчӗ те авӑк кӑмӑлне шӑнараймасӑр ак мӗнле лаплаттарса хучӗ:

Куҫарса пулӑш

17 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ахальтен мар вӑл нумаях пулмасть хӗр ҫинчен ӗмӗтленсе кайнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтме пӗлекенсем… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫапла ӗмӗтленсе ларчӗҫ Ванюкпа Нинук.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Акӑ эпир ӗмӗтленсе тӑнӑ вӑхӑтра вӑл татах ӳснӗ.

Куҫарса пулӑш

Протоценоз // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

«Апла, апла, — уҫҫӑнах каласа ярать ӗмӗтленсе пыракан хӗр, — ӳснӗ пӗр хурӑнсемпе юнашар тепӗр хурӑн кати ӳстермелле.

Куҫарса пулӑш

Тӗпсӗр кӳлӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ҫапларах ӗмӗтленсе ӗҫлеҫҫӗ хӗрпе каччӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӗпсӗр кӳлӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ванюк ҫав улмуҫҫи айӗнче ҫуллахи ӑшӑ кунсенче ӗмӗтленсе ларма юрататчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗк // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Эсир ҫакӑн пек йӗрӗнсе хаклакан халӑх чи лайӑх ҫынсен ӑрӑвӗсем ӗмӗтленсе пурӑннӑ общество туса хучӗ.

Куҫарса пулӑш

7. Ҫӗр ҫинче миҫе чӑнлӑх? // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Хайхискер миллионерша пулма ӗмӗтленсе 300 пине яхӑн тенкӗ куҫарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӗнче тетелӗнчи савнине 300 пин куҫарса панӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35891.html

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех