Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗмӗтленнӗ (тĕпĕ: ӗмӗтлен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах ку тӗлӗшпе вӗсен интересӗсем Албание хӑйсен колонийӗ туса хума ӗмӗтленнӗ Италипе, ҫавӑн пекех Греципе (Кӑнтӑр Албанире, тепӗр май каласан Ҫурҫӗр Эпирте, антика вӑхӑчӗ пуҫланнӑ ҫулсенченех грексен пысӑк ушкӑнӗ пурӑннӑ) хирӗҫленӗ иккен.

Но здесь её интересы столкнулись с Италией, желавшей превратить Албанию в свою колонию, а также с Грецией, поскольку в Южной Албании (Северный Эпир) со времён ранней античности имелось крупное греческое меньшинство.

Вильгельм Вид // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%92%D0%B8%D ... 0%B8%D0%B4

Юлашкинчен вӑл хӑй ӗмӗтленнӗ ҫынна кӗтсе илнӗ-илнех.

Куҫарса пулӑш

Ҫиччӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Нуша таврашне пӗлмен, вӑйӑ-кулӑсене юратнӑ, шкулта вӗреннӗ, туристла походсене ҫӳренӗ, ӗмӗтленнӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Университет валли Цхнет урамӗнчи дворянсен гимназийӗ унччен йышӑннӑ ҫурта (1906, архитектоӗ — С. Клдиашвили) уйӑрнӑ, ӑна хӑпартма пуҫланӑ чухнех кунта наци университетне тума ӗмӗтленнӗ пулнӑ.

Под университет было занято здание бывшей дворянской гимназии на Цхнетской улице (1906, архитектор С. Клдиашвили), изначально строившееся с мечтой открыть здесь национальный университет.

Тбилиси патшалӑх университечӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A2%D0%B1%D ... 1%87%D3%97

Анчах Алёна стюардесса пулса тӗнче курса ҫӳреме ӗмӗтленнӗ, ҫавӑнпа Мускава тухса кайнӑ.

Но Алёна мечтала стать стюардессой и путешествовать по миру, поэтому поехала в Москву.

«Мӗн те пулин улӑштармаллах» — ялти вӗрентекен юхӑнакан ҫурта юсама пикеннӗ // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/blogs/comments/6442.html

Тилли пек чӑвашсем, пурнӑҫ тем пек йывӑр пулсан та, вилме маннӑ ватӑсен ҫулне ҫитиччен пурӑнма ӗмӗтленнӗ, «пурӑнар-ха пурнӑҫа…» тесе юрланӑ.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Общество членӗсем Шупашкарта чӑвашла передачӑсем йӗркелемешкӗн радиостанци лартма ӗмӗтленнӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

Попов радиона пӗтӗм халӑх ырлӑхӗ тӑвасшӑн ӗмӗтленнӗ, уншӑн пурнӑҫне панӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

Ӗлӗкхи паллӑ писательсем ҫӗр ҫинче ырӑ кӑмӑллӑ, пур тӗлӗшрен те илемлӗ, ӑслӑ, телейлӗ ҫынсем пурӑнасса тунсӑхласа ӗмӗтленнӗ.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Анчах пурнӑҫ ӗмӗтленнӗ пек шуса пымасть ҫав.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ашшӗ-амӑш, чухӑн пулсан та, пӗртен-пӗр хӗрне пукане пек тумлантарма тӑрӑшнӑ, ӑна валли лайӑх мӑшӑр тупма ӗмӗтленнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ылтӑна пӗр кун хушшинче кӑларса кайма ӗмӗтленнӗ Ҫӗпритуна чӑрмантарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Финанс лару-тӑрӑвӗ халь эсир ӗмӗтленнӗ пек мар.

Финансовое положение сейчас не такое, о котором следует мечтать.

49-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Анчах Мошков ӗмӗтленнӗ пек килсе тухмарӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тен, ӗмӗтленнӗ пек хӑвӑртах мар, анчах кӑтартӑвӗ савӑнтарса пырӗ.

Возможно, не так быстро, как того бы хотелось, но результат полностью начнет оправдывать все ваши усилия.

45-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Маттур йӗкӗт ӗмӗтленнӗ ҫулпала савӑнсах кайма кӑмӑл тунӑ.

Куҫарса пулӑш

Партизан // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 18–24 с.

— Анчах эпӗ ялан учитель пулма ӗмӗтленнӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Шкулта ӗҫлеме эпӗ ачаранпах ӗмӗтленнӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Шавлӑ хула урамӗсем йӑлӑхтарма пуҫларӗҫ-ши хӗре, те хӑйӗн ачаранпах ӗмӗтленнӗ ӗҫ вырӑнӗ аса килчӗ…

Куҫарса пулӑш

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Вӑтӑрта — мӑшӑр тупман, арҫын ӑшшине туйса курман, хӑв ӗмӗтленнӗ ӗҫре пайта ҫук пулсан — савӑнма сӑлтавӗ ҫукрах та тен.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех