Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хамӑр ӗмӗтленни пурӑнӑҫланнӑ пулсассӑн, хӑй ӗмӗтленнине курса тӑраканӑн мӗн ӗмӗтленмелли пур?Надежда же, когда видит, не есть надежда; ибо если кто видит, то чего ему и надеяться?
Рим 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Пуҫ мимине тӗтре йӗпленсе кӗрет, тем кӗтсе ҫӑткӑнланса ӗмӗтленни чуна, нӳрӗ шӑналӑкпа витнӗ пек, ҫӳҫентерсе илет.В мозг проникает матово-белый туман, жадное ожидание окутывает душу вязким пологом.
Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.
Вӗсем, шуҫӑмпа пӗрлех мар пулин те, ирех тӑраҫҫӗ; нумайччен чей ӗҫсе ларма юратаҫҫӗ, хӑш чухне, ӳркеннӗ пекех, сӑмах чӗнмеҫҫӗ, унтан харпӑр хӑй кӗтессине каяҫҫӗ е пӗрле ӗҫеҫҫӗ, ҫиеҫҫӗ, уя кайса ҫӳреҫҫӗ, музыкӑпа киленеҫҫӗ… ыттисем пекех, Обломов ӗмӗтленни пекех.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫулсем иртнӗҫемӗн вӑл, пур ватӑ хӗр евӗр, тен, хӑйӗн шӑпине хӑнӑхса ҫитӗччӗ, малашлӑха шанма пӑрахӗччӗ, вара лӑпланса сивӗнӗччӗ е ырӑ ӗҫсем тума тытӑнӗччӗ; анчах сасартӑк вӑл ӗмӗтленни ҫитрӗ, вӑл тусӗн ик-виҫӗ сӑмахӗнченех ҫакна ӑнланчӗ: Штольц текех унӑн тусӗ мар, вӗри чӗреллӗ савнийӗ.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Алеша тахҫан, Атӑл тӑрӑх пӑрахутпа ишнӗ чух, ӗмӗтленни тинех пурнӑҫланчӗ: халь вӑл пӑспа ӗҫлекен машина мӗнрен тытӑнса тӑнине аван пӗлет, вал мӗн чухлӗ ҫаврӑннине хӑй тӗрӗслесе тӑрать, кочегар пулса та ӗҫлесе пӑхрӗ вӑл, шыв давленине кирлӗ виҫере тытас тесе кӑмакана ҫӗр кӑмрӑкӗ Пӑрахса тӑчӗ.
Тӑххӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Эсӗ Татаринов капитанӑн экспедицине тупрӑн — мӗн ӗмӗтленни ҫитет ҫав, хӑш чухне ача халлапӗ пек кӑна туйӑнаканни те пурнӑҫра тӗрӗсе килсе тухать.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Доктор Полярнӑйра иккенне пӗлни, шторм-тавраш хускалмасан паянах унпа курнӑҫасса ӗмӗтленни калама ҫук лайӑхчӗ-ха.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Тепӗр темиҫе ҫултан пӗр-пӗринпе тӗл пулса, хамӑн тӗрӗслӗхӗме кӑтартса парас тесе ӗмӗтленни те асран тухмасть-ха.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Эпӗ хам летчик пулма ӗмӗтленни ҫинчен каласа патӑм, вӑл ҫӑп-ҫӑра куҫхаршийӗ айӗнчен пӑхса, чӗнмесӗр ларчӗ.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ҫапла вара ҫынсене усӑ кӳме ӗмӗтленни ҫеҫ мана хамӑн алла ӑнсӑртран кӗнӗ журналӑн сыпӑкӗсене пичетлесе кӑларма хистет.Итак, одно желание пользы заставило меня напечатать отрывки из журнала, доставшегося мне случайно.
Умсӑмах // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Хамӑр ӗмӗтленни, хамӑр мӗншӗн кӗрешни, хамӑр халӗ мӗншӗн вилме каятпӑр — ҫавӑ пӗтӗмпех пулса ҫитнӗ вӑхӑтра пурӑнсан!Жить, когда свершится все, о чем мы мечтали, к чему стремились, за что сейчас идем умирать!
1943 ҫулхи майӑн 19-мӗшӗ // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Вӑл ҫапӑҫусенче вилнӗ тата аманнӑ юлташӗсен хушамачӗсене йӗркипех асӑнса тухнӑ, унтан полкра Мересьева малтанхи пекех астуни ҫинчен, полк командирӗ, халӗ подполковник ятне илнӗскер, Алексейӑн гимнастикӑллӑ подвигӗсем пирки тата вӑл авиацие таврӑнма ӗмӗтленни ҫинчен пӗлсен: «Мересьев таврӑнатех. Вӑл шут тытнӑ пулсан — хӑйӗнне тӑватех», тесе калани ҫинчен, штаб начальникӗ ӑна хирӗҫ: ҫавӑрса илмелле мар япалана ытамласа илме ҫук, тесе ответ пани ҫинчен, анчах та командир: Мересьев пек ҫынсемшӗн ҫавӑрса илмелле мар япаласем ҫук, тесе тавӑрни ҫинчен ҫырса янӑ.
12 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ку юрӑ пӗр-пӗччен ӳсекен хурлӑхлӑ пилеш йывӑҫҫи хӑйӗнчен инҫех мар ӳсекен пӗччен юман патне куҫса ларма ӗмӗтленни ҫинчен каланӑ.
17 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ҫапла, хӑв йӑрӑ та ӗҫчен пулсан — мӗн ӗмӗтленни йӑлтах пурнӑҫланать.
Нимрен нимӗр турӑмӑр... // Элиза ВАЛАНС. Тантӑш, 2015.07.23, 30 (4444)№
Ак ку енне аванрах купаланӑ, ӑна ахӑртнех кун пекки, ӑмӑрту ҫӗнтерӳҫи пулса тӑрса кил хуҫине качча илме ытларах ӗмӗтленни купаланӑ пулӗ…
Пӗрремӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив
Димка хӑй мӗн ӗмӗтленни пирки калаҫрӗ.
Ҫурла уйӑхӗ, ҫӗрле // Николай Андреев. Килти архив
Кӗҫех хӗл ларать — халь тин хушма гектарсене сухаласси пирки ӗмӗтленни те вырӑнсӑр ӗнтӗ.
Ҫынсем хваттер кӗтеҫҫӗ — кӗтсе илеймеҫҫӗ // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2017.11.20
Анчах йӑл ӗмӗтленни ахалех пулчӗ.
29-мӗш сыпӑк. Гек тӑлӑх арӑма ҫӑлать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Хӑй пӗлекен урасен сасси илтӗнет пулӗ тесе, вӑл икӗ е виҫӗ хутчен те хӑлхисене тӑратса итлерӗ, анчах вӑл ӗмӗтленни ахалех пулчӗ: Том пымарӗ.
18-мӗш сыпӑк. Том хӑй курнӑ тӗлӗкӗ ҫинчен каласа кӑтартать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Анчах вӑл ӗмӗтленни ахалех пулчӗ: Мэри яланхи пекех пушмаксене ҫупа серче те Тома йлсе пырса пачӗ.но эта надежда не сбылась: Мэри, как полагается, хорошенько смазала их салом и принесла ему.
4-мӗш сыпӑк. Вырсарникунхи шкулта «Мухтанса хӑтланни» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.