Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗмӗтленетпӗр (тĕпĕ: ӗмӗтлен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Лайӑх пурнӑҫ тума ӗмӗтленетпӗр, — тенӗ Тӑрна Хӗлипӗ лӑпкӑн.

— Мечтаем о хорошей жизни, — ответил за всех Хелип Журавлев.

Юнлӑ юнкун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Тахҫантанпах «Эх, ҫакӑнта электростанци лартмаччӗ» тесе ӗмӗтленетпӗр.

Куҫарса пулӑш

X // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӗсемпе май тупса куҫа-куҫӑн тӗл пулма ӗмӗтленетпӗр.

Куҫарса пулӑш

Шупашкартан ҫӗнтерӳҫӗ дипломӗпе таврӑнтӑмӑр // Юрий НИКИТИН. http://kanashen.ru/2022/10/10/%d1%88%d1% ... bca%d1%80/

Пурте телее ӗмӗтленетпӗр, ӑшӑ ҫӗрелле туртӑнатпӑр, анчах…

Куҫарса пулӑш

VII // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Эпир пурсӑмӑр та Раҫҫее аслӑ, лайӑх аталанакан, хисепе тата мухтава тивӗҫлӗ патшалӑх пек курма ӗмӗтленетпӗр.

Все мы хотим видеть нашу Россию великой, процветающей державой, достойной гордости и уважения.

Михаил Игнатьев Халӑх пӗрлӗхӗн кунӗ ячӗпе саламлани (2018) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2018/11/02/news-3967868

Ҫӗнӗ ҫула хумханса кӗтетпӗр, лайӑххине шанатпӑр, телей пирки ӗмӗтленетпӗр: пурте сывӑ пулччӑр, килте ӑнланупа килӗшӳ хуҫаланччӑр, ытлӑх-ҫитлӗх пултӑр, ачасемпе мӑнуксем савӑнтарччӑр, шанчӑклӑ туссем, пирӗнпе пӗр шухӑшлӑ ҫынсем юнашар пулччӑр.

Мы с вами с волнением ждем наступления Нового года, надеемся на лучшее, мечтаем о простом человеческом счастье: чтобы все были здоровы, в доме царило взаимопонимание и согласие, был достаток, радовали наши дети и внуки, а рядом всегда были верные друзья и единомышленники.

Олег Николаев Ҫӗнӗ 2022 ҫулпа саламлани // Олег Николаев. https://cap.ru/news/2021/12/30/glava-chu ... et-s-nastu

Ӗмӗтленетпӗр ҫеҫ мар, ҫутатпӑр та.

Мы построим электростанции.

Ӗмӗтсемпе ӗҫсем // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.

Ӗмӗтленетпӗр.

— Да.

Ӗмӗтсемпе ӗҫсем // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.

Тӑшман ҫине юлашки хут перекен тупӑ сассисем те янӑрама чарӑнманччӗ-ха, эпир ҫапах та хӑвӑртрах тӑван вырӑнсене таврӑнасси ҫинчен, аслӑ та мирлӗ ҫӗнтерӳсем тӑвасси ҫинчен ӗмӗтленетпӗр.

Еще не успели отгреметь последние выстрелы по врагу, а уже думалось о скором возвращении на родину и мечталось о великих мирных победах.

Ӗмӗтсем // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.

Ҫавӑнпа тат маршрут тӑрӑх анса ларма палӑртнӑ вырӑн тесе, унта ҫитме ӗмӗтленетпӗр пулсан та, пӗри те лӑпланма пултараймастпӑр, мӗншӗн тесен ҫак Маточкин Шар ҫинче ҫанталӑк ҫав тери шанчӑксӑр тӑрать!

Поэтому, хотя мы и стремились попасть туда, раз нам полагалось это по маршруту, на душе было не совсем спокойно: уж больно ненадёжна погода на этом Маточкином Шаре!

Полюса ҫӗнсе илни // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.

Халӗ эпир Маточкин Шар ҫине лекме ӗмӗтленетпӗр, вӑл пире улталас ҫуккине шансах тӑратпӑр.

Теперь мы мечтали попасть на Маточкин Шар, надеясь, что уж он-то нас не подведёт.

Полюса ҫӗнсе илни // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.

Каҫ пуличчен эпир ҫавӑнта ҫитме ӗмӗтленетпӗр.

Мы надеемся добраться туда засветло.

II сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

«Тепӗр номерте, — ҫырнӑ редакци малалла, — эпир вулакансем валли хисеплӗ сенатор лартнӑ йывӑр ыйту ҫине Гомперс мистер панӑ ответа пичетлеме ӗмӗтленетпӗр».

«В следующем номере, — прибавляла редакция, — мы надеемся дать читателям ответ мистера Гомперса на уничтожающий вопрос почтенного сенатора».

XXIV // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.

Халь тепӗр хут колхозсӑр пурӑнма ӗмӗтленетпӗр

Надеемся сызнова без колхоза прожить…

29-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Унтан шалпар сюртук е мӗнле те пулин пиншак тӑхӑнатӑп та, арӑма пилӗкӗнчен ыталаса, вӗҫӗ-хӗррисӗр те тӗксӗм аллея тӑрӑх шалалла кӗрсе каятпӑр; хуллен, шухӑша кайса, сӑмахсӑр е илтӗнмеллех шухӑшласа пыратпӑр, ӗмӗтленетпӗр, юн тымарӗ тапнине шутланӑ пек, телей минучӗсене шутлатпӑр; чӗре мӗнле тапнине, чарӑннине итлетпӗр; ҫутҫанталӑк хамӑр хута кӗнине шыратпӑр… вара сисмесӗрех ҫырма хӗррине… уй-хире тухатпӑр…

— Потом, надев просторный сюртук или куртку какую-нибудь, обняв жену за талью, углубиться с ней в бесконечную, темную аллею; идти тихо, задумчиво, молча или думать вслух, мечтать, считать минуты счастья, как биение пульса; слушать, как сердце бьется и замирает; искать в природе сочувствия… и незаметно выйти к речке, к полю…

IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Халӑх лайӑхрах пурӑнтӑр тесе ӗмӗтленетпӗр вӗт эпир, ҫавӑн пек тӗллев лартатпӑр.

Это ведь наша цель и наша мечта, чтобы народ жил лучше.

Вӑтӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Малашне те кашни куна усӑллӑ, ӑнӑҫлӑ, тухӑҫлӑ ирттерме ӗмӗтленетпӗр, — ҫирӗплетет Оксана Борисовна хавхалануллӑн.

Куҫарса пулӑш

Янӑратӑр ача-пӑча сасси шкулта та килте! // Луиза ВАСИЛЬЕВА. «Тантӑш», 2017.02.02, 4(4521)№

Эх, пӗлетӗр-и, эпир унпа ҫӗрулми пирки ӗмӗтленетпӗр.

Куҫарса пулӑш

Чун ыратӑвӗ // Луиза Васильева. «Тантӑш», 2016.07.21, 28№

15. Эпир, виҫерен тухса, ҫын тунипе мухтанмастпӑр, эсир ҫирӗпрех ӗненнӗҫемӗн ҫак ҫӗртех сирӗн хушшӑрта тата тухӑҫлӑрах ӗҫлеме ӗмӗтленетпӗр, 16. кайран вара Ырӑ Хыпара пӗлтермешкӗн урӑх ҫӗршывсене те кайӑпӑр, унта ыттисем тунӑ ӗҫпе мухтанмӑпӑр.

15. Мы не без меры хвалимся, не чужими трудами, но надеемся, с возрастанием веры вашей, с избытком увеличить в вас удел наш, 16. так чтобы и далее вас проповедывать Евангелие, а не хвалиться готовым в чужом уделе.

2 Кор 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

6. Ҫавӑнпа эпир яланах лӑпкӑ, эпир ҫакна пӗлсе тӑратпӑр: ӳтпе пурӑннӑ чухне эпир Ҫӳлхуҫаран аякра тӑратпӑр 7(эпир куҫ курнипе мар, ӗненнипе пурӑнатпӑр), 8. ҫавӑнпа эпир лӑпкӑ, ҫавӑнпа эпир ҫак ӳтрен уйрӑлса Ҫӳлхуҫа патне вырӑнаҫмашкӑн ӗмӗтленетпӗр.

6. Итак мы всегда благодушествуем; и как знаем, что, водворяясь в теле, мы устранены от Господа, - 7. ибо мы ходим верою, а не видением, - 8. то мы благодушествуем и желаем лучше выйти из тела и водвориться у Господа.

2 Кор 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех