Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗмӗтленет (тĕпĕ: ӗмӗтлен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Матвей кӗрешӳҫӗ пулма ӗмӗтленет.

Матвей мечтает быть борцом.

Нумай ачаллӑ ҫемьери телей // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/eme/2024-02- ... ey-3641608

Ҫавӑнпа чухӑн ҫын ытларах кӗре ӗмӗтленет.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хальхинче Сехенер никам патне те мар, прокурор патне кӗме ӗмӗтленет.

Куҫарса пулӑш

Шӑлӗ витменнипе // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 32–34 с.

Хӗлӗх Хӗлимунӗ те вунӑ улмуҫҫи лартса хӑварнӑччӗ Раман Дубов та сад ҫинчен ӗмӗтленет — ӑҫта, хӑш тӗлте мӗнле, миҫе йывӑҫ пулмаллине палӑртса хунӑ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

37 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Вӑл упӑшкипе ҫывӑх вӑхӑтра тӗл пулма ӗмӗтленет.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ӗмӗтленет, ӗмӗтленет хӗр.

Куҫарса пулӑш

Хула пӑтӑрмахӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

— Тӗпсӗр кӳлӗ тавра эпир чӑн-чӑн ҫӑтмах ҫӗршыв туса хурӑпӑр, — ӗмӗтленет Ванюк.

Куҫарса пулӑш

Протоценоз // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Михаил Ильич ялти Культура ҫуртӗнчи музей кӗтесӗ валли хулӑсенчен хӳме тума ӗмӗтленет.

Михаил Ильич мечтает сделать забор из прутьев для музейного уголка в сельском Доме культуры.

Алӑсене ӗҫ – чуна савӑнӑҫ // Галина ВАРИКОВА. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... -n-3468717

Снежана – 17 ҫулта, колледжа вӗренме кӗнӗ, повар-кондитер пулма ӗмӗтленет.

Куҫарса пулӑш

«Пире ҫичӗ ачаллӑ пулма сунчӗҫ» // Рамзиля КАМЕРИСТОВА. https://ursassi.ru/articles/eme/2023-09- ... ch-3444570

Кашни ача ашшӗ-амӑшӗн хӳттинче ӳстӗр тесе ӗмӗтленет.

Куҫарса пулӑш

Хӑй телейне ют ҫӗртре шыраман // Елена ВАЛИЕВА. https://ursassi.ru/articles/kun-ul-ka-al ... an-3444420

Вӑл унта кӗме тахҫанах ӗмӗтленет.

Куҫарса пулӑш

XX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Вӗсем ҫӳлӗк ҫинче тунсӑхласа выртмаҫҫӗ, кашни кӗнекинех ватти те, вӗтти те савса, чун патне ҫывӑх хурса вулать, вӗренет, унти паттӑр ҫынсем пек пулма ӗмӗтленет.

Куҫарса пулӑш

Аркадий Ӗҫхӗл // Илпек Микулайӗ. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 69–70 с.

Унсӑр пуҫне Гульнара хӑйӗн ҫӗвӗ ателйине уҫма ӗмӗтленет.

Куҫарса пулӑш

21 млн тенкӗ выляса илнӗ // Юрий СНЕГОПАД. https://ursassi.ru/news/lotereya-vylyav/ ... ln-3398010

Мӗн авалтан кушакран тарса та пытанса пурӑнакан шӑшисен ҫемйи ҫӑмламас хӳреллӗ хуралҫа хӑйсем майлӑ ҫавӑрса малашне пӗр шиксӗр пурӑнма ӗмӗтленет.

Куҫарса пулӑш

Юмаха ушкӑнпа вуларӗҫ // Чӑваш кӗнеке издательстви. https://vk.com/id391792345?w=wall391792345_4789

Мӗнле пулсан та ӗнтӗ вӑл ҫӗр ҫинчех пурӑнать, — шухӑшлать, ӗмӗтленет, чунӗпе ҫунать.

Куҫарса пулӑш

9 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Консерваторие лексе композици енӗпе вӗренме ӗмӗтленет вӑл.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Хӗр пӗрчи чӑн-чӑн тухтӑр пулма ӗмӗтленет.

Куҫарса пулӑш

Ашшӗ-амӑшӗ йӗркеллӗ, ывӑл-хӗрӗ килӗшӳллӗ // Елена ТИМОФЕЕВА. http://alikovopress.ru/ashshe-amashe-jer ... hylle.html

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ачи Виталий Максимович Максимов ҫитес ҫул 80 ҫулхи юбилейне паллӑ тума ӗмӗтленет.

Куҫарса пулӑш

Ашшӗ юнлӑ ҫапӑҫу хирӗнчен тухайман // Елена ТИМОФЕЕВА. http://alikovopress.ru/ashshe-yunla-capa ... ajman.html

Ку тӗрӗслев витӗр кашни ӑнӑҫлӑ тухма ӗмӗтленет.

Куҫарса пулӑш

Шкул лагерӗнче пурнӑҫ савӑк // Елена ИВАНОВА. http://alikovopress.ru/shkul-lagerenche- ... savak.html

«Чӑваш Енре нумайӑшӗ Олег Алексеевичпа тӗл пулма ӗмӗтленет.

Куҫарса пулӑш

Олег Николаев «Артек» кану комплексӗнче Чӑваш Енри ачасемпе тӗл пулнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/23/oleg ... empe-tel-p

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех