Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗмӗтленекенскер (тĕпĕ: ӗмӗтлен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗсен ашшӗ, тахҫантанпах икӗ хутлӑ чул ҫурт лартма ӗмӗтленекенскер, ҫурт ҫинчен мансах кайрӗ пулмалла — таҫтан-таҫтан ҫӗр сутӑн илсе тултарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Генӑпа Рамана хӑваласа ҫитме ӗмӗтленекенскер, чупнӑ ҫӗрте чупать вӑл, утнӑ ҫӗрте утать.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Килхуҫи килнӗ ҫынна хирӗҫ пуҫ та тайманнипе старике антратсах ӳкерчӗ, танлӑн калаҫма ӗмӗтленекенскер вӑл хӑйне сасартӑках ыйткалакан пек туйма тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Тахҫантанпах Липӑпа урамра курнӑҫма ӗмӗтленекенскер, вӑл каҫхине чӑнах та Тутаркаса пӗрремӗш хут ӗҫсӗр, хӗр патне тесе ҫеҫ кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Чӑнах та, Ева Страттон, хӗрӳ туйӑмлӑ, вӗри тавлашусен каҫӗсем пирки ӗмӗтленекенскер, — вӗсем вара шухӑшӑн кӑткӑс ӗҫӗпе тулсах лараҫҫӗ, ҫакӑн хыҫҫӑн суд процесӗнчи евӗр пӗтӗмпех пӗлтерӗшлӗ тейӗн, — хальхинче мӗн кӗтнине тивӗҫеймерӗ: офицерпа шлепке ҫеҫ…

Действительно, Ева Страттон, мечтающая о вечерах страстных, горячих споров, насыщенных сложной работой мысли, — после которых все кажется значительным, как в судебном процессе, — получила вместо того офицера и шляпу.

XI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Асли, Луиса, тахҫанах монастыре кайма ӗмӗтленекенскер, алӑк патӗнче тӑнӑ.

Старшая, Луиса, давно мечтавшая об уходе в монастырь, стояла на пороге.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.

Тухтӑр пулма ӗмӗтленекенскер, тӑрӑшса вӗренет.

Куҫарса пулӑш

Тăрăшуллисенчен пĕри - Люба // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 4

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех