Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗмӗтленекен (тĕпĕ: ӗмӗтлен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑйсен шӑпине хӑйсем хуҫа пулса тӑракан, малалла савӑнса ӗмӗтленекен ирӗклӗ ҫынсем…

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Ҫтаппан ӗмӗтленекен вырӑспа тӗл пулаймарӗ, ӗҫ те тупаймарӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Шӑпах ҫавӑн пек самантра эсир ӗмӗтленекен компанисенче тахҫанах кӗтнӗ ваканси тупӑнать.

Именно в такие моменты появляются долгожданные вакансии в компаниях вашей мечты.

46-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Вӑрҫӑ вӑрӑма кайсан, йывӑр ӗҫпе анис улма пек пит-куҫӗ тӗссӗрленсе илемсӗрленме, кашни каччӑ чуп тума ӗмӗтленекен чӑмӑр тути тӗс ҫухатма пултарать-ҫке-ха.

Куҫарса пулӑш

Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.

Урӑхла пулма та пултарайман: ку юптару аншарли юхтаракан, ӑна сутса пуйма ӗмӗтленекен ҫынсене хытӑ питлет.

Куҫарса пулӑш

Икӗ усӑллӑ ӗҫ // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 7 с.

Ленӑна вӑл хаех каларӗ — пӗр ҫырӑвӗ хурӑнташ-студентран, тепри — аэроклуба кӗме ӗмӗтленекен темле йӗкӗтрен.

Куҫарса пулӑш

I. Пӗр каҫхине // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

— Апла хӑмӑлӗ, туни хытӑ пулмӗ-ши унӑн? — ӗмӗтленекен ача сӑмахне татах итлесшӗн пулчӗ Якур.

Куҫарса пулӑш

XX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Наукӑна, хӑйӗн профессине чунтан юратакан ҫын, учитель пулма ӗмӗтленекен кашни ҫамрӑк П. О. Афанасьев кӗнекисем тӑрӑх ӑс-тӑн, пӗлӳ илме пултарать: вӑл хӑйӗн пурнӑҫне пӗтӗмпех халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе, ун ырлӑхӗшӗн пӗтӗм вӑхӑтне, халне, пурнӑҫне пама хатӗр пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Совет шкулӗн чаплӑ деятелӗ // П. СИДОРОВ. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 72–73 с.

Маринӑн шухӑш-туйӑмӗ ҫинчен Тамарӑран ыйтса пӗлме ӗмӗтленекен Герасим Федотович ана вӗҫленессе вӗткеленсех кӗтрӗ.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Кӗҫех пӗр-пӗр ӑшӑ пӳрте ҫитсе кӗме ӗмӗтленекен виҫӗ ҫын вӑрӑммӑн тӑсӑлакан хура мӗлке еннелле пӗр-пӗринпе ӑмӑртса тенӗ пек васкавлӑн утрӗҫ: ачана та вӑй кӗнӗ тейӗн, вӑл та арҫынпа амӑшӗнчен пӗр юлмасӑр утрӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Хусанта вӑрттӑн типографи уҫма ӗмӗтленекен поэта 1907 ҫулта революци ӗҫне хутшӑннӑшӑн тӗрмене лартнӑ, ҫулталӑкран пилӗк ҫуллӑха Якутск облаҫне ссылкӑна янӑ.

Куҫарса пулӑш

Тайӑр Тимкки // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 95 с.

Хӑвӑртрах ремеслана вӗренме ӗмӗтленекен пӗрремӗш класри ачасем пуринчен ытларах унпа пӗрле ӗҫлеме тӑрӑшаҫҫӗ.

Первоклассники из тех, что стремились побыстрее обучиться ремеслу, старались попасть в помощники именно к нему.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Вӑл ҫав териех ӗмӗтленекен канлӗ те лӑпкӑ пурнӑҫ тепӗр чухне ҫынсем кӗтмен ҫӗртен килсе тухнипе те пӑсӑлать.

Покой его личной жизни, к которому он так жадно стремился, нарушался иногда и непредвиденными визитами.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ҫапах, мӗнле пулсан та, мӗн пур йывӑрлӑха ҫӗнтерсе, ҫиеле тухма ӗмӗтленекен Лавруш хуларах юлчӗ, пурлӑ-ҫуклӑ студент пурнӑҫӗпе пурӑнма тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Аслӑ князь патӗнче вӑл чӗнтернипе килнӗ патша ывӑлӗсем виҫҫӗн лараҫҫӗ: Крым ханӗ пулма ӗмӗтленекен Юнус, Астрахань патшин ывӑлӗсем Каз-Булат Тохтамышпа ун шӑллӗ Абдулла.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пӗччен пурӑнакан, юрату ҫинчен ӗмӗтленекен хӗрарӑмсен пуҫне ҫавӑраҫҫӗ те ҫак сӑмахсем.

Куҫарса пулӑш

Юрату вырӑнне... парӑм // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11518-yu ... -nne-par-m

Эсӗ ӗнтӗ пурсӑмӑр та ӗмӗтленекен ҫав ҫӑтмаха пӗр вунӑ ҫул малтан вӗҫтерсе ҫитесшӗн, тутаркассемпе турикассем Левентей унта ырӑ курнӑ хыҫҫӑн кӑна ҫитчӗр.

Куҫарса пулӑш

XXI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Анчах вӑл эпир халь тума ӗмӗтленекен станци чухлӗ энерги параймасть.

Куҫарса пулӑш

VIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Тата темиҫе кунран Адашев Хусанти лару-тӑру пирки Сильвестр священникпа тата патшан ҫывӑх ҫыннипе, хӑйӗн йӑмӑкне аслӑ княҫа пама ӗмӗтленекен Иван Васильевич Шереметевпа уйрӑммӑн калаҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

18. Ылтӑн ҫӑмарта тӑвакан чӑх // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ача пирки ӗмӗтленекен ҫынсемшӗн ӑнӑҫлӑ тапхӑр ку.

Период также хорош для тех, кто давно мечтает о детях.

43-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех