Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗмӗрӗпех (тĕпĕ: ӗмӗр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫак телейшӗн вӑл ӗмӗрӗпех ҫапӑҫма та хатӗр пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Революци матросӗ // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 179–186 с.

— «Кунта Валентинӑпа Григорий Воронцовсем выртаҫҫӗ. Сире ӗмӗрӗпех асра тытӑпӑр, паттӑр партизансем!» — тесе ҫырнӑ унта.

Куҫарса пулӑш

Вуннӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Манӑн вилӗме вӗсенчен ӗмӗрӗпех пытарса пурӑнаймӑн ӗнтӗ…

Куҫарса пулӑш

Саккӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Ҫакӑ ют ҫӗршыв ирӗклӗхӗшӗн те ҫапӑҫса пуҫӗсене хунӑ ҫынсемшӗн малашне ку ҫӗршыв ют пулмӗ, вӗсен вилтӑприйӗсем ҫинче ӗмӗрӗпех чечексем ешерӗҫ, анчах та хӑйсем ҫав чечексене тӑрса кураймӗҫ, ҫуралнӑ хулисемпе ялӗсене ҫитеймӗҫ, вӗсене ашшӗ-амӑшӗсем кӗтсе илеймӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Саккӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Ҫавӑнпа ӗмӗрӗпех ҫамрӑк пирӗн халӑх.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Юлашкинчен вӑл, йӑлтах вӑйран кайнӑскер, пуҫне ҫӗре хунӑ, вара унӑн куҫӗсенчен сӑрт тӳпинчи ӗмӗрӗпех ирӗлмен кӑвак пӑр тӗслӗ куҫҫуль тумламӗсем пӑчӑртанса тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Ваҫиле ӗмӗрӗпех кӗтет.

Куҫарса пулӑш

Кӗтме пӗлекенсем… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Мӑшӑрӗ, Василий Федорович, ӗмӗрӗпех «Красный Октябрь» колхозра трактористра тӑрӑшнӑ, ӑста механизатор пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ ҫулӗсем ҫӑмӑл пулман // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/09/01/%d0%b2%d3%9 ... %b0%d0%bd/

Нина Ивановна ӗмӗрӗпех ачасене тарӑн пӗлӳпе тивӗҫлӗ воспитани парассипе тимленӗ.

Куҫарса пулӑш

Пур – пӗрле, ҫук – ҫурмалла // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/05/19/%d0%bf%d1%8 ... %bb%d0%b0/

Пурнӑҫ манӑн ун чухне хӗвел ҫутипе ҫуталнӑ пек ҫуталса кайнӑччӗ, анчах вӑхӑт иртет, вӑхӑт шӑвать, хамӑн телее ӗмӗрӗпех ҫемьере кӑна, сана юратнинче кӑна курса тӑни пӗчӗк япала пек туйӑна пуҫларӗ мана.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Кайран вара ӗмӗрӗпех пӑшӑрхануллӑ, салхуллӑ ҫынсем пулса юлаҫҫӗ, пурнӑҫ — симфони ҫырасси кӑна мар, урӑх япала иккенне… ҫаплах тӗплӗн ӑнланса илеймеҫҫӗ…

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

«Кукка мана ӗмӗрӗпех ҫӗрулми кӑларттарасшӑн-ши?» — шухӑшларӗ Герасим Федотович ӑшӗнче.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Эс ӗмӗрӗпех чирлӗн те, сана колхоз шучӗпе тӑрантарса пурӑнмастпӑр тет, сана ӗҫрен законлӑ кӑлартӑм тет.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

— Алиментшӑн тепӗр чух хӗрарӑмӗ хӑй айӑплӑ пулакан, ку — пӗрре, иккӗмӗшӗ вара — акӑ мӗн: ҫамрӑк чухнехи йӑнӑшшӑн кирек мӗнле ҫынна та ӗмӗрӗпех куҫран тӗкмелле мар, — вӗрентерех каларӗ Паланов.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Латака пӳллӗ, лаптак питлӗ, тӗксӗр симӗс крыжовник евӗрлӗрех тӗпчӗк куҫлӑ, хирти сӳсен ҫӳҫлӗ Улькка аппа ҫулӗсене кура мар (ӗмӗрӗпех тӳрӗ ӗҫре кутӑрланса, хӑшкӑлса тивӗҫлӗ канӑва тухнӑранпа вунӑ ҫул та ҫитет ӗнтӗ) пиҫӗ, йӑрӑ, вӑр-вар карчӑк.

Куҫарса пулӑш

Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.

Эпӗ ӑна ӗмӗрӗпех ҫарта та скульптор пулнӑ пулӗ тесе шухӑшларӑм, анчах йӑнӑшрӑм иккен.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

Ку пирӗншӗн пысӑк савӑнӑҫ, — терӗҫ те ваттисем, хӗрӗпе кӗрӳшне ӗмӗрӗпех килӗштерсе пурӑнма, пурнӑҫра пӗр-пӗрне яланах пулӑшса пыма, телейлӗ пулма, ваттисене сума сума пехиллерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Санюк патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ӗмӗрӗпех саншӑн кӗл тӑвӑпӑр» тейӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Алӑпа пулӑ тытни // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ӗмӗрӗпех ял хуҫалӑхӗнче ӗҫлерӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

Хастар, ӗҫчен, тӑрӑшуллӑ Валентина // А.Ефремова. http://kasalen.ru/2022/09/09/%d1%85%d0%b ... %bd%d0%b0/

Вӑл ҫын пырсан нихҫан та сӗтел ҫине ӗҫме-ҫиме кӑларса лартса курман, хӗрхенсе ку таранччен никама та пӗр татӑк ҫӑкӑр паман, хӑй вара ӗмӗрӗпех ҫын патӗнче ӗҫсе ҫинӗ, ӗмӗрех ҫынран тем те пӗр илнӗ.

Куҫарса пулӑш

9. Купӑс ӑсти Ятламас // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех