Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗмӗрӗнче (тĕпĕ: ӗмӗр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ырӑ кӑмӑллӑ ҫын, хӑйӗн ӗмӗрӗнче вӑл никама та усал сӑмах каласа курман пуль.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Вырӑссен чаплӑ ученӑйӗ хӑйӗн ӗмӗрӗнче ҫӗнӗрен ҫӗнӗ радиоприборсем сахал мар тунӑ, вӗсемпе пурнӑҫра усӑ курасшӑн чунтан тӑрӑшнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

Ҫарта вӑл хӑй ӗмӗрӗнче пӗрре те хӗсметре тӑман.

В армии он никогда в жизни не служил.

Васильев, Борис Львович // Владимир Андреев. https://cv.wikipedia.org/w/index.php?tit ... ction=edit

«Значӑтцӑ, иксӗмӗрӗн те ывӑлсем начар мар», — тесшӗнччӗ вӑл, анчах полковниксем ҫумӗнче ӗмӗрӗнче тӑрса курманскер именчӗ, калас сӑмахне ҫӑтса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ӗмӗрӗнче вӑл нихӑҫан спирт ӗҫсе курман вӗт-ха.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пуп хӑй ӗмӗрӗнче ҫынсен нушипе хуйхине нумай курнӑ.

Куҫарса пулӑш

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кунашкал хаклӑ тӑракан кучченеҫе хӑй ӗмӗрӗнче те тытса курман.

Куҫарса пулӑш

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тӗрӗс, хӑй ӗмӗрӗнче пӗр хут, ят тухнӑ чухне, ӑна Шупашкар хулине кайма тивнӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Археологсем пӗлтернӗ тӑрӑх Гронинген вырӑнӗнче пӗрремӗш пысӑк пурӑну вырӑнӗ пирӗн эрӑн III ӗмӗрӗнче йӗркеленнӗ.

По данным археологов первое крупное поселение в Гронингене появилось в III веке нашей эры.

Гронинген // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%93%D1% ... 0%B5%D0%BD

Ялта пурӑнакан кашни ҫынах хӑйне строитель теме пултарать, мӗншӗн тесен кашниех хӑй ӗмӗрӗнче пӗр-пӗр япала тунӑ, юсанӑ ҫӗре хутшӑннӑ. ҫавӑнпа та Строитель кунӗ пурин уявӗ те.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ ҫуртсем ҫӗкленччӗр, ялсем илемленччӗр // Владимир Акчурин. http://kasalen.ru/2023/08/14/%d2%ab%d3%9 ... %bb%d0%b5/

Хӗрача, ҫакна сиссе, хӑй ӗмӗрӗнче малтанхи хут каччӑ пӑхса илнӗшӗн хӗрелсе каять.

Куҫарса пулӑш

2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Выльӑх хӑй ӗмӗрӗнче виҫҫӗ тутӑ пулса курать, тет.

Куҫарса пулӑш

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Атомпа кибернетика ӗмӗрӗнче вӑхӑта ҫеккунтӑн миллионмӗш пайӗпе шутлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул юлташӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 3–18 с.

«Пӗлӳ» обществӑн членӗ пулнӑ май хӑйӗн ӗмӗрӗнче миҫе лекци тата доклад тунӑ-ши?

Куҫарса пулӑш

Ашшӗ юнлӑ ҫапӑҫу хирӗнчен тухайман // Елена ТИМОФЕЕВА. http://alikovopress.ru/ashshe-yunla-capa ... ajman.html

Вӑл хӑйӗн ӗмӗрӗнче терт-нушине пайтах курнӑ, тӳссе ирттернӗ.

Куҫарса пулӑш

Ашшӗ юнлӑ ҫапӑҫу хирӗнчен тухайман // Елена ТИМОФЕЕВА. http://alikovopress.ru/ashshe-yunla-capa ... ajman.html

Ҫӗнӗ технологисен ӗмӗрӗнче вулавӑшсем хӑйсен пӗлтерӗшне ҫухатмалла мар.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Республикин пӗрремӗш Президенчӗн ҫӗнӗ кӗнекипе паллашрӗҫ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=1_Rw32EsKd4

Анатолий Волков вара ӗмӗрӗнче пайтах сӑваплӑ ӗҫ тунӑ.

Куҫарса пулӑш

Ветеранӑн тунсӑхлама вӑхӑт ҫук // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/05/23/%d0%b2%d0%b ... %83%d0%ba/

Потапов: — Микихвӗр, эпир иксӗмӗр Пушкин ӗмӗрӗнче пурӑннӑ пулсан эп сана тахҫанах дуэле чӗннӗ пулӑттӑм. Пирӗн ӗмӗрте урӑхларах йӗрке — туян эппин асӑнмалӑх ҫакна! — терӗ те Таранова питӗнчен ҫат! ҫутӑлтарса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Хӑйӗн ӗмӗрӗнче ку ҫын ҫан-ҫурӑмне ал ӗҫӗпех лӳчӗркемен: ҫамрӑкрах чухне Хусахматри больницӑпа вӑтам шкулта завхозра вӑй хунӑ, ватлӑх укҫи илме пуҫласан пӗр хушӑ почтальон сумкине ҫакса ҫӳренӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Техника ӗмӗрӗнче пурӑнатпӑр вӗт: ҫул ҫинче хутран-ситрен авари тени пулкалать.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех