Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗмӗрӗм (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Япали ку, пирӗншӗн пулсан, пӗрре те мухтанмалли япала марччӗ: чӗрик-чӗрик, шӑлтӑр-шалтӑр сас туса, ӑҫта та пулсан анса каям е пырса тӑрӑнам та вуҫех ҫӳрейми пулам, вӗҫлентӗрех вара асаплӑ ӗмӗрӗм, тенӗ евӗр, ялан ҫул айккинелле пӑрӑнма хӑтланса, ҫилсӗр ҫанталӑкри ҫӗтӗк пӗлӗт татӑкӗнчен те хуллентерех шуса пыратчӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

«Ах, чунӑм, кӗслеҫӗм, Винҫичӗ ҫулхи ӗмӗрӗм, Тапхӑр-тапхӑр таврӑнать, Ҫурҫӗрӗнче вӑратать, Ниме тесен чуптарать».

Куҫарса пулӑш

X. Ниме // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Пӗтрӗ ман ҫамрӑк ӗмӗрӗм, Лена.

Куҫарса пулӑш

XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

«Ҫавах лӑпкӑлӑх, канӑҫлӑх та тупрӑм пурнӑҫра, халӗ мана никам та хӑратакан ҫук, йӗркеллӗ пурӑнатӑп, пурте ҫителӗклӗ, анчах шел, пурӑнма сахал юлчӗ, ӗмӗрӗм вӗҫленсе пырать», — терӗ манпа сывпуллашнӑ чух Пакаля Лизи.

Куҫарса пулӑш

Хӗрарӑм шӑпи // Нина Ратаева. «Сувар», 2010.01.15, 3№(837), 4 стр.

Хӗвел ҫӳлерех хӑпарсан, староста паҫӑр асӑннӑ его благороди вӑрансан, мана чӗнтерет те, вара вилӗм ҫитрӗ, пӗтрӗ ӗмӗрӗм, тетӗп.

Взойдет солнце выше, проснется его благородие, о котором упоминал староста, вызовет, и тогда смерть, тогда конец.

IX сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Кӗлмӗҫле пурӑнсах иртет ӗнтӗ ӗмӗрӗм

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Вара эпӗ, Сен-Жерома вӗренме каятӑп тесе каласа, хам патӑма ҫӳле хӑпартӑм, анчах тӗрӗссипе вӗренме мар, ҫылӑх каҫарттарма кайиччен (унччен сехет ҫурра яхӑн ҫеҫ юлчӗ ӗнтӗ) хамӑн ӗмӗрӗм тӑршшинчи тивӗҫӗмсемпе ӗҫӗмсен расписанине тума, хам пурнӑҫӑн тӗллевне тата пӗр пӑркаланмасӑр пурнӑҫласа пымалли правилӑсене хут ҫине ҫырса хума шут тытрӑм.

— И я пошел к себе на верх, сказав St.-Jérôme’y, что иду заниматься, но, собственно, с тем, чтобы до исповеди, до которой оставалось часа полтора, написать себе на всю жизнь расписание своих обязанностей и занятий, изложить на бумаге цель своей жизни и правила, по которым всегда уже, не отступая, действовать.

IV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

— Ҫапла ӗнтӗ, манӑн хамӑн ӗмӗрӗм тӑрӑшшӗпех ҫак шӑтӑкра ларса ирттермелле пулать.

— Это значит, что я до конца своих дней просижу в этой дыре.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.

Маншӑн тесен, вӑрман ӗҫӗ — хампа пӗртӑван, эп вӑрманта ҫуралнӑ, вӑрмантах ӗмӗрӗм те иртӗ, ҫапах та пилӗкӗм канӑҫ ыйтать, вӑл пур — пӗрре ларса канар тесе асӑнтармарӗ, ӗшеннине палӑртинччӗ хӑть, ярӑнса кӑна ӗҫлет вӗт, ами.

Для меня эта работа почти родня, в лесу родился, в лесу жизнь проживаю, и то спина болит, отдыха просит, а Тимруку — все нипочем, даже не сказал ни разу, мол, давай передохнем, работает играючи, будто и не устал ни капельки.

XVIII. Харсӑр алӑсем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

— Эпӗ кимӗ пек пӗтӗм ӗмӗрӗм тӑршшӗпех вырӑнтан вырӑна куҫса ҫӳрерӗм.

— Я ведь, как ладья, всю жизнь скитался.

5 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Кашни контртан пӗрре наганпа ҫапнӑ хыҫҫӑнах хӗрӗхшер пӑт тырӑ сирпӗнсе тухас пулсан, эпӗ ӗмӗрӗм тӑршшипех ҫав ӗҫпе пурӑннӑ пулӑттӑм, яланах вӗсене ҫапа-ҫапа тӑрӑнтарса ҫӳрӗттӗм.

Кабы из каждой контры посля одного удара наганом по сорок пудов хлеба выскакивало, я бы всею жизню тем и занимался, что ходил бы да ударял их!

24-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Эсӗ, халех тӑрса, ман патӑмран кайсан та, сана урӑх нихҫан курмалла мар пулсан та, хам ӗмӗрӗм вӗҫленичченех тав туса асӑнӑп эпӗ сан ятна, Соломон!

Если бы ты сейчас же встал и ушел от меня и если бы я осуждена была никогда потом не видеть тебя, я до конца моей жизни буду произносить с благодарностью твое имя, Соломон!

VI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

20. Эпӗ ҫийӗмрен тӑнӑҫлӑх тумне хыврӑм, хуйхӑ тумтирӗ тӑхӑнтӑм, эпӗ кӗлтӑвӑп; ӗмӗрӗм тӑршшӗпех Ӗмӗрхине тархаслӑп.

20. Я снял с себя одежду мира и оделся вретищем моления моего; буду взывать к Вечному во дни мои.

Вар 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

9. Езекия, Иудея патши, хӑй чирленӗ чухне тата чиртен сывалса ҫитсессӗн тунӑ кӗлӗ: 10. «ӗнтӗ ҫапла шухӑшларӑм: ӗмӗрӗм варринчех ҫӗр тӗпӗн хапхинчен кӗмелле иккен манӑн; эпӗ юлашки ҫулсемсӗр юлтӑм. 11. Ҫӳлхуҫана кураймӑп, Ҫӳлхуҫана чӗррисен ҫӗрӗ ҫинче кураймӑп; ҫак тӗнчере пурӑнакан ҫынсене те эпӗ урӑх кураймӑп; 12. кӗтӳҫӗ хӳшшине куҫарнӑ пек, манӑн килӗме вырӑнӗнчен куҫараҫҫӗ, ман патӑмран илсе каяҫҫӗ; пир тӗртекенӗ пирне тӗркеленӗ пек, манӑн та пурӑнӑҫӑма тӗркелес пулать-мӗн; мана Вӑл пир кумминчен касса пӑрахӗ; Эсӗ мана вилӗм парасса кунӗн-ҫӗрӗн кӗтрӗм. 13. Ирчченех кӗтрӗм эпӗ; арӑслан пек, Вӑл манӑн пӗтӗм шӑммӑм-шаккӑма тӗпретрӗ; Эсӗ мана вилӗм парасса кунӗн-ҫӗрӗн кӗтрӗм. 14. Сассӑм тӑрна сасси, чӗкеҫ сасси евӗрлех, кӑвакарчӑн евӗр йынӑшрӑм эпӗ; куҫӑм вӗҫсӗр тӳпенелле пӑхса ӗшенчӗ: эй Турӑҫӑм! йывӑр-ҫке мана, ҫӑлсамччӗ мана. 15. Мӗнех калайӑп?

9. Молитва Езекии, царя Иудейского, когда он болен был и выздоровел от болезни: 10. «Я сказал в себе: в преполовение дней моих должен я идти во врата преисподней; я лишен остатка лет моих. 11. Я говорил: не увижу я Господа, Господа на земле живых; не увижу больше человека между живущими в мире; 12. жилище мое снимается с места и уносится от меня, как шалаш пастушеский; я должен отрезать подобно ткачу жизнь мою; Он отрежет меня от основы; день и ночь я ждал, что Ты пошлешь мне кончину. 13. Я ждал до утра; подобно льву, Он сокрушал все кости мои; день и ночь я ждал, что Ты пошлешь мне кончину. 14. Как журавль, как ласточка издавал я звуки, тосковал как голубь; уныло смотрели глаза мои к небу: Господи! тесно мне; спаси меня. 15. Что скажу я?

Ис 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Эпӗ савӑнатӑп: Ҫӳлхуҫа манӑн сассӑма, эпӗ йӑлӑннине илтрӗ; 2. ман енне хӑлхине тайрӗ, ҫавӑнпа ӗмӗрӗм тӑршшӗпех Ӑна тархасласа чӗнӗп.

1. Я радуюсь, что Господь услышал голос мой, моление мое; 2. приклонил ко мне ухо Свое, и потому буду призывать Его во все дни мои.

Пс 114 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

33. Ӗмӗрӗм тӑршшӗпех Ҫӳлхуҫана мухтаса юрлам, хам пурӑннӑ чухне Туррӑма кӗвӗ каласа мухтам.

33. Буду петь Господу во всю жизнь мою, буду петь Богу моему, доколе есмь.

Пс 103 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

5. Ҫапла Сана ӗмӗрӗм тӑршшӗпех аслӑлам; Санӑн ятна асӑнса аллӑма ҫӗклем.

5. Так благословлю Тебя в жизни моей; во имя Твое вознесу руки мои.

Пс 62 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

6. Акӑ Эсӗ мана шит тӑршшӗ кунсем патӑн, Санӑн умӑнта манӑн ӗмӗрӗм нимӗн те мар.

6. Вот, Ты дал мне дни, как пяди, и век мой как ничто пред Тобою.

Пс 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

4. Чӗреме ҫулӑм хыпса илчӗ; шухӑшӑмсене вут-ҫулӑм ярса илчӗ; ӗнтӗ калаҫма пуҫларӑм: 5. эй Ҫӳлхуҫа, эпӗ хӑҫан вилессине тата миҫе кун юлнине каласамччӗ, манӑн ӗмӗрӗм тӑршшӗне пӗлесчӗ.

4. Воспламенилось сердце мое во мне; в мыслях моих возгорелся огонь; я стал говорить языком моим: 5. скажи мне, Господи, кончину мою и число дней моих, какое оно, дабы я знал, какой век мой.

Пс 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

4. Эпӗ Ҫӳлхуҫаран пӗр ҫакна ҫеҫ ыйтрӑм, ҫакна ҫеҫ ӗмӗтленетӗп: ӗмӗрӗм тӑршшӗпе куллен-кунах Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче пуласчӗ, Ҫӳлхуҫа илемне курса тӑрасчӗ, Унӑн [сӑваплӑ] Керменне ҫӳресчӗ: 5. хӗн-асаплӑ кунӑмра Вӑл мана Хӑйӗн кӗлӗ чатӑрӗнче пытарӗччӗ, Хӑй пурӑнакан вырӑнта, шалта, пытарӗччӗ, мана чул хысак ҫине тӑратӗччӗ.

4. Одного просил я у Господа, того только ищу, чтобы пребывать мне в доме Господнем во все дни жизни моей, созерцать красоту Господню и посещать [святый] храм Его, 5. ибо Он укрыл бы меня в скинии Своей в день бедствия, скрыл бы меня в потаенном месте селения Своего, вознес бы меня на скалу.

Пс 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех