Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗмӗрлӗхпе (тĕпĕ: ӗмӗрлӗх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тӗрлӗ ӑрӑва тӗнчепе хаяр кӗрешӗве талккӑшпех явӑҫтаракан идейӑсем маншӑн ниме те пӗлтермеҫҫӗ; пӗтӗмлетӳ: идейӑна чӑннипех пурнӑҫлани — унӑн вилӗмле хире-хирӗҫлеве, унӑн чир-чӗрӗ тата карикатури; айккинчен тӗсесен вара идея — пӗлтерӗшсӗр: нихӑҫан та пурнӑҫланми, ӗшентерекен тата суя сӑмах паруллӑ ӗмӗрлӗхпе танлаштарсан.

Идеи, вовлекающие целые поколения в ожесточенную борьбу с миром, не имели для меня никакой цены: я знал, что реальное осуществление идеи есть ее гибельное противоречие, ее болезнь и карикатура; в отвлечении же она имела не более смысла, чем вечное, никогда не выполняемое, томительное и лукавое обещание.

I. Биографи // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.

Парӑмҫӑ чӗри виҫӗ хут туклатрӗ-ши… вӑл васкамасӑр, ҫапах та васкамасӑр тӑма вӑй ҫитерчӗ; ҫав вӑхӑтрах ҫак тӑхтав Сантусшӑн ӗмӗрлӗхпе тан туйӑнчӗ.

Должник помедлил не долее трех биений сердца, но все же имел силу помедлить, в то время как для Сантуса эта пауза была равна вечности.

Шурӑ шар // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 136–139 с.

Лӑпкӑн, кӑштах кӑрараххӑн, анчах чӗре тӗпӗнченех ӑнлануллӑн пӑхакан куҫсем, унпала, вилекен ҫынпала чӗрӗ юлакан ҫынсем хушшинче, вӑл каякан ҫап-ҫутӑ та чунсӑр ӗмӗрлӗхпе ҫӗр ҫинче юлакан ҫуйкӑн, вӗресе тӑракан хускавлӑ та улӑшӑнуллӑ пурнӑҫ хушшинче тӗпсӗр-чиксӗр ахрамат уҫӑлса выртнине курса, ӑна виҫсе пӑхнӑ пек пӑхаҫҫӗ.

Спокойный, немного строгий, но от глубины сердца сознательный взгляд точно мерял ту неизменную бездну, которая открывалась между ним, умирающим, и остающимися в живых, между тем светлым, бесконечным и вечным, куда он уходил, и страстным, бурливым, подвижным и изменчивым — что оставлял на земле.

Ашшӗ // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.

Халь вара пӗр япала пирӗн умра — ӗмӗрлӗхпе ырӑлӑх.

Теперь перед нами вечная жизнь, вечность и блаженство.

Иккӗмӗш пайӗ // Борис Чиндыков. Килти архив

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех