Шырав
Шырав ĕçĕ:
19-мӗш ӗмӗр вӗҫӗнче тата 20-мӗш ӗмӗр пуҫламӑшӗнче ҫынсем сывлӑшран йывӑртарах аппаратпа сывлӑша ҫӗкленме тӑрӑшса пӑхнӑ.
Вунҫиччӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
21-мӗш ӗмӗр - интернет, компьютер ӗмӗрӗ.
«Хисеплӗ вулаканӑмӑрсем!..» // Лидия МИХАЙЛОВА. «Хыпар», 2017.11.20
Ҫирӗммӗш ӗмӗр пуҫламӑшӗнчи халӑх шӑпи пирки пуҫӗсене ватакансем чӑвашӑн пурнӑҫӗ Раҫҫей империйӗнчи, тата каярах вӑл арканнӑ ишӗлчӗкӗсенчен йӗркеленнӗ политика системисенче хамӑрӑн вырӑн мӗнлерех пулассине тупса палӑртса хӑварасси пирки шутланӑ, калаҫнӑ пулсан ҫирӗммӗш ӗмӗр вӗҫлемӗшӗнчи паттӑрсем чӑвашсем малтан Совет Союзӗнче, каярахпа Раҫҫей Федерациӗнче ытти халӑхсемпе пӗр тан пулса хӑйсене хӑйсем тулли праваллӑ патшалӑх субъекчӗ пек туйса, ӑна ҫавӑн пек палӑртса „Мускава» уйрӑм полномочисем анчах уйӑрса памалли пирки шутланӑ та, ӗҫленӗ те.
Юбилеюпа сана, Атнер пичче! // Николай Лукианов. https://chuvash.org/content/4710-%D0%AE% ... B5%21.html
Иртнӗ ӗмӗр пуҫламӑшӗнче чӑваш наци аталанӑвӗн хӑйӗн паттӑрӗсем, геройӗсем пулнӑ пулсан, ӗмӗр пӗтмӗшӗнче пулса иртнӗ событийӗсенче те халӑхӑн хӑйӗн паттӑрӗсем пурах.
Юбилеюпа сана, Атнер пичче! // Николай Лукианов. https://chuvash.org/content/4710-%D0%AE% ... B5%21.html
«Ӗмӗр пурӑн, ӗмӗр вӗрен», — тесе ахальтен каламан ҫав.
Йӗри-тавра пӗве, пусӑра шыв ҫук... // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№
27. Усал ӗҫрен пӑрӑн, ырӑ ту, вара ӗмӗр пурӑнӑн: 28. Ҫӳлхуҫа тӳрӗ сута юратать, Хӑйӗн сӑваплӑ ҫыннисене пӑрахмасть; вӗсем ӗмӗрех сыхланса юлӗҫ; [йӗркесӗррисене кӑларса пӑрахӗҫ,] усал ҫынсенӗн йӑхӗ тӗп пулӗ.
Пс 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Йӗркесӗр ҫын хӑйне мӗн ӗмӗрӗ тӑршшӗпех асаплантарать, хӗсӗрлекен ҫынна ӗмӗр тӑршшӗ курӑнмасть: 21. унӑн хӑлхинче хӑрушлӑх сасси илтӗнсе тӑрать; тӑнӑҫлӑ пурӑннӑ хушӑрах ун ҫине пӗтермӗш килет.
Иов 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Ҫӳлхуҫа эсир манпа мӗн калаҫнине илтрӗ те мана ҫапла каларӗ: санпа калаҫнӑ ҫак халӑх сӑмахне илтрӗм Эпӗ; вӗсем мӗн калани пурте ырӑ; 29. эх, вӗсен чӗри те ҫавӑн пекех пулинччӗ, хӑйсене те, хӑйсен ывӑлӗсене те ӗмӗрех ырӑ пултӑр тесе вӗсем ӗмӗр тӑршшӗпех Манран хӑраса тӑринччӗҫ, Манӑн ӳкӗтӗмсем вӗрентнӗ пек пурӑнинччӗҫ! 30. пыр, кала вӗсене: «чатӑрӑрсене таврӑнӑр» те; 31. эсӗ ху вара кунта Манпа пӗрле юл, Эпӗ сана пур йӗркене те, пур ӳкӗтпе саккуна та каласа парӑп, эсӗ вӗсене халӑха вӗрентме тивӗҫ: Эпӗ хӑйсене еткерлӗхе паракан ҫӗр ҫинче Израиль ывӑлӗсем [ҫав] йӗркепе пурӑнччӑр.
Аст 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
— Ӗмӗр пурӑн, ӗмӗр вӗрен, теҫҫӗ.
Чунтан парӑннӑ ӗҫ курӑмлӑ // А. АСТРАХАНЦЕВА. «Авангард», 2016, пуш, 11
Чӑваш меценачӗсене халалланӑ иртнӗ уйӑхри кӑларӑмра вунтӑххӑрмӗш ӗмӗр вӗҫӗнче-ҫирӗммӗш ӗмӗр пуҫламӑшӗнче Етӗрне тӑрӑхӗнче ӗҫлесе пурӑннӑ Таланцевсем пирки кӑштах ҫырсаччӗ.
Мухтав сире, Таланцевсем! // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№
Тӗпрен илсен, халӑх тумӗн халиччен сыхланса юлнӑ тӗслӗхӗсем питех ватӑ мар, XVIII — XIX ӗмӗрсенче тата XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче ӑсталанӑскерсем.
Кӳртӗм // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.
Сӑваплӑ Иштван патшара ларнӑ вӑхӑтра роман стилӗпе хӑпартнӑ храма XIV ӗмӗр пуҫламӑшӗнче аркатнӑ, иккӗмӗш храм кунта XIV ӗмӗртен пуҫласа XVI ӗмӗрччен тӑнӑ, турккӑсем ӑна тӗппипех ҫӗмӗрсе тӑкнӑ пулнӑ.
Эстергом // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%AD%D1%81%D ... 0%BE%D0%BC
XIII—XIV ӗмӗрсенче хулана темиҫе хун тӑшмансем тапӑннӑ: XIII ӗмӗр варринче — монголсем, 1304 ҫулта — III Вацлав чех патшин ҫарӗсем.
Эстергом // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%AD%D1%81%D ... 0%BE%D0%BC
X ӗмӗр варринчен пуҫласа XIII ӗмӗрӗн варриччен Эстергом ҫӗршывӑн экономика, политика тата тӗн пурнӑҫӗн центрӗ, унӑн тӗп хули шайӗнчех пулнӑ.
Эстергом // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%AD%D1%81%D ... 0%BE%D0%BC
Вун тӑххӑрмӗш ӗмӗр ҫынни — вун тӑххӑрмӗш ӗмӗр ҫынниех пулмалла: Тилли — ҫав ӗмӗрте пурӑннӑ чӑвашсен сӑнарӗ, поэт ӑна ӑста кӑтартса панӑ, ӑна вӑл халӑх ӑс-хакӑлӗн, шухӑш-кӑмӑлӗн ҫуттипе ҫутатса кӑтартнӑ.
Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.
Туритсене илӗртекен Мариборӑн паллӑ вырӑнӗсенчен тӗп вырӑна Шыва кӗртекен Иоанн готикӑлла Соборӗ (XII ӗмӗр), Чӗрӗлӳ самани стилӗпе туса лартнӑ муниципалитет ҫурчӗ тата XV ӗмӗрте хӑпартнӑ Марибор замокӗ йышӑнаҫҫӗ.
Марибор // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9C%D0% ... 0%BE%D1%80
Хулана уйӑрла илме май паракан тӗп паллисенчен пӗри — Фронтенак замокӗ (Шато-Фронтенак) — XIX ӗмӗр вӗҫӗнче кайри вӑтам ӗмӗрсен стилӗпе тунӑ хӑна ҫурчӗ.
Квебек // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 0%B5%D0%BA
«Ӗҫ вӑл ӗмӗрне те пӗтмест: эс вилсен сан вырӑнна тепӗр ҫын лармалӑх та, вӑл вилсен урӑххине ӗмӗр тӑршшӗпе ӗҫлеме те ҫитет.
2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.
Эсӗ ман куҫӑм умне сӗм аваллӑха кӑларса тӑрататӑн, эсӗ пулас ӗмӗрсене ҫывхартатӑн, этем ӗмӗр тӑршшӗнче курни-илтнине ик-виҫ сехетре кӑтартма пултаратӑн…
III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
— Йӑнӑшатӑн, Никон Никонович, эп халь вунтӑххӑрмӗш ӗмӗрте пурӑнатӑп, ҫирӗммӗш ӗмӗр чиккине ҫывхарса пыратӑп, — ӑнлантарчӗ Филипп Сидорович.
13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.