Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗлкӗресшӗн (тĕпĕ: ӗлкӗр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫурта ҫунса пӗтсе вут-кӑвар хыпса иличчен пуянлӑхне пытарма ӗлкӗресшӗн вӑл, ҫынсемпе пӗрле пушар сӳнтернӗ ҫӗре тухасшӑн.

Куҫарса пулӑш

XXIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хама урӑхла шухӑшлаттарма тӑрӑшнӑ пулсан та, мана тепӗр чух ҫакӑн пек туйӑнатчӗ: Звягинцев ҫӗнӗ, питӗ кирлӗ ӗҫе, хӑйӗн пурнӑҫӗн тӗп ӗҫне часрах тытӑнасшӑн мар васкать, вӑл темле пысӑк кукӑле валеҫнӗ ҫӗре ӗлкӗресшӗн ҫеҫ васкать — халӗ ун патне пымалли ҫулсем пуриншӗн те уҫӑ пулнӑ-ҫке, вӑхӑтра ӗлкӗреймесен ҫав кукӑле ыттисем унсӑрах ҫисе яма пултарнӑ.

Куҫарса пулӑш

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

— Эпӗ, маларах ӗлкӗресшӗн пулса, хӗвелпе пӗрле вӗҫтерсе килтӗм, весем пӗртен-пӗр машинине те ватса пӑрахнӑ.

Куҫарса пулӑш

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Эверкки, ывӑҫ тупанӗ ҫинчи пек, куҫ умне кӑларать: телефон шӑнкӑртатмассерен Илемпи аппарат патне ыткӑнать, телефон кӗпҫине упӑшкинчен маларах тытса ӗлкӗресшӗн.

Куҫарса пулӑш

VI // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Дэзи пур ҫӗртине те курса ӗлкӗресшӗн; ҫав тери ҫӗкленчӗк, пӗр чарӑнми пакӑлтатать, хӑй кампа калаҫнине асӑрхамасть те ахӑр.

Она старалась поспеть увидеть всюду; едва ли замечала, с кем говорит, была так возбуждена, что болтала не переставая.

XXI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

— Ку ҫӗр ҫинче иккӗмӗш кун кӑна пурӑнатпӑр, ҫапах пур ҫӗрте те пулса ӗлкӗресшӗн.

— Вы только второй день находитесь на этой территории и уже хотите всё видеть.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех