Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗлкӗреймерӗм (тĕпĕ: ӗлкӗр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сӗрме купӑс та парса ӗлкӗреймерӗм

Куҫарса пулӑш

5 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

— Хам ҫинчен шухӑшлама ӗлкӗреймерӗм те пулас ҫав.

Куҫарса пулӑш

Ҫиччӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

— Савма ӗлкӗреймерӗм.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Ку ҫав тери хӑвӑрт пулса иртрӗ, эпӗ ура ҫине тӑма та, сасӑ пама та ӗлкӗреймерӗм.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Ҫавӑн пек ӗмӗтсемпе эпӗ таса хут листипе авторучка кӑлартӑм, анчах пӗр сӑмах та ҫырма ӗлкӗреймерӗм: алӑка шарккарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

I // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Пуҫне витре тӑхӑнтарса ураран ӳкертӗм эпӗ ӑна, ҫыхса пӑрахасшӑнччӗ, анчах ӗлкӗреймерӗм.

Куҫарса пулӑш

9 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Палласа ӗлкӗреймерӗм.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хӗресне ывӑла курнипе сана саламлама ӗлкӗреймерӗм.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ним шутласа ӗлкӗреймерӗм — манпа сӑмах яракан хыткан хӑта: «Атя, Георги, кӗрсе йӳҫӗ «им-ҫампа» чӗлхесене йӗпетер», — тесе пире Лорӑпа иксӗмӗре те хистесех пӳрте илсе кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

Пӗр-ик сӑмах калаҫса та ӗлкӗреймерӗм, унпа пӗрле номерте пурӑнакан юлташӗ таврӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмӗр сакки сарлака» // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Чӑн малтан хунямине кӑларса ывӑтрӑм, унтан арӑмӑн аппӑшне пусма ҫинчен чикелентерсе антартӑм, анчах арӑм тенине ним тума та ӗлкӗреймерӗм — икӗ милиционер пырса та ҫитрӗҫ, хуняма чӗнсе пынӑ вӗсене…

Куҫарса пулӑш

1 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.

Ӗнер аванс илме ӗлкӗреймерӗм те…

Куҫарса пулӑш

Маюк // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 45–55 с.

Эпӗ урӑх пӗр сӑмах хушса калама та ӗлкӗреймерӗм (тӗрӗссипе, каламалли те ҫукчӗ ӗнтӗ манӑн), мӗншӗн тесен малалла никам кӗтмен ӗҫсем пулса иртрӗҫ — инкекӗ те, ытти те.

Куҫарса пулӑш

XXIX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Вунӑ-вунпилӗк утӑм турӑм-и, тума ӗлкӗреймерӗм те-и, хайхи «Жигули» манпа танлашса чарӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Ултӑ сехете каясшӑнччӗ — ӗлкӗреймерӗм, — терӗ Радик.

Куҫарса пулӑш

Радик ҫулӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 177–186 с.

Эпӗ ӑна пӗр сӑмах хушса юлма та ӗлкӗреймерӗм — вӑл хула еннелле утса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Нимӗн те тавҫӑрса ӗлкӗреймерӗм

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Аркашран пирус ыйтса илсе ҫӑвара хыпрӑм, анчах ӑна шӑрпӑкпа тивертме ӗлкӗреймерӗм: махорка пӗрчи тип пыра сӗртӗнсе йӗкӗлтерӗ те, ӳсӗрме тытӑнтӑм.

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Анчах пукан ҫине вырнаҫса ларма та ӗлкӗреймерӗм — сӗтел ҫинче телефон янравлӑн шӑнкӑртатрӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Ҫук ҫав, ӗлкӗреймерӗм.

Куҫарса пулӑш

Ыр ут хыҫҫӑн пин ут шыв ӗҫет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех