Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ӗмӗтӗме (тĕпĕ: ӗмӗт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сире тӑван-хурӑнташ вырӑнне хурса чӗнсе каланӑ май, тепӗр ӗмӗтӗме пӗлтерем.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ йӑхташӑмӑрсене чӗнсе калани // Анатолий Кипеч. https://chuvash.org/news/36682.html

Виҫҫӗмӗш ҫын хушша кӗрсе ман чуна пӑтратнӑ пулсан, ҫапла телейӗме таптанӑ, ӗмӗтӗме татнӑ пулсан, епле чӑтмаллаччӗ-ши манӑн?..

Куҫарса пулӑш

VI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Ӗмӗтӗме шел.

Жаль мечты.

XIX. Руфут ханкӑрӗн синкерӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Лару-тӑру тепӗр чух темлерех килсе тухни, ӑнсӑрт калаҫу… анекдот ӗмӗтӗме хавхалантараҫҫӗ, ӳтӗме йӗкӗлтеҫҫӗ, ӑна этем пурнӑҫӗн ҫак енне, хӗрӳ, вӑрттӑн енне ӑнланмасӑрах туртӑннипе тултараҫҫӗ те…

Случайные стечения обстоятельств, случайный разговор, анекдот зажигают желания и дразнят тело, наполняя его бессознательным тяготением к этой стороне человеческой жизни, жгучей, таинственной и…

Йӗрекен ҫын // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 285–290 с.

— Халь тесен халь пурнӑҫлама хатӗр, — килӗшрӗ патша ывӑлӗ, — ҫав ӗҫсем мӗнле пулсан та, кирек епле йывӑр пулсан та, эпӗ хам ӗмӗтӗме пӑрахмастӑп!

— Готов хоть сейчас их выполнить, — ответил царевич, — и какие бы ни были это задачи и как бы трудны они ни были, я от своей цели не откажусь!

Пӗр патша ывӑлӗпе патша хӗрӗ Гуландаз ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

Ҫак кунсенче хамӑн тахҫанхи ӗмӗтӗме пурнӑҫлама — Сывлӑш Ҫар академине вӗренме кӗме шутлатӑп.

В эти дни решаю попытаться осуществить давнишнюю мечту: получить высшее образование, поступить в Военно-воздушную академию.

2. Ҫапӑҫу тӗрӗслевӗнче пулнӑ тусӑмсем патӗнче // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Ҫапах та хам ӗмӗтӗме ҫухатмастӑп — тусӑмсенчен кам та пулин ҫырса пӗтерӗ-пӗтерех, тесе шухӑшлатӑп.

Но я думаю, что кто-нибудь из друзей возьмется дописать ее.

Пӗрремӗш пайӗ // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Тем пекех Ҫинукпа Кирюк туйне каясшӑнччӗ, кӗтмен инкек ӗмӗтӗме татать пулас.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Ӗҫ ӑнӑҫлӑ пулманни материк ҫине каяс ӗмӗтӗме пӗтереймерӗ.

Но эта неудача не отбила у меня охоты к дальнейшим попыткам добраться до материка.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Эпӗ ку хулана сан пирки кӑна хӗрхенсе тӑтӑм — вӑл, урана кӗнӗ шӑрпӑк пек, мана мухтавлӑх патне хӑвӑрт утма чӑрмантарса, ӗмӗтӗме чарса тӑрать.

Я щадил этот город ради тебя — он как заноза в ноге моей и мешает мне так быстро идти к славе, как я хочу этого.

Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.

Хамӑн пысӑк ӗмӗтӗме пула хӑш чухне ӑна час-часах хӑварма тӳрӗ килетчӗ те, вӑл ман хута кӗрейменшӗн хуйхӑрса чӗререн йывӑра илетчӗ!

Ей было тяжело, когда она думала, что никогда не проникнет в тот мир, ради которого я так часто забывал о ней, покидал её!

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ хӑранӑ пек, ӗмӗтӗме татнӑ пек пулса, сиксе тӑратӑп.

Я вскакиваю в отчаянии, в ужасе.

Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

22. Ӗмӗтӗме татса пӑшӑрханмастӑп пулин те, чиртен хӑтӑлас ҫирӗп шанчӑкӑм пур пулин те, эпӗ аттемӗм тунӑ пек тӑвас терӗм: 23. аттемӗм тури ҫӗршывсенче вӑрҫӑ вӑрҫнӑ чухне хӑй хыҫҫӑн патшана кам лармаллине пӗлтерсе хунӑ, 24. вӑл ӗнтӗ мӗнле те пулин кӗтмен япала сиксе тухсассӑн е инкек-синкек ҫитсессӗн, ҫӗршыв ҫыннисем ҫӗршыва тытса пыма кама шаннине пӗлччӗр, пӑлханса ан ӳкчӗр тенӗ; 25. ку кӑна мар-ха, таврари тата хамӑр патшалӑхпа кӳршӗллӗ ҫӗршывсен пуҫлӑхӗсем вӑхӑта сӑнаса тӑнине, ӗҫ мӗнле вӗҫленессе кӗтнине асӑрхаса, эпӗ патша пулма хамӑн Антиох ывӑлӑма лартатӑп, тури патшалӑхсенче ҫӳренӗ чухне эпӗ ӑна тӑ-тӑшах сирӗн аллӑра шанса парса хӑварнӑ, сирӗнпе нумайӑшӗпе паллаштарнӑ; эпӗ ун патне уйрӑммӑн ҫырса ятӑм.

22. Хотя я не отчаиваюсь в себе и имею полную надежду освободиться от болезни, 23. но зная, что и отец мой, когда воевал в верхних странах, объявил преемника, 24. дабы, если последует что-нибудь неожиданное, или объявлена будет какая невзгода, жители страны знали, кому предоставлено правление, и не приходили в смущение; 25. сверх того замечая, что окрестные владетели и соседние с нашим государством наблюдают время и выжидают, какой будет исход, я назначил царем сына моего Антиоха, которого я уже часто во время походов в верхние сатрапии весьма многим из вас препоручал и представлял; и к нему я написал особо.

2 Мак 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

116. Хӑвӑн сӑмахупа тӗреклӗлентер мана, чӗрӗ пулам; ӗмӗтӗме ҫитермесӗр намӑса ан хӑварсам мана; 117. хунтӑла мана — вара ҫӑлӑнӑп; Санӑн йӗркӳсем тӗлӗшӗнчен тимлӗрен тимлӗ пулӑп.

116. Укрепи меня по слову Твоему, и буду жить; не посрами меня в надежде моей; 117. поддержи меня, и спасусь; и в уставы Твои буду вникать непрестанно.

Пс 118 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех