Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӑшшипе (тĕпĕ: ӑшши) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫулла савӑк кунсемпе, хӗвел ӑшшипе илӗртет.

Куҫарса пулӑш

Ял хӑвачӗ — туслӑхпа ӗҫченлӗхре // Вероника ИВАНОВА. http://kanashen.ru/2023/12/15/%d1%8f%d0% ... %80%d0%b5/

Эсӗ ҫурӑмран та пуҫран ачашланӑ чухне унӑн ӑшшипе килентӗм.

Куҫарса пулӑш

Ҫыру // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 119–121 с.

Каларӑн ҫав пӗррехинче, чӗлхӳ уҫӑлнӑ чух: «Эх, Семен Трофимович, сан хӗвелӳ — парти. Эсӗ ун ӑшшипе пурӑнатӑн. Манӑн та хамӑн хӗвел пур. Эп ун ӑшшипе сывлатӑп», — терӗн.

Куҫарса пулӑш

44 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Тулли кӑмӑлпа савӑнса, ташӑ кӗвви шӑхӑрса, хӗвел ӑшшипе киленсе кӑштах ыратакан хырӑм тирне шӑлкаласа ҫеҫ пычӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Тимӗр тӗклӗ ӑмӑрткайӑк // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 46–56 с.

Хӑйӗн ҫемҫе куллипе, ӑшшипе пӗтӗм тӗнчене ачашларӗ, кӗҫех сӑрт ҫинче вырнаҫнӑ ял ҫине хӑй пайӑркисене ӳкерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тимӗр тӗклӗ ӑмӑрткайӑк // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 46–56 с.

Ҫурхи хӗвел ӑшшипе пӗтӗм тавра юртан тасалсан, уй-хирсемпе анлӑ ҫарансем ешӗл тум уртса ярсан халӑх аслӑ Уява тухать кунта.

Куҫарса пулӑш

1 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

Кашни ҫӗнӗ кун сирӗн таврари ҫынсен савӑнӑҫлӑ событийӗсемпе, ӑшшипе тултӑр.

Пусть каждый новый день будет наполнен радостными событиями и теплом окружающих вас людей.

Пишпӳлек районӗнчи хисеплӗ ҫынсем! Хисеплӗ ветерансем! // Ю.Г. ПАВЛОВ,А.М. ЗАРИПОВ. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... em-3460813

Ларатпӑр вара тимӗр кӑмака ӑшшипе киленсе.

Куҫарса пулӑш

Кукрашка // Апаш ачи. «Капкӑн», 1970. — 4№ — 3 с.

Николай Михайловича малалла та ҫемье ӑшшипе киленсе, ачисемпе мӑнукӗсен, тӑванӗсен хисепне курса пурӑнма ырлӑх-сывлӑх сунас килет.

Куҫарса пулӑш

Кукаҫи тӗрӗ тӗрлет… // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/08/18/%d0%ba%d1%8 ... %b5%d1%82/

Пирӗшти яланах ҫумра ҫӳретӗр, сар хӗвел ӑшшипе, ҫут тӗнче илемӗпе малашне те савӑнса пурӑнмалла пултӑр.

Куҫарса пулӑш

Тӑванлӑха яланах упрасчӗ // Вероника ИВАНОВА. http://kanashen.ru/2023/07/28/%d1%82a%d0 ... 81%d1%87e/

Ҫакӑнта канлӗх тупнӑ хӗр, халӑхпа юнашар тӑрса, хаяр тытӑҫура сыхласа хӑварнӑ хальхи ирӗх ҫӗр ҫинче паян вӑл хӑй утса ҫӳрейменшӗн, ҫак юнпа тӳлесе илнӗ ҫутӑ хӗвел ӑшшипе киленейменшӗн хурланать пулӗ хурӑн…

Куҫарса пулӑш

13 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Хӑйӗн юратӑвӗпе, чун илемӗпе, ӑшшипе илемлетнӗ ӑна вӑл…

Куҫарса пулӑш

13 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Вӑл халь кайӑк сассипе юрлать, ҫулҫӑ ташшипе ташлать, хӗвел ӑшшипе чуна ӑшӑтать, вӗри кӑкӑрӗпе питрен сывлать…

Куҫарса пулӑш

11 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Таврара унӑн кӑкӑрӗнче ӑшӑнса ирӗлнӗ, ун юратӑвӗн ӑшшипе тулнӑ сывлӑш тӑрать пек.

Куҫарса пулӑш

11 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Тата урама кӑларнӑ чӗчӗ пӑрушӗсем хӗвел ӑшшипе савӑнса каҫӑхсах кайнӑ та, хӳрисене тӑратса, тапхӑр-тапхӑр килпетсӗррӗн мӗкӗрсе ярса, тӗр те тӗр каллӗ-маллӗ ӗрӗхсе чупаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

«Вӑл та пиччӗшӗ пекех вӑрҫӑра пулнӑ, киле такам валли те ҫитмелӗх чун ӑшшипе, темле йывӑрлӑха та ҫӗнмелӗх, темле ӗҫре те вӑй ҫитермелӗх хастарлӑхпа таврӑннӑ», — терӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Хаяр вӑрҫӑран та вӑл мирлӗ саманара илемлӗ пурнӑҫ тумалӑх чун ӑшшипе таврӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Вӗҫсе каяҫсӗ те ирӗлеҫҫӗ, хӗвел ӑшшипе пуль.

Они улетают и потом тают, наверное, от солнца.

Ӳпле // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/582

Сирӗн чӗрӗрсем ҫак сӑваплӑ кунӑн ҫутипе тата ӑшшипе тулса пуянланччӑр.

Пусть ваши сердца наполнятся светом и теплом этого святого дня.

Олег Николаев Мӑнкун ячӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/04/16/gla ... et-s-prazd

Тарават та сиплӗ хӗвел хӑйӗн ӑшшипе пурне те пурнӑҫ кӳрет, пурнӑҫ парать, пурне те пурнӑҫ пиллет.

Куҫарса пулӑш

Саккӑрмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех