Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӑша (тĕпĕ: ӑш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫапах та эсир ӗмӗрхи тумӑн пӗтӗмӗшле сӑнарне курма пултарӑр, унӑн тытӑмне ӑша хывӑр, ӑна ӑсталаса сӑн кӗртмелли япаласемпе тата илемлӗх мелӗсемпе паллашӑр.

Куҫарса пулӑш

Килӗшӳлӗхпе ӗлккенлӗх // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Тӑван чӗлхене вӗренес кӑмӑлӗ калама ҫук пысӑк пулнӑран вӑл тӑван чӗлхене ӑша илнӗ ҫеҫ мар, Парижра тата Берлинта пурӑнакан чӑвашсемпе тӗл пулса вӗсем ҫинчен фильм ӳкернӗ.

Из-за невероятного желания изучить свой родной язык он не только выучил родной язык, но и, встречаясь с чувашами, живущими в Париже и Берлине, снял о них фильм.

Хутарта чӑваш чӗлхи ҫинчен фильм ӳкернӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/37753.html

«Тӗрленӗ картта мӗнпур тӗрӗ ӑстисене пӗр чӑмӑра пухма пултарчӗ. Раҫҫей халӑхне туслӑ пурӑнма, пӗр-пӗрин культурине тарӑнрах ӑша хывса пурӑнма витӗм кӳчӗ», – тесе каланӑ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Шупашкар хулине 555 ҫул ҫитнине палӑртса хулашӑн пӗлтерӗшлӗ вун-вун объект хута кайӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2024/02/09/shup ... sa-hulasha

Анчах ман ӑша ют ҫын кӗрсе ларнӑ, тейӗн, аллӑма каялла яш турттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

Сивӗ шыв ӑша пӑсать, — кӗрӗк кӗсйинчен кӗленче кӑларса лартрӗ Хумкка.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Милиционер шӳтлевне сивлесе атте майора этикет пирки ӑнлантарса пама пӑхрӗ, анчах милиционер милиционерах ҫав — ӑша хывмарӗ атте сӑмахӗсене.

Куҫарса пулӑш

Тупӑнтӑм тата «Украинӑна сутакан» // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 140–149 с.

Ӑша ҫунтарса тӑракан намӑс вучӗ тинех тухса ӳкнӗн туйӑнчӗ…

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкӑр чӗлли // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 122–126 с.

Ҫӗре кӗчӗ тенӗрен, ҫутӑ тӗнчерен ҫамрӑклах Ҫеҫпӗл Ҫерушӗ, Ҫӑпӑртта Коли, Венюк Исаев уйрӑлса кайрӗҫ: Венюк ҫемйипех — сӗрӗм тивсе, Сергей — хӑйӗн сывлӑхне упрама пӗлмесӗр, Коля — Кавказ вӑрҫи хыҫҫӑн мирлӗ пурнӑҫ тутине ӑша хывса киленме Гена пултараймасӑр.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн урам тӑвалла // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 73–90 с.

Ман сӑмахсене хӑта тӳррӗн ӑша хывасса шутламан та эпӗ.

Куҫарса пулӑш

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

Анне сӗчӗпе ӑша илнӗ сӑмахсене илтес килет.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Атӑла лайӑхрах курса юлас, унӑн вӑй-хӑватне ӑша хывас тесе ҫывӑхра ӳсекен яштака шурӑ хурӑн ҫумне таянчӗ, вырӑса та чӑваша, ҫармӑса та тутара малалла тӗрлӗ хулари вырӑссене ҫывӑх юхан шыва, тавралӑха сӑнарӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

Мана та пӗр япала тахҫанах ӑша ҫунтарать.

Куҫарса пулӑш

48 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Йӑкӑнат кунта хӑйне хӑрушлӑх кӗтессе ӑша та илмесӗр шӑхӑркаласа утнӑ.

Куҫарса пулӑш

8 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

«Ырлӑх-сывлӑх парсамччӗ, — аран-аран илтӗнет мӑкӑртаткалани, — ӗҫ хыҫҫӑн ӗҫсе ӑша кантармалӑх, уявра сыпса савӑнмалӑх пар, таса шывӑм.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ҫав чӗрӗ сывлӑш ӑша кӗрет, чуна ҫӗклет, пӗр-пӗрин ҫумне лапчӑнса ҫыпӑҫса ларнӑ ҫамрӑка чӗтрентерет.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Тата маншӑн ҫакӑ паллӑ пулчӗ: ӑша кантаракан ахаль шыв ҫеҫ мар ку!

Вода эта была не простая.

XXV // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Ку шухӑша вӑл ӑша хыврӗ.

Чтобы лучше запомнить.

XXI // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Ҫав «темскер» тени, ӑша асаплӑн ҫунтарсан та, кӑмӑллӑ, ырӑ, хаваслӑ.

Куҫарса пулӑш

XII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Калаҫма чи малтан вӗренсен, каярах грамматикӑна та ӑша хывма тен меллӗрех пулӗ.

Куҫарса пулӑш

Регион Пуҫлӑхӗ чӑваш чӗлхин пилотлӑ калаҫу клубне йӗркелес шухӑша ырланӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/08/16/regi ... alacu-klub

1-мӗш №-лӗ Гимназире вӗренекен хӑйсен шкулӗнче тӑван чӗлхепе калаҫма тата ӑна ӑша хывса пыма май паракан ятарлӑ кружок ӗҫне йӗркелесе яма пулмасть-ши тесе ыйтнӑ Пуҫлӑхран.

Куҫарса пулӑш

Регион Пуҫлӑхӗ чӑваш чӗлхин пилотлӑ калаҫу клубне йӗркелес шухӑша ырланӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/08/16/regi ... alacu-klub

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех