Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ара, ун паҫӑрах табакне те туртас килет, ӑш канмалӑх кӑшт сыпсан та юрать текелет ӑшра.
Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.
Борис ҫук чух ӑш вӑркать, вӑл пур чух вӑтантарать, ӑшра савӑнӑҫпа телей ҫуралать.
II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.
Сашӑн амӑшне ҫапла пӗччен тӑратса хӑварнӑшӑн ӑш вӑркарӗ пулин те ӑшри шухӑшсене ҫиеле кӑларса мӑшӑрне кӳрентерес темерӗ.
Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.
Пӗр-пӗр савӑнӑҫ чухне чарса чарӑнми ӑш вӑркать вӗҫӗм, вӗҫӗм ӑш вӑркать.
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Эпир карташӗнче икӗ йытӑ пек тӳпелешсе хӑтлантӑмӑр; кайран вара эпӗ анаталла анса кайнӑ ҫӗрте хытӑ курӑксем ӑшӗнче ларса, калама ҫук ӑш вӑрканипе, макӑрса ярас мар тата кӑшкӑрса ярас мар тесе, тутана ҫыртса лартрӑм.
XX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Эх, ачам, ӑш вӑркать-ҫке, ӑш вӑркать…
XIX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Утать ӑш вӗҫнӗ этем, ӑшри тӑвӑлне нимле путлантарма хӑват ҫитереймесӗр кӑран та хӑвӑрттӑн утать.
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ӑш пӑтранать, чӑнах та ӑш пӑтранать: ҫунтарччӗ, ан кӗттерсемччӗ!
Ашшӗ // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Эпир тапранса кайрӑмӑр; пилӗк ырхан лаша пирӗн лавсене кукӑр-макӑр ҫул тӑрӑх Гуд-Гора тӑвӗ ҫинелле йывӑррӑн сӗтӗрет, эпир хыҫалтан ҫуран утса пыратпӑр, лашасем ӗшенсе ҫитсен, кустӑрмасен айне чулсем хуратпӑр; пӗлӗт ҫинелле улӑхнӑ пек туйӑнать ҫул, мӗншӗн тесен куҫ мӗн чухлӗ курма пултарнӑ таранах вӑл ҫӳлелле пырать, унтан вара ӗнертенпех Гуд Гора тӑрринче ҫимӗҫ кӗтсе тӑран ҫӑхан пек хулӑн пӗлӗт ӑшне кӗрсе ҫухалать; ура айӗнче юр кӑчӑртатать; сывланӑ чух сывлӑш ҫитейменнипе ӑш вӑркакан пӳлчӗ.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Ҫав хушӑра Владимир, утса ҫӳренипе тата ывӑннипе ӑш вӑрканине пусарас тесе, вӑрман ӑшнелле кӗрсе кайрӗ.
V сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
24. Вилнӗ выльӑхӑн тата тискер кайӑк ҫурса пӑрахнӑ выльӑхӑн ӑш ҫӑвӗпе кирек мӗнле ӗҫре те усӑ курма юрать, анчах ҫиессе ӑна ан ҫийӗр; 25. кам та кам Ҫӳлхуҫана парне кӳрекен выльӑхӑн ӑш ҫӑвне ҫиет, ҫав чуна хӑйӗн халӑхӗ хушшинчен пӗтерӗҫ; 26. хӑвӑр килӗр-ҫуртӑрсенче нимӗнле юн та — вӗҫен кайӑк юнне те, выльӑх юнне те — ан ҫийӗр; 27. кам та кам мӗнле те пулин юн ҫисессӗн, ҫав чуна хӑйӗн халӑхӗ хушшинчен пӗтерӗҫ, тенӗ.
Лев 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Тилли итлесе выртать; Мӑнтарӑнсем, ӑш ыйхине татса, Канаш тӑваҫҫӗ иккӗш ерипен: «Хӑш ывӑла парар-ши салтака?
Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.
Поэзи пулсан — ӑш хыпса ҫуннӑ чух Выртса ӗҫмелли шыв пек пултӑр; Кашни сӑвӑпа, савнипе чунпа-чун Калаҫнӑ пекех, кӑмӑл тултӑр.
Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.
Ах, ӑш хыппи.
8 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.
Ах, ӑш ҫунать-ҫке, чун ыратать.
Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.
Ӑш пӑртак пусӑрӑннӑ пек пулчӗ.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Ҫӗнӗ пылпа сивӗ ҫӑл шывӗ хутшӑнсан, ӑш пӑвӑнасси те инҫе мар…
Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Сӗтлӗ матрӳшке чейӗ ӗҫмесӗр ӑш канмасть пек туйӑнать ҫав ват ҫыннӑн.
Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Ҫул ҫинчен таврӑннӑ ҫӗре ӑш мунча пулсан аванччӗ те, ҫук япалана ним тума ҫук ӗнтӗ.
XX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Пуп пӗрре те йӑваш та ӑш пиллӗ маррине, тискер кайӑк хӑйӗн юнлӑ парни ҫине пӑхнӑ пек пӑхнине астуса илчӗ.
XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.