Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӑсталаҫҫӗ (тĕпĕ: ӑстала) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ытларах чухне чи лутрараххисем тата чи хытӑраххисем (сикнӗ чухне ура ҫинче ҫирӗпрех тӑма май пултӑр тесе), пластикран кӑна ӑсталаҫҫӗ.

Обычно самые низкие и жесткие (для дополнительной устойчивости при прыжках), изготавливаются только из пластика.

Роликлӑ тӑркӑч // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A0%D0% ... 3%91%D1%87

Хашакасене экструдировани (прессласа е пусса кӑларса) мелӗпе ӑсталаҫҫӗ, е ЧПУ-ллӑ питӗ тӗрӗс кӑтартакан станоксем ҫине шӑйӑрса хатӗрлеҫҫӗ.

Рамы изготавливаются экструдированием (выпрессовкой или выдавливанием), либо вытачиваются на высокоточных станках с ЧПУ.

Роликлӑ тӑркӑч // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A0%D0% ... 3%91%D1%87

Вӗсене хутшӑнса ачасем Ҫӗнӗ ҫул открыткисем хатӗрлеҫҫӗ, елка теттисем ӑсталаҫҫӗ, сувенирсем сӑрласа илемлетеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Куравра — Вӗрентӳ министерстви // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/12/26/%d0%ba%d1%8 ... %b2%d0%b8/

Туратран, тункатаран, пӑчкӑ кӗрпинчен ҫынсем тем те ӑсталаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

57 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Хӗрлӗ Чутайри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулта вӗренекенсем ӑслӑ вӗлле ӑсталаҫҫӗ.

Ученики общеобразовательной школы в Красных Четаях изготавливают умный улей.

Ӑслӑ вӗлле ӑсталаса программӑлаҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60477

Ҫак мелпе ялта пурӑнакансем ҫӑлсене тасатаҫҫӗ, ача-пӑча лапамӗсем йӗркелеҫҫӗ, спорт площадкисем уҫаҫҫӗ, масар ҫинче ҫурт лартаҫҫӗ, вӗсем тавралла карта тытса ҫавӑраҫҫӗ, ҫырмасемпе юхан шывсем урлӑ кӗперсем хываҫҫӗ, кӳлӗсене тарӑнлатаҫҫӗ, пушар машини валли ятарлӑ пирс ӑсталаҫҫӗ тата ытти те.

Куҫарса пулӑш

Урамсемпе парксем ҫуталччӑр каҫсерен – шикленмӗ чун утсассӑн та пӗччен // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/10/10/%d1%83%d1% ... %b5%d0%bd/

Пӗр виҫӗ ҫынни — вӗсен шутӗнчех Сима Дедушкин та пур — вӗҫенкайӑксем тата ытти чӗрчунсем тытса усрамалли читлӗхсем тӑваҫҫӗ, Пушкаревсен килйышӗ пысӑк тетелсем авас ӗҫпе аппаланать, Стрельцовсем хурӑн тымаррисенчен пӗчӗк арчасем, чеен хайласа вырнаҫтарнӑ вӑрттӑн пӳлӗмсемлӗ ещӗксем ӑсталаҫҫӗ.

Человека три — в их числе Сима Девушкин — делали птичьи клетки и садки, семейство Пушкаревых занималось плетением неводов, Стрельцовы работали из корневища берёзы шкатулки и укладки с мудрёными секретами.

Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.

Шурупсемпе роликсене ачасем илнӗ пулмалла — мӗн те пулин ӑсталаҫҫӗ ӗнтӗ.

А шурупы не иначе ребятишки взяли — мастерят чего-нибудь.

18 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Кунта вара хӑйӗн ик арҫын ачине курах кайрӗ, асли вун виҫӗ ҫулта кӑначчӗ-ха, вӗсем ялкӑшса ҫунан кӑмака умӗнче тӑрса темӗн ӑсталаҫҫӗ.

И тут он увидел, что двое его сынишек, старшему из которых было всего тринадцать, стоят у горящей печки и что-то мастерят.

III. Икӗ тӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫав вӑхӑтра Кури тетепе Люнькка кӑвакарчӑн йӑви тума тытӑннӑ япаларан чупса ҫӳресе «сӗтел» ӑсталаҫҫӗ, ӑна ҫивиттипе витеҫҫӗ те ӗҫме-ҫиме илсе килсе лартаҫҫӗ.

В это время дядя Гурий и Леня быстро-быстро готовят стол, накрывают скатертью и приносят бутылки-рюмки, кружки-тарелки, ложки-вилки.

Тӑваттӑмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

«Республика экономикине тӗреклетмешкӗн пултарнӑ тата май килнӗ таран хутшӑнатпӑр, - тет Юрий Ефимович. - Обществӑн виҫӗ предприятийӗ ӗҫлет. Шупашкарта газ плити валли электрозажигалка, оборудование розеткӑпа ҫыхӑнтармалли тӗрлӗ йышши шнур пухаҫҫӗ. Канаш хулинчи предприятире вырӑн таврашӗн пуххине, алшӑлли, ӗҫ тумӗ, йӑлара тата кулленхи ӗҫре усӑ курмалли щеткӑсем ӑсталаҫҫӗ. Малтанхи ҫулсенче картон цехӗ кал-кал ӗҫленӗ - торт курупкисем хатӗрленӗ. Самана таппипе тан пыраймарӑмӑр. Вӗсене илемлетсе кӑлармашкӑн тӗрлӗ тӗспе ҫапакан полиграфи оборудованийӗ пулманнипе асӑннӑ производствӑна хупма тиврӗ. Куҫ курманнисен Улатӑрти предприятийӗн саккасӗсемпе те мухтанмалли ҫукрах. Хальлӗхе рабочисем электрооборудовани чӗркемӗ хатӗрлеҫҫӗ, Чулхулари автозавод ыйтнипе тӗрлӗ йышши щетка ӑсталаҫҫӗ».

Куҫарса пулӑш

Сусăр пулсан та хевтесĕр мар // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Унта шкул ачисем ҫӳреҫҫӗ, тӗрлӗ тӗслӗ хӑюсенчен ӳкерчӗксем ӑсталаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Купăсçа ĕçе йышăннă клуб хупă пулĕ-и? // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех