Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӑсталанине (тĕпĕ: ӑстала) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Лешӗ, Тимуш чӳлмек ӑсталанине сӑнаса тӗлӗннӗскер, хӑй мӗншӗн килнине те манса кайнӑ пулас.

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Магаев, ҫӳҫне-пуҫне ал тупанӗпе вирелле сӑтӑркаласа, куҫне те, ун курӑмне уҫӑмлатас, янкӑртас тесе, йӑш-яш шӑлса илчӗ те каллех доска ҫине вӗҫтерчӗ, пӗр супка палӑртнӑ темӑсенчен хӑшинпе шпаргалка чуна чӑрмаласа, муталакаласа «ӑсталанине» аса илсе ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Шӑпах юлнӑ шӑмӑсене пула ҫак хатӗрсемпе хирурги операцисене ирттерме ӑсталанине ҫирӗплетме пултарнӑ та.

Именно костные останки стали доказательством того, что инструменты предназначались именно для хирургических операций.

Перура тупӑк вырӑнне чавнӑ чухне хирурги хатӗрӗсене тупнӑ, вӗсене 1 000 ҫула яхӑн // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/31407.html

«Конкурса тӑратнӑ кӳлепесене пурне те тӑрӑшса пурнӑҫланӑ май, вӗсене конкурс палӑртнӑ тематикӑпа ӑсталанине шута илсе, чи лайӑх композицие суйласа илме ҫӑмӑл пулмарӗ», — палӑртнӑ айӑпланнӑ ҫынсене воспитани тата социаллӑ ӗҫпе тивӗҫтерекен пай пуҫлӑхӗ Петр Рожнов.

«Нелегко было выбрать лучшую композицию, так как все представленные композиции выполнены творчески, соответствовали предъявляемым требованиям и тематике конкурса», — подчеркнул начальник отдела воспитательной и социальной работы с осужденными Петр Рожнов.

Тӗрмере ларакансем ӑсталанӑ юр кӳлеписен конкурсне пӗтӗмлетнӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/30953.html

Ҫӗнтерӳҫӗсемпе призерсене эксперт комиссийӗ палӑртнӑ, вӑл кӳлепесене хӑйне евӗрлӗ ӑсталанине, пултарулӑха, ӗҫ кӑткӑслӑхне тата кӳлепесене мӗнлерех эрешленине хакланӑ.

Победителей и призеров определяла экспертная комиссия, которая обращала внимание на оригинальность построек, творческий подход, сложность выполнения и декорирование фигур.

Тӗрмере ларакансем ӑсталанӑ юр кӳлеписен конкурсне пӗтӗмлетнӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/30953.html

10. Анчах ҫын алли тунӑ япаласене — ылтӑнпа кӗмӗле, ӳнерҫӗ ӑсталанине, чӗрчун кӗлеткисене е авалхи алӑ тунӑ юрӑхсӑр чула — турӑ тесе калакансем, чунсӑр япаласене шанакансем тата мӗскӗнрех.

10. Но более жалки те, и надежды их — на бездушных, которые называют богами дела рук человеческих, золото и серебро, изделия художества, изображения животных, или негодный камень, дело давней руки.

Ӑсл 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех