Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӑспа (тĕпĕ: ӑс) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫын, ватӑлнӑ май, улшӑнса пырать: пӗри ӑс пухма чарӑнмасть, мӗн виличченех чипер ӑспа пурӑнать, ун пеккисем ҫинчен чӑвашсем: «ват ҫын — тӑват ҫын», теҫҫӗ; тепри ӑсран тухса, сӳтӗлсе каять, унӑн «кӗнеки ҫӗтӗлнӗ», теҫҫӗ халӑхра.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Чӑн та, писатель тӑпрапа чул витнӗ сӗм аваллӑха та чӗртсе тӑратма пултарать-и, халь пире ӗмӗтре кӑна курӑнакан пуласлӑха та ҫывӑха, куҫ умне илсе килме ӑспа ӑсталӑх ҫитерет-и — вӑл пурпӗрех ун чухне те хӑй вӑхӑтӗнчи пурнӑҫпа, ҫав саманари ҫынсен шухӑшӗ-ӗмӗчӗсемпе пурӑнать, пӗр сӑмахпа каласан — хӑй вӑхӑтӗнчи сывлӑша сывлать.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Марксизм-ленинизм вӗрентӗвне ӑспа чуна илнӗ совет ҫыннисен тӗллевӗ ҫутӑ, ӗмӗчӗсем ырӑ; вӗсем — ырӑ кӑмӑллӑ ӗҫчен ҫынсем.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Пӗррехинче пирӗн яла гипнотизер-иллюзионист килнӗ те клубра ҫынсене ахаль ӑспа ӑнланма ҫук кулӑшла тӗрлӗ ӗҫ тутарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн урам тӑвалла // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 73–90 с.

Тӑшмана ӑспа тата чеелӗхпе ҫӗнтереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Мӗн ӑспа?

Куҫарса пулӑш

XV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Пӗр специалист пире: вӑл чӗрепе те ӑспа юрлать, ҫавӑнпа унӑн нимӗнпе те танлаштарма ҫук тембр пур, терӗ.

Куҫарса пулӑш

Эпир пулмасан кам пултӑр? // Галина ВАРИКОВА. https://sutasul.ru/articles/kultura/2023 ... -r-3435572

Унӑн тавҫӑрма пӑрахнӑ пуҫӗ хӑлхи мӗн илтнине те ӑспа виҫеймерӗ, хирӗҫ каламалли сӑмахсене те хатӗрлеймерӗ.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Халь вӗсем анлӑрах шухӑшлаҫҫӗ, аяккарах кураҫҫӗ, ӗҫе хул-ҫурӑм вӑйӗнчен ытла ӑспа, пӗлӳпе тӑваҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 392–398 с.

— Ҫак илемпе пӗрле ҫивӗч ӑспа ӗҫченлӗхчӗ ку этеме.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ӑспа каланӑ сӑмахсем пулмарӗҫ вӗсем.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Тӳрӗ пурӑнатӑп, мул тенине вӑйпа та ӑспа пухатӑп.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Итлекен итлеттерекенӗ мӗн кӑтартасшӑн пулнине пӗтӗмпех курать, вӑл мӗн туйтарасшӑн пулнине ӑспа та, чунпа та туять, вара сасартӑк хавхаланса, ҫунатланса канса, ҫапла шухӑшлать: чӑнах та ҫапла вӗт ҫурхи катара, чӑнах та ҫапла кӗрхи вӑрманта!..

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Хам ҫырасшӑн, хам ӑспа».

Куҫарса пулӑш

«Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ - 2023» // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60973

— Хамӑр ӑспа туни аван пулӗ-ши?

Куҫарса пулӑш

Пирӗн те революцие пулӑшас // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Эпӗ ӑспа ҫавӑрма та ӗлкӗреймерӗм — ҫакскер, ҫитсе, ҫӑпана: «Ак сана!» — тенӗ пек, мана янахран, «ҫӗрӗк хӗрлӗ суханран» пӗр сантиметр мар, пӗр миллиметр та супӑнмасӑр-пӑрӑнмасӑр, ша-а-а-ап! шаплаттарчӗ (хирӗҫли командӑри тахӑш «Ворошилов стрелокӗ» урипе мечӗке юри шӑп та шай манӑн чуна илекен ҫӑпана тивертмелле кӳплеттерсе-панклаттарса янӑ тейӗн.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑпан (е шок терапийӗ) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 202–207 с.

Ак пырӑп та халӗ унӑн вилтӑпри патне, чӗрӗ чечек ҫыххи хурӑп, ырӑ кӑмӑлӗшӗн, пархатарлӑ ӗҫӗсемшӗн, мана ӑспа пурӑнма, пурнӑҫ ҫулӗпе тӗрӗс, йывӑрлӑхсене ҫӗнтерсе ырри патнелле ҫеҫ талпӑнма вӗрентнӗшӗн сӑвап сӑмахӗ каласа, аял пуҫ тайӑп.

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

— Укҫа чиксе тухман ҫав эпӗ хампа пӗрле, — тӗрӗссипех калатӑп эпӗ, аван ӑспа тӑп-тӑп ҫӳреме хӑнӑхнӑскер.

Куҫарса пулӑш

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

«Эппин, такам кунта нумаях пулмасть йытӑсене шӑмӑ пӑрахса хӑварнӑ, — ӑспа ҫавӑрса хутӑм эпӗ — Шӑммисене вара пурне те хура йытти никампа пайламасӑр, хӑй ҫеҫ кӳпсе-хыпса ярасшӑн пулас».

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Мӗнле сарӑмсӑр, ӑспа виҫмесӗр шухса ӳкернӗ сӑмаха йывӑра илчӗ-ши Лена?? — чун-чӗрипе тӑрмаланса ӳпкелешрӗ вӑл пӳлӗм тӑршшине каллӗ-маллӗ вуншар хут та утса тухнӑ май.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех