Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӑсатаҫҫӗ (тĕпĕ: ӑсат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Подразделени санитарӗсем аманнисене ҫапӑҫу хирӗнчен эвакуаципе ӑсатаҫҫӗ.

Санитары подразделения занимаются эвакуацией раненных с поля боя.

Пушкӑрт батальонӗнчи санитари ротин боецӗ хӑйӗн командирӗ ҫинчен каласа панӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... an-3643078

Иккӗмӗш хут колхозсем тума пуҫласан, 1937 ҫулхи ноябрӗн 8-мӗшӗнче, Егор Петровича тепре арестлеҫҫӗ, Чита облаҫӗнчи Амурлага ӑсатаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ ҫулӗ тикӗс мар // Надежда СЕМЕНОВА. http://kasalen.ru/2023/12/22/%d0%bf%d1%8 ... %b0%d1%80/

Ытти ялсенче халь фронта типӗтнӗ ҫӗрулми, сухари ӑсатаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Чи вӑйпитти арҫынсем малтанхи кунсенчех вӑрҫа тухса кайрӗҫ, колхозӑн пӗртен-пӗр автомашини те фронт еннелле ҫул тытрӗ, чи лайӑх лашасене суйласа вӑрҫа ӑсатаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Маларах илсе пынисене виҫӗ-тӑватӑ уйӑхран е иккӗренех урӑх вырӑна ӑсатаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

— Кунта йӗрке ҫапларах — пирӗн патран фронта анчах ӑсатаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Кашни урамра, кашни килте тенӗ пекех кама-тӑр ӑсатаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫавсем пирӗн сынсене Вӑрҫа ӑсатаҫҫӗ, — шӑплӑха пӑсрӗ Нюҫҫа.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Батарейкӑсем тӑпрана мӗнле сиен кӳнине шкул ачисем лайӑх пӗлеҫҫӗ, ҫавна май ятарлӑ витресене пуҫтараҫҫӗ те утилизацие ӑсатаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Волонтерсен пӗрремӗш слечӗ // Марина ВАСТУЛОВА. http://елчекен.рф/2023/12/08/%d0%b2%d0%b ... b5%d1%87e/

Вӗсем кашни иртсе пыраканах куҫӗсемпе пӑхса ӑсатаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Вӑхӑт, каялла! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Вӗсем паян хӑйсен хушшинчен виҫҫӗшне каллех инҫе ҫула ӑсатаҫҫӗ: таҫта, тахӑш ҫӗре — торф кӑларма, теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Васкаса авлантарасси ҫавӑнтан килет: ҫуркунне карчӑкпа старик хӑйсен кӗҫӗн ывӑлне, Думитру шӑллӗне, салтака ӑсатаҫҫӗ, ҫапла вара иккӗн ҫеҫ тӑрса юлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Михаила та вӑрҫӑ хирне ӑсатаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗршыв ирӗклӗхӗшӗн кӗрешнӗ // Людмила ЕНЕДЕРОВА. http://елчекен.рф/2023/04/28/ce%d1%80%d1 ... 88%d0%bde/

— Хусахсен хӑшпӗр утаманӗсем ҫаратса тултарнӑ япаласене килне ӑсатаҫҫӗ тени тӗрӗсех иккен.

Куҫарса пулӑш

Ҫынна кура — хисепӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ашшӗсене салтака ӑсатаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Прием пусми // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ӑнлантӑм: качча тус-тӑванӗ, савнийӗ, юлташӗсем ҫар хӗсметне ӑсатаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Вӗсем сехет пӑхмасӑр, сулӑна-сулӑна, тирӗне-тирӗне кайичченех ӗҫлесен те колхозран чуна ӳтре усрамалӑх тырӑсӑр (вӑл та пулин ытларах чухне юлнӑ юлашки арпалли) пуҫне нимӗнех те тивӗҫеймеҫҫӗ (пур чухне те алла хурлӑх пулсан пыра мӑнтӑр пулать тени тӳрре тухаймасть ҫав): пӗтӗм пысӑк пахалӑхлӑ тыр-пула, пахча ҫимӗҫӗсене, аш-какая, сӗт-ҫӑмартана, ҫӑмне-тирне патшалӑха ӑсатаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

— Шел мана вӗсене, пӑхрӑмӑр-пӑхрӑмӑр та, халӗ ак вӗсене аш-пӑш комбинатне ӑсатаҫҫӗ, — хаш! сывларӗ Тамара, Ленӑна сурӑмӗнчен ыталаса.

Куҫарса пулӑш

XI // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Хӑшӗсем вӗсене ҫавапах ҫулаҫҫӗ-мӗн те, пуслӑх хурсах тиесе, машини-машинипех килӗсене ӑсатаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӑшалсӑр эпӗ пӗр кунта виҫӗ упа тытрӑм // Георгий Орлов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 76-80 с.

Унта 2 ҫул ӳссен ҫеҫ вӗсене кӑларса ялсенчи уй-хирсенче тата вӑрмансенче лартма ӑсатаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех