Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӑсататпӑр (тĕпĕ: ӑсат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пире, вунсаккӑрти студентсене, военкомата чӗнчӗҫ те ыран ӑсататпӑр, терӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Вӗсем валли гуманитари пулӑшӑвӗ пуҫтарса ӑсататпӑр, кунсерен кӗлӗ вулатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнтерӗве пӗрле ҫывхартатпӑр // Вероника ИВАНОВА. http://kanashen.ru/2023/12/22/ce%d0%bd%d ... bfa%d1%80/

Кивӗ ҫула ӑсататпӑр, пысӑк шанчӑкпа ҫӗннине кӗтсе илетпӗр.

Куҫарса пулӑш

Салтак ҫемйисене — Ҫӗнӗ ҫул парни // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/12/26/%d1%81%d0%b ... %bd%d0%b8/

Параппанпа-горнпа ӑсататпӑр.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Эпир сире, тӑвансем, ӑсататпӑр, сире тытса чарма май ҫук пирӗн.

Куҫарса пулӑш

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Хӗрлӗ хӗвел хӑпарать, эпир сире, хаклӑ Ваҫили, Ванюш, Санька, ӑсататпӑр.

Куҫарса пулӑш

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Ара, виҫҫӗмӗш ывӑла ӑсататпӑр.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑннисене Раҫҫей, Пушкӑртстан, Чӑваш Ен тата ял ялавӗсемпе кӗтсе илетпӗр, вӑрӑм ҫула ӑсататпӑр.

Куҫарса пулӑш

Пурне те пархатарлӑ ӗҫе явӑҫтарма тӑрӑшатпӑр // Галина СКОРОБОГАТОВА. https://ursassi.ru/articles/%D0%A5%D0%B0 ... -r-3389030

Кӑҫал ӗнтӗ ҫав «выҫкӑн ҫӑрттана» эпир инфекци уйрӑмне виҫҫӗмӗш хут ӑсататпӑр!..

Куҫарса пулӑш

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Таварсене ытти регионсене ӑсататпӑр, ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ рыноксем уҫӑлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енӗн промышленноҫ предприятийӗсем Газпрома аталантарса пыма витӗм кӳреҫҫӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/12/09/chav ... m-gazproma

— Пӗр ушкӑнне ыран ӑсататпӑр, — калаҫӑва хутшӑнчӗ Таланов.

Куҫарса пулӑш

10. Пӗр ял ҫыннисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ав ушкӑн пуҫтарӑнать те, сире, турра маннӑскерсене, Новоград Свияжскине ӑсататпӑр.

Куҫарса пулӑш

2. Чулсем макӑраҫҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Мӗн пур пеккине йӑлт Хусана ӑсататпӑр.

Куҫарса пулӑш

2. Хура юпа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ыран ӑсататпӑр ӗнтӗ, калаҫса татӑлнӑ, — терӗ ӑна хирӗҫ директор.

— Завтра отправим, уже есть договоренности, — ответил директор.

Пӗр-пӗрне ӑнлансан // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 3–23 с.

«Эпӗ ӗненместӗп-ха, те вӑрҫӑ туйӑмӗпе нумай пурӑннӑран, мана Алексей темиҫе кунлӑха кӑна килет пек, вара ӑна каллех ӑсататпӑр пек», — терӗ аслӑ хӗрачи.

Куҫарса пулӑш

XXII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Халех пӗтӗм кил-ҫуртна аркатса тӑкатпӑр, хӑвна… леш тӗнчене ӑсататпӑр.

Куҫарса пулӑш

9. Юлашки ҫуна ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Халь, ав, сана та ҫавӑнтах ӑсататпӑр пулӗ, — макӑра-макӑра пиллерӗ салтака тӑлӑх хӗрарӑм.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Унтан тиеве Гель-Гьюна ӑсататпӑр.

Оттуда повезем груз в Гель-Гью.

IX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Пӗрер эрнерен «тырӑ эрни» туса ирттеретпӗр те, пӗр харӑсах миллион пӑта яхӑн тырӑ ӑсататпӑр

Через неделю объявим «хлебную неделю» и пустим сразу около миллиона пудов…

4 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

— Ну, килӗшетӗн пулсан, савӑнатӑп эпӗ саншӑн, ӑсататпӑр эпир сана…

— Ну, я рад, мы тебя отправим…

1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех