Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӑсатас (тĕпĕ: ӑсат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Варукпа Розӑна фронта ӑсатас умӗн ялти комсомолецсен пухӑвӗ пуҫтарӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Вӑхӑтпа шӑпах пулса тухать, Ванюша ӑсатас умӗн пулмалла…

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Пӗрремӗшӗ, Подоприхин гражданин патшалӑха тырӑ ӑсатас сроксене пӑхӑнмасть, иккӗмӗшӗ, колхозниксене ытлашшипех ирӗк парать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вӑл, ыркӑмӑллӑх концертне йӗркелекенсене тата куракансене тав тунӑ май, ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан ентешсем валли гуманитари пулӑшӑвӗ хатӗрлесе ӑсатас ӗҫ мӗнле пынипе паллаштарчӗ.

Куҫарса пулӑш

«Чӑмӑртан, манӑн халӑх» // Николай ФЕДОРОВ. http://елчекен.рф/2023/12/08/%d1%87a%d0% ... bba%d1%85/

Эпӗ сана ӑсатас тесен, таҫта ҫитме те хатӗр.

Куҫарса пулӑш

XXIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

«Ку пирӗн юлташ ухмаха тухнӑ, ӑна психбольницӑна ӑсатас!» — тесе пӗр саслӑ пулсах алӑ йӑтмӗҫ-и?

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

«Пӗр вырӑнтан тӗрӗс пакет формировать туса ӑсатас тесен пирӗн хулара площадка кирлӗ.

Куҫарса пулӑш

Вести Чӑваш Ен. 02.05.2023 кунхи кӑларӑм // «Чӑваш Ен» ПТРК. https://chgtrk.ru/programmy/rossiya-1/ve ... t-02052023

Кусем, — ҫыхса пӑрахнӑ Ахпӑлатпа Илечер енне кӑтартрӗ вӑл, — халӑх юнне ӗҫекенсем пулӗ-ха, вӗсене те унта ӑсатас пулать.

Куҫарса пулӑш

Пӑлханнӑ ял // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Юлашкинчен: — Иртнӗ ҫура энӗшкассисем хуралҫӑ пӳртне ҫӗмӗрме тапӑннине астӑватӑн-и? Уншӑн эсӗ ҫынсене пӑлхавҫӑсем тесе айӑпларӑн. Тӗрӗссипе, ун чухне ниепле пӑлхав та пулманччӗ. Паян вӑт, чӑн та, пӑлхав пуҫланчӗ. Ку пӑлхава пуҫаракана Ҫӗпӗре, катӑргӑна ӑсатас пулать. Ӑнлантӑн-и? — тесе вӗҫлерӗ сӑмахне.

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Упӑшкине вӗри апат ҫитерсе ӑсатас тесе, васкавлӑн вучаха хуран ҫакрӗ, кӑвайт чӗртрӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӗсене старостӑсемпе пӗрле тыта-тыта хупас пулать, пирӗн пата ӑсатас пулать.

Куҫарса пулӑш

12. Мӑрсасен ыйхӑ вӗҫнӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Юрать хӑть, ҫар губернаторӗ приговора самаях йӑвашлатнӑ: Григорьевӑн пӗтӗм наградисене тата унтер-офицер ятне туртса илсен 500 хут шпицрутенпа ҫапнӑ хыҫҫӑн ӑна яланлӑха пурӑнма Ҫӗпӗре ӑсатас тенӗ.

Хорошо, что военный губернатор значительно смягчил приговор с учетом заслуг Григорьева: как-никак, он был унтер-офицером и имел награды. Получив 500 ударов шпицрутенами, он был сослан в Сибирь на вечное поселение.

Юнлӑ юнкун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Ан ятла, Анна Ивановна, машина килте пулмарӗ, машинӑпа ӑсатас тенӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

XVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Пуху пулнӑ каҫсенче Укахви Липӑна кӗпер патне ҫитичченех ӑсатса яраканччӗ, кӗҫӗр ӑна, ӑсатас вырӑнне, хӑйсем патне чӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Тимӗрҫӗ лаҫҫинче ӗҫ тупӑнать ун валли, Тукай темле усал пулсан та ӑна Хусана ӑсатас ҫук.

Куҫарса пулӑш

9. Атӑл леш енче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫемьеллисен мӑшӑрне таҫта ҫити ӑсатас килӗ.

В семейных отношениях у вас возникнет желание послать жену (или мужа) «к чертовой матери».

12-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Халӗ, Мускава ӑсатас умӗн, эпир мӑрсасене ҫак крепоҫе кӑтартма юри илсе килтӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

5. Васильев-Новгородра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Ашшӗ патне ӑсатас — унта мӑрса таврашӗсем тата ытларах кӗрсе тухаҫҫӗ, пушшех шанчӑклӑ мар.

Куҫарса пулӑш

21. Мӑрса арӑмӗ хӗр парать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Эп ӑна Шах Али хыҫҫӑн Мускава ӑсатас тенӗччӗ, ҫук, ниҫта та ямастӑп эп вӑл усал воеводӑна!

Куҫарса пулӑш

12. Ямпах урам // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Туканаша Хусана ӑсатас тетӗп, эс кун пирки мӗн каланӑ пулӑттӑн?

Куҫарса пулӑш

9. Ял хӗрринчи пӳрт // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех