Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӑсатакансем (тĕпĕ: ӑсат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Швййцарире е Люксембургра мӗнле-ши, унта та ӑсатакансем, ҫул ҫӳреме тухакансем пур-ши?

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Эсир ӑсатакансем ҫине мар, таҫталла, айккинелле пӑхса тӑтӑр.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Ӑсатакансем шавлатчӗҫ, ҫухӑрашатчӗҫ, макӑракансем те пурччӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Вӑл ӑсатакансем хушшинче Матӗрнене шырарӗ.

Куҫарса пулӑш

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Урам вӗҫӗнче ӑсатакансем чарӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ял хапхи умӗнче, Корсаковсен пулнӑ, халӗ колхоз арманне хирӗҫ, ӑсатакансем чарӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ӑсатакансем уй-хапхинчен тухмаҫҫӗ, атту каякансем час таврӑнмаҫҫӗ, тет.

Куҫарса пулӑш

Ыр ут хыҫҫӑн пин ут шыв ӗҫет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Дебаркадер ҫинче пассажирсене ӑсатакансем ҫеҫ юлнӑ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Атӑл хӗрринче пасар пек халӑх: салтаксем, ӑсатакансем

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Ҫапларах калаҫрӗҫ урам хушшинче юлан утсене кӗтсе илекенсемпе хӑйсен тӑванӗсене ӑсатакансем.

Куҫарса пулӑш

7. Вӗҫленмен ҫапӑҫу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫар йӗкӗчӗсене кӗтсе илекенсем те, тӑванӗсене ӑсатакансем те Ар-Сӗнтӗр те Ар-Сентӗр тесе ҫеҫ калаҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

7. Вӗҫленмен ҫапӑҫу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

«Марш» кӗввине шӑратакан оркестр та, ӑсатакансем те (вӗсем хушшинче генерал формине тӑхӑннӑ Евгений Сергеевич та пурччӗ) хыҫа тӑрса юлчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

VII // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

«Таврӑнӑр, эпир кӗтетпӗр»! — алӑ сулчӗҫ вӗсене ӑсатакансем.

Куҫарса пулӑш

Хӑвӑра та, юлташӑрсене те упрӑр // А.Мариян. http://kasalen.ru/2022/10/21/%d0%bc/

Шестипаловӑпа Терентьевӑна Павлушсӑр пуҫнех ӑсатакансем тупӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Тепӗр вуникӗ кунтан Суллӑна ӑсатакансем виллӑран Рим патнелле кайма тухрӗҫ.

Двенадцать дней спустя похоронное шествие двинулось из виллы Суллы по направлению к Риму.

VIII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Ӑсатакансем, чышӑна-чышӑна, хумхануллӑ сӑмахсемпе перкелешсе сарай патӗнчен уйра тӑракансем еннелле чупсах кайрӗҫ.

Провожающие, теснясь, взволнованно перекидываясь словами, побежали из сарая к толпе на пустырь.

Вӗҫев // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Ӑсатакансем шӑпланчӗҫ.

Провожающие затихли.

Вӗҫев // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Виле ӑсатакансем хула тӑрӑх хуллен иртсе пынӑ.

Траурная процессия медленно двигалась по городу.

14 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.

Косицын, каялла ҫаврӑнса: — Эй, аната! Ӑсатакансем кирлӗ мар мана, — тесе хучӗ ывӑннӑн.

Косицын обернулся и устало сказал: — Эй, аната! Мне провожатых не надо.

VI // Михаил Рубцов. Диковский, С. В. Калавсем; Хв. Уярпа М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 70 с. — 43–69 с.

Ӑсатакансем канаш панисене, ырӑ суннисене, шӳт тунисене каякансем тимлӗн итлерӗҫ.

Они озабоченно выслушивали советы, пожелания и шутки провожающих.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех