Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӑрӑвӗ (тĕпĕ: ӑру) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
1941—1945 ҫулсенчи Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Ҫӗнтернӗренпе 65 ҫул ҫитнӗ май юбилее хатӗрленнӗ май район центрӗнче «Астӑвӑм ӑрӑвӗ» спорт уявӗ иртрӗ.

В рамках подготовки к 65-летнему юбилею Победы в Великой Отечественной войне 1941—1945 годов в районном центре состоялся спортивный праздник «Память поколений».

Нюксеница районӗ // Макар Силиванов. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9D%D1%8E%D ... 0%BD%D3%97

Эпир сирӗнпе - хальхи Чӑваш Ене тума пуҫланисен малаллахи ӑрӑвӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Администрацийӗ 30 ҫул ҫитнине паллӑ тунӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2024/02/05/chav ... ije-30-cul

Иртнӗ ҫулсенче пирӗн писательсем пуринчен ытла хамӑр пурӑнакан вӑхӑт ҫинчен, хамӑрпа тантӑш ӑру — коммунизм тӑвакансен мухтавлӑ ӑрӑвӗ — ҫинчен пайтах ҫӗнӗ произведенисем ҫырчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Тепӗр 20 ҫултан «Совет ҫыннисен хальхи ӑрӑвӗ коммунизмра пурӑнӗ!»

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Чӑхсем хурчкана ҫисе янине этем ӑрӑвӗ курман-ха.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Чалтан вӑрҫин хӑйӗн синкерлӗ ӑрӑвӗ пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӳркел Шӳрелӗсен талпӑнуллӑ ӳсӗмӗ // Витатий Станьял. https://chuvash.org/news/36895.html

Унта кайӑксен ҫӗнӗ ӑрӑвӗ хӑйӗн тул ҫутӑлас умӗнхи юррисене юрлать.

Куҫарса пулӑш

20. «Ан ӗненӗр ӑна, ан ӗненӗр!..» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Гулузаде каланӑ тӑрӑх, карабах урхамахӗсем наци ӑрӑвӗ тата Азербайджан мӑнаҫлӑхӗ пулса тӑраҫҫӗ.

По словам Гулузаде, карабахские скакуны являются национальной породой и гордостью Азербайджана.

Пушкӑрт лашин фестивалӗ тӗнчери хутшӑну площадки пулса тӑнӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... -n-3387159

Ҫак уяв пирӗн юратнӑ ҫӗршывӑмӑрӑн – тӗнчери хӑватлӑ патшалӑхӑн пӗрлӗхне сӑнарлать, унӑн аслӑлӑхне Раҫҫей ҫыннисен нумай-нумай ӑрӑвӗ туптаса ҫирӗплетнӗ.

Куҫарса пулӑш

Раҫҫей кунӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев республикӑри 12 шкул ачине паспорт парса чысланӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/06/13/racc ... kolaev-res

Ҫак уяв пирӗн юратнӑ ҫӗршывӑмӑрӑн – тӗнчери хӑватлӑ патшалӑхӑн пӗрлӗхне сӑнарлать, унӑн аслӑлӑхне Раҫҫей ҫыннисен нумай-нумай ӑрӑвӗ туптаса ҫирӗплетнӗ.

Этот праздник символизирует единство нашей любимой страны – мощной мировой державы, величие которой ковалось многими поколениями россиян.

Олег Николаев Раҫҫей кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/06/12/gla ... ev-pozdrav

Юнашарти мӑнастир аслӑ ҫуртӗнче Хӗрсемпе каччӑсем уйрӑм пухӑнаҫҫӗ, Вӗсем те ҫаксен ӑрӑвӗ йӑхӗнчен — Шавласа савӑнса ырӑ кун кураҫҫӗ…

Куҫарса пулӑш

IV. Воевотӑ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ула Тимӗр ӑрӑвӗ ачаранах В.И.Чапаев, Н.Островский, Валерий Чкалов, Олег Кошевой, Зоя Космодемьянская, Алексей Маресьев, Николай Гастелло, Александр Матросов тата ытти пин-пин паттӑр ячӗпе, тӗслӗхӗпе «зарядланса», хавхаланса, ҫулӑмсанса ӳсрӗ (хальлӗхе космос, косанавтсем асра та ҫукчӗ-ха).

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

«Телекуравпа радион, пичетпе интернет-кӑларӑмсен паянхи ҫамрӑк ӑрӑвӗ аслисен опытне пӗлни, чи лайӑх йӑласемпе тӗслӗхсем ҫинче аталанни пысӑк пӗлтерӗшлӗ», - ҫапларах Валерий Комиссаров шухӑшӗ.

Куҫарса пулӑш

Энциклопеди - «Раҫҫей журналистикин ылтӑн ҫӳлӗкӗ» ҫинче // Надежда ОСИПОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 6 с.

Этемӗн ӑрӑвӗ пуҫланнӑранпах: чӑх кайӑк, хӗрарӑм ҫын мар тенӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫӗнтерӳҫӗ-ӑрӑва мухтав! – терӗ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Андрей Тихонов фронтовиксен ӑрӑвӗ паттӑрлӑх, хӑюлӑх, ирӗклӗх, пӗрлӗлӗх тӗслӗхӗ пулнине палӑртса.

Куҫарса пулӑш

Паттӑрлӑх туйӑмӗпе мӑнаҫлантарчӗ // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10674-pa ... aclantarch

Тӗрӗссипе, вӗсем шӑпах та цифра ӗмӗрӗн ӑрӑвӗ пулса тӑраҫҫӗ те.

Куҫарса пулӑш

Компьютер хӑрушсӑрлӑхӗ… // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2022/11/08/%d0%ba%d0%b ... ba%d1%85e/

Ҫак 100 ҫул хушшинчи тапхӑрта адвокатсен ӑрӑвӗ тунӑ мӗнпур лайӑххине тивӗҫлипе сыхласа упранӑшӑн сиртен кашнинех тав тӑватӑп, хаклӑ ветерансене сума суса пуҫ таятӑп.

Благодарю каждого из вас за сохранение того лучшего, что создано поколением адвокатов за эти 100 лет, и слова признательности нашим дорогим ветеранам.

Олег Николаев Чӑваш Ен адвокатурин 100 ҫулхи юбилейӗпе тата Чӑваш Республикин Адвокат палатине туса хунӑранпа 20 ҫул ҫитнӗ ятпа саламлани // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/08/19/ole ... -advokatur

«Элкей таврашӗ» романӑн виҫҫӗмӗш кӗнеки тӑрӑх эпир ҫав йӑхӑн кӗҫен ӑрӑвӗ, XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнчи пысӑк социаллӑ кисренӳсем витӗр тухса, мӗн патне ҫитсе тӑнине куратпӑр.

Куҫарса пулӑш

Кунҫул тӳпинчен // Ипполит Иванов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 232–239 с.

Виҫҫӗмӗш кӗнекере вара Элкей таврашӗн кӗҫӗн ӑрӑвӗ ҫинчен сӑмах пырать.

Куҫарса пулӑш

Кунҫул тӳпинчен // Ипполит Иванов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 232–239 с.

«Ҫичпӳрт ҫыннисем» те, хӑйсене «поляк ӑрӑвӗ» текенсем те — тӗнчере сахал мар иккен…

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех