Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫынсем хальхи вӑхӑтра ҫутҫанталӑка алла илеҫҫӗ, ҫав вӑхӑтрах этеме, обществӑлла сознани енчен авалхи ӑрусенчен аякках каяйманскере, воспитани тӗлӗшпе улӑштарасси ҫинчен манса каяҫҫӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Андрей Краснов. Ефремов И.А. Ҫӑлтӑр карапӗсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 96 с.
Сидней хаҫачӗсем Гунтер кӳллин таврашӗнче пурӑнакан ӑрусенчен хӑтӑлма ытла та юрӑхсӑр майсем тупа-тупа панӑ: ҫак кӳлӗри шыва яд ямалла тенӗ вӗсем.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
4. Вара ӗмӗрхи пушхирсенче ҫурт-йӗр лартса тултарӗҫ, авалхи ишӗлчӗксене сиплӗҫ, авалхи ӑрусенчен тӑрса юлнӑ юхӑнчӑк хуласене ҫӗнетӗҫ.
Ис 61 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Унчченхи ӑрусенчен ыйт-ха, вӗсен ашшӗсем мӗн-мӗн курнине тимле-ха; 9. хамӑр эпир — ӗнерхисем кӑна, нимӗн те пӗлместпӗр: пирӗн ҫӗр ҫинчи кунҫулӑмӑр — ӗмӗлке анчах.
Иов 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ездра священник ӑрусенчен аслӑ пуҫлӑхсене, пурне те ятран, суйласа илнӗ те, вӗсем вара вуннӑмӗш уйӑхӑн пӗрремӗш кунӗнче ҫак ӗҫе тишкерме пухӑннӑ.
2 Езд 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницăсем:
- 1