Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӑрусене (тĕпĕ: ӑру) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чӑваш юррисенче, ӑслӑ сӑмахӗсенче пурӑнӗ, ҫӗнӗ ӑрусене иртнӗ саманасем ҫинчен каласа ҫӳре, чӑваш халӑх пултарулӑхӗн, поэзийӗн, чӗлхин вӑйӗ ҫинчен систерсе тӑрӗ, чӗресене, ӑссене хускатса пурӑнӗ.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Ҫемье – ӗмӗрхи хаклӑ тупра, вӑл ӑс-хакӑлпа культура йӑлисене сыхласа упрать тата тӗрлӗ ӑрусене пӗрлештерет.

Семья – это вечное сокровище, она сохраняет духовные и культурные традиции и объединяет разные поколения.

Олег Николаев Ҫемье, юрату тата шанчӑклӑх кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/07/08/ole ... lyubvi-i-v

– Паянхи кун ҫынсене пысӑк пурнӑҫ стандарчӗсемпе тивӗҫтерсе, ыранхи ӑрусене ҫак экологи ҫутҫанталӑка сиен кӳмесӗр вӗсене парса хӑварасси.

Куҫарса пулӑш

Ярмӑркка пӗр тӗвве пухӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60696

Халӗ те пулин халӑх асӗнче «Юлашки кӑвак юман ҫинчен хунӑ юрӑ» упранать, унта чӑвашсем хӑйсен чун-чӗри суранне килес ӑрусене парса хӑварма тӑрӑшнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӑшместӗр йывӑҫӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ку чӑнах та пит тӗлӗнмелле, пулас ӑрусене ӑса вӗрентме ҫырса хӑварма тивӗҫлӗ мыскара пулнӑ пулӗччӗ, терӗ.

Должно быть, это было поистине удивительное зрелище, достойное описания в поучение грядущим поколениям.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Хаклӑ минут килсе тухсан тата пулас ӑрусене каласа памалӑх чаплӑ ӗҫ умӗн мӗнпур козак ӗҫме пултартӑр тесе, вӑл ҫак асӑнмалӑх эрехе запаслӑх илнӗ хаклӑ минутра ҫын чӗрине чаплӑ туйӑм тултӑр, тенӗ.

Взял он его про запас, на торжественный случай, чтобы, если случится великая минута и будет всем предстоять дело, достойное на передачу потомкам, то чтобы всякому, до единого, козаку досталось выпить заповедного вина, чтобы в великую минуту великое бы и чувство овладело человеком.

VIII // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.

Унтан мӗнпур куреньсем ушкӑнӑн каҫхи апат ҫиме ларчӗҫ, вара вӗсем кашниех килен-каянсене ӗмӗрех каласа кӑтартмалӑх тата пулас ӑрусене каласа хӑвармалӑх тунӑ чаплӑ ӗҫӗсем ҫинчен нумайччен калаҫса ларчӗҫ.

Потом сели кругами все курени вечереть и долго говорили о делах и подвигах, доставшихся в удел каждому, на вечный рассказ пришельцам и потомству.

VII // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.

Вӗсем отрасль йӑлисене хывнӑ, вӗсене ҫӗнӗ ӑрусене парса хӑвараҫҫӗ.

Они заложили традиции отрасли и передают их новым поколениям.

Нефтьпе газ промышленность ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани (2021) // Олег Николаев. http://www.cap.ru/news/2021/09/02/glava- ... aet-s-dnem

Хӑрушӑ картин ӳкерес пулать сирӗн пулас ӑрусене валли.

Страшную картину должны написать вы для потомков.

8 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.

Вӗсем - Раҫҫейӗн иртнӗ ӑрусене тата истори пулӑмӗсене асра тытакан наци пуянлӑхӗ.

Они — национальное достояние России, хранящее память о прошлых поколениях и исторических событиях.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Пӗтӗм Раҫҫейри "Деревья - памятники живой природы" программӑн сертификаци комиссийӗн председателӗпе Сергей Пальчиковпа ӗҫлӗ тӗлпулу ирттернӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. http://gov.cap.ru/chuv/news.aspx?guid=48 ... f6a534ee30

Тӑван ял-йышсем, эпир сутӑнчӑксем мар иккенне хамӑр ӗҫре кӑтартас пулать пирӗн, хамӑр ҫине килнӗ ют ӑрусене хирӗҫ асаттесем кӗрешнӗ пекех паттӑррӑн кӗрешер.

Товарищи селяне, мы должны теперь показать на деле, что мы не продажные шкуры, а будем до конца бороться с нашествием иноплеменников, — как и наши предки боролись.

XXI сыпӑк // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.

Раҫҫей ҫӗршывӗн Геройӗсен кунне палӑртнӑ май районти тӗп библиотекӑра «Ӑрусене паттӑрсемпе хаклаҫҫӗ» ятпа ҫавра сӗтел йӗркелерӗҫ.

В связи с празднованием Дня Героев Отечества в центральной районной библиотеке был организован круглый стол под названием «Поколения ценят героев».

Тӗл пулура — РФ Геройӗ Евгений Борисов // А. ИВАНОВА. «Авангард», 2020.12.11

Эс таса хӑватпа пурӑнни ыттине те савӑнӑҫ кӳтӗр, вӑхӑтна ӑсталанса ӗҫлени еткер ятне упратӑр, хамӑр хыҫҫӑн килес ӑрусене ырӑ ят хушма пулӑштӑр, тата пикенерех ӗҫлеме хӗтӗртсе тӑтӑр, ҫунат хушса ҫӗклентертӗр.

Не так уж много: честный труд, что приносит радость не только тебе самому, но и другим тоже; наследник, который сохранил бы твое доброе имя и передал его следующему за ним поколению; чтобы это новое поколение трудилось еще старательнее, еще вдохновеннее.

III. Ют хӳте ӑшӑтас ҫук // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Ҫук, ҫутта чун-чӗрепе туйса тӑма пултарасси ҫак тӗттӗм пурнӑҫ витӗр тухса пулас ӑрусене те куҫма тивӗҫ.

Нет, и через это темное существование должна была протянуться и передаться последующим поколениям внутренняя восприимчивость к свету.

IV // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.

Чӑваш Енре ҫемье пурнӑҫӗн ӑнӑҫлӑхне, ҫемье йӑли-йӗркисемпе ӑс-хакӑл пуянлӑхне пропагандӑлакан, ашшӗпе амӑшӗн статусне ӳстерекен, аслӑ ӑрусене хисеплеме вӗрентекен «Ҫемье ҫулталӑкӗ - 2019» конкурс иртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Никитинсен ҫемйи – «Ҫемье ҫулталӑкӗ-2019» конкурса хутшӑннӑ // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/3614-nikitin ... -khutsh-nn

Вӑл, хӑйӗн пуян содержанийӗпе революцилле пӗлтерӗшне пула, нумай ӑрусене ҫутӑ малашлӑха ӗненсе тӑма тата кӗрешӗве хастар хутшӑнма хавхалантарнӑ, пӗрмаях малалла кайма чӗннӗ.

Куҫарса пулӑш

«Мӗн тумалла?» роман ҫинчен // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 485–495 с.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Председателӗн ҫумӗ Николай Малов пирӗн мӑн асаттесем йӑла-йӗркесене тирпейлӗн упранине, вӗсене ҫитӗнекен ӑрусене панине, пире ӗҫе, тӑван тавралӑха, тӑван халӑха юратма вӗрентнине палӑртрӗ.

Заместитель Председателя Государственного Совета Чувашской Республики Николай Малов отметил, наши предки почтением берегли традиции, передавали все порастающему поколению, учили нас любить труд, родной край, родной народ.

Республика кунӗ - Чӑваш Енӗн тӗп наци уявӗ // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.06.29

7. Ӑна сӑваплисемпе вӑрҫӑ вӑрҫма, вӗсене ҫӗнтерме ирӗк панӑччӗ; тата ӑна пур тӗрлӗ йӑха, пур тӗрлӗ халӑха, тӗрлӗ чӗлхеллӗ ҫынсене, ӑрусене тытса тӑма ирӗк панӑччӗ.

7. И дано было ему вести войну со святыми и победить их; и дана была ему власть над всяким коленом и народом, и языком и племенем.

Ӳлӗм 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

9. Вӗсем ҫӗнӗ юрӑ юрлаҫҫӗ: Эсӗ кӗнекене илме, унӑн пичечӗсене хӑпӑтма тивӗҫлӗ: Сана пуснӑ, парнене кӳнӗ, Эсӗ пире — тӗрлӗ йӑхрисене, тӗрлӗ чӗлхеллисене, тӗрлӗ халӑхсене, тӗрлӗ ӑрусене — Хӑвӑн Юнупа ҫӑлса илтӗн; 10. хамӑрӑн Туррӑмӑр валли пире патшасемпе священниксем турӑн; эпир ӗнтӗ ҫӗр ҫинче патша пулса тӑрӑпӑр, теҫҫӗ.

9. И поют новую песнь, говоря: достоин Ты взять книгу и снять с нее печати, ибо Ты был заклан, и Кровию Своею искупил нас Богу из всякого колена и языка, и народа и племени, 10. и соделал нас царями и священниками Богу нашему; и мы будем царствовать на земле.

Ӳлӗм 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

23. Эпӗ Санран ҫӳлти ҫинчен мар, хамӑр патӑмӑрта куллен пулса иртекенни ҫинчен ҫеҫ ыйтасшӑнччӗ: мӗншӗн-ха Израиль суя тӗнлисен мӑшкӑлӗ пулса пурӑнать? мӗншӗн-ха Эсӗ юратнӑ халӑха ҫылӑхлӑ ӑрусене панӑ? мӗншӗн аттемӗрсен саккунне нимӗн вырӑнне те хумаҫҫӗ? мӗншӗн-ха унччен ҫырса хунӑ халалсене халӗ пӑрахӑҫа кӑларнӑ?

23. Не хотел я вопрошать Тебя о высшем, а о том, что ежедневно бывает у нас: почему Израиль предан на поругание язычникам? почему народ, который Ты возлюбил, отдан нечестивым племенам, и закон отцов наших доведен до ничтожества, и писанных постановлений нигде нет?

3 Езд 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех