Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӑнӑҫсах (тĕпĕ: ӑнӑҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кирек мӗнле пулсан та Кишӑн сунарти ӗҫӗ ӑнӑҫсах пынӑ-ха, ӑстах мар сунарҫӑсем те час-часах Киш тытнӑ упасене ҫеҫ яла турттарса пурӑннӑ.

Так или иначе, но его успехи продолжались, и менее удачливые охотники были постоянно заняты доставкой его добычи.

Киш ҫинчен ҫӳрекен юмах // М. Волков. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 35–47 с.

Пӗр сӑмахпа каласан, Юлдаш ытти салтаксенчен ютшӑнса тӑнӑ, кулленхи ӗҫӗ те ӑнӑҫсах кайман унӑн, ҫавӑн пек чухне вара отделеннӑй ӑна хушнӑ ӗҫе начар тунӑшӑн хӑтӑрса илнӗ вӑхӑтсем те сахал мар пулкаланӑ.

Словом, Юлдаш замкнулся в себе, держался отчуждённо, всё у него не ладилось, валилось из рук, и когда отделённый бранил его за плохо выполненное задание.

Туссем // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 66–74 с.

Пур енчен илсен, ӗҫӗ унӑн ӑнӑҫсах пынӑ.

Ну, а в общем всё шло хорошо.

Гварди рядовойӗ // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 14–27 с.

Ҫав вӑхӑтра Ткаченкон ҫарти кун-ҫулӗ ӑнӑҫсах пынӑ.

Между тем Ткаченко продолжал идти в гору.

VIII сыпӑк // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.

Каҫалхи ҫул кирпӗч савӑтӗнче ӗҫсем ӑнӑҫсах пыманшӑн калаҫма вӑтанчӗ пулас вӑл.

Возможно, оттого, что дела на этом заводе нынче идут из рук вон плохо.

XIII. Кӗтмен хирӗҫӳ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Анчах ку номер ӑнӑҫсах каяс ҫук.

Но этот номер не пройдет.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Пӑлхав ӑнӑҫсах ҫитмен.

Восстание кончилось печально.

XV. Кӗтмен тӗл пулу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Тухса кайма хатӗрленес ӗҫ ӑнӑҫсах пыман-мӗн, ҫитменнине Николай Антоныч та, чире пула, ӗҫе хӑй ҫулӑхайман.

и как вообще пошатнулась организация всего дела, только что Николай Антоныч вследствие болезни был вынужден отойти от него.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

10. Давид ӗҫӗсем ӑнӑҫсах пынӑ, вӑл вӑй илсе ҫӗкленнӗ, Саваоф Ҫӳлхуҫа Турӑ унпа пӗрле пулнӑ.

10. И преуспевал Давид и возвышался, и Господь Бог Саваоф был с ним.

2 Пат 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех