Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӑнӑҫманни (тĕпĕ: ӑнӑҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Экспедицин ӗҫӗ ӑнӑҫманни ҫинчен пӗлсен, Мэри Грантпа Элен Гленарванӑн хуйхи мӗнле пысӑк пулӗ!

Как велико будет горе Мэри Грант и Элен Гленарван, когда они узнают о неудаче, постигшей экспедицию!

Ҫирӗм виҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ҫав ҫапӑҫу ӑнӑҫманни Донӑн сулахай енӗпе наступлени туса пынӑ хӗрлӗармеецсен пур чаҫӗсемшӗн те сиенлӗ пулчӗ.

Поражение губительно отозвалось на исходе наступления всех красноармейских частей, продвигавшихся по левой стороне Дона.

XLVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫурҫӗр тинӗс ҫулне пӑхнӑ чух та вӑл ҫар ҫулӗ ҫине пӑхнӑ пек пӑхатчӗ, ҫавна каланӑ май, вырӑссемпе Япони кампанийӗ ӑнӑҫманни те ҫак шухӑша ӑнланманнинчен килнӗ, тенӗччӗ вӑл, ҫав ҫулӑн усси ҫинчен Менделеев мӗн каланине те манса хӑвармарӗ.

Он смотрел на Северный морской путь как на военную дорогу и утверждал, что неудачи русско-японской кампании были результатом непонимания этой мысли, высказанной ещё Менделеевым.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Паллах ӗнтӗ, ун чухне Саня ӗҫӗ ӑнӑҫманни ӑна ӑнран ярасса ҫитерни халӗ темле тӗлӗнмелле пек туйӑнать, мӗншӗн тесен халӗ пин хут ытла урӑхла вӑйлӑ туйӑмсем вӑрҫӑчченхи хамӑрӑн хаваслӑха та чечен шухӑшсене пӗтӗмпех пӳлсе хучӗ.

Разумеется, теперь, когда новые, в тысячу раз более сильные чувства, заслонили всё, чем мы жили, что радовало и огорчало нас до войны, кажется странным то необычайное впечатление, которое произвела на Саню эта неудача.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех