Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӑнланмастпӑр (тĕпĕ: ӑнлан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпир вара, ҫӗре чунсӑр тесе шутлаканскерсем, ним те ӑнланмастпӑр.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ҫармӑссем, чӑвашла каласан та, вырӑсла каласан та ӑнланмастпӑр тенӗ пек, пуҫӗсене ҫеҫ сулкалаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Курманӑн курас килет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ӑнланмастпӑр эпӗр пӗрне-пӗри.

Не понимаем мы друг друга.

Туссем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Эх, Марине, пӗр-пӗрне ӑнланмастпӑр курӑнать ҫав! — илтет шухӑшсенчен хӑтӑлайман Марине.

Куҫарса пулӑш

XX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Эпир шуйттансен тискер аллинче, тӗрӗсрех — паллӑ мар хатӗрсен витӗмӗпе пулса тӑнӑ хӑрушла чӑнлӑхра, ҫав хатӗрсене пирӗнтен нихӑшӗ те тытса пӑхаймасть, курма мехел ҫитереймест; эпир пӗтӗм тӗнчерен татӑлнӑ, нимӗн те ӑнланмастпӑр, айӑпсӑрскерсем, ӑна ҫухатаканскерсем — кӗҫех вара ӑсран йӑлтах тайӑлатпӑр та сывлӑша тискеррӗн ҫурса улама-ӳлеме тытӑнатпӑр.

Отданные во власть дьявольского кошмара, а вернее — ужасной действительности, достигшей, с помощью неизвестных нам средств, совершенства неуловимости — мы, отрезанные от всего мира, ничего не знающие, невинные, теряющие рассудок, скоро совершенно сойдем с ума и огласим воздух дикими завываниями.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 211–227 с.

— Мӗнле вӑрҫӑ ку — эпир ӑнланмастпӑр, анчах пире хӑрушлӑх кӗтет, тен — вилӗм те…

 — Что это за война — мы не знаем, нам угрожает опасность, может быть — смерть.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 211–227 с.

«Ыра ҫыннӑмӑрсем, хамӑр та нимӗн ӑнланмастпӑр, виҫҫӗмӗш кун ӗнтӗ ҫӑнӑх илсе килмеҫҫӗ, тен часах та пӗтмелле пулать пулӗ-и ӗнтӗ, темскер…» — тесе ӑнлантараҫҫӗ лавкаҫӑсем пухӑнса тӑнӑ халӑх ушкӑнне.

«Дорогие мои, — объясняли лавочники, — сами ничего не понимаем, муку третий день не подвозят, видно — скоро конец, что ли…»

3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Эпӗ те, Алексей Саввич та, ытти воспитательсем те ҫавна ӑнланмастпӑр, хакламастпӑр тетӗн-им?

Думаешь, я и Алексей Саввич, все мы, воспитатели, этого не понимаем, не ценим?

17 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.

Нимӗн те ӑнланмастпӑр.

В чем дело?

XVII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Эпир ӑнланмастпӑр», — васкатаҫҫӗ тусӗсем.

Нам непонятно», — торопят друзья.

Улттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

— Эпир ӗмӗрӗпех унпа тӑранса пурӑнатпӑр, ун ҫинче ҫӳретпӗр пулсан та, ҫавна ӑнланмастпӑр.

 — А мы всю жизнь ею кормимся, всю жизнь по ней ходим и не понимаем.

4. «Калта» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Пурнӑҫа пӗр пек ӑнланмастпӑр

Не сошлись взглядами на жизнь…

X сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Эсӗ пире ҫакна ӑнланмастпӑр пулӗ тетӗн-и?

— Ты думаешь, мы этого не понимаем?

XI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Эпир ним те пӗлместпӗр, ним те ӑнланмастпӑр.

Ничего не понимаем.

Уйрӑлу // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 131–145 стр.

Тепӗр тесен, Александр, эсӗ мӗн ҫинчен каланине ӑнланаймастӑп эпӗ; ҫавӑн пекех эсӗ те эпӗ мӗн ҫинчен каланине пӗлместӗн; эпир пӗр-пӗрне ӑнланмастпӑр, — тӗрӗс-и?

Впрочем, Александр, я не понимаю, о чем ты говоришь; и ты точно так же не знаешь, о чем я говорю; мы не понимаем друг друга, — правда?

XXII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Эпир пӑхатпӑр, ним те ӑнланмастпӑр.

А мы смотрели и ничего не понимали.

Макар Чудра // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 7–19 стр.

Анчах ҫакна эпир сирӗнпе ӑнланмастпӑр мар.

Но ведь это что, мы же с вами понимаем.

23 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ҫемьепе шкулта эпир ҫав улшӑнӑва час-часах сисместпӗр, ӑнланмастпӑр.

Куҫарса пулӑш

1962 ҫулхи чӑваш литератури. Прозӑ // Г. Я. Хлебников. «Вопросы чувашского языкознания и литературоведения». Ученые записки, выпуск XXVI, Чебоксары — 1963. 206–226 стр.

Нимӗн те ӑнланмастпӑр, пенӗ сасӑ та илтӗнмерӗ, ӑҫтан юн?

Ничего не понимаем, звука стрельбы не было, откуда кровь?

Виктор Петухов: «Тухсанах — мишень» // Ирина Кузьмина. «Сувар», 2019.02.15

18. Вӗсем тата каланӑ: «кӑштахран» тесе мӗн ҫинчен калать-ха Вӑл? темӗн калать — эпир ӑнланмастпӑр, тенӗ.

18. Итак они говорили: что это говорит Он: "вскоре"? Не знаем, что говорит.

Ин 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех