Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӑнланайман (тĕпĕ: ӑнлан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл эпӗ ӑнланайман чӗлхепе темскер калатчӗ те пӗркеленнӗ пичӗ ҫине юхса анакан куҫҫуль тумламӗсене шӑла-шӑла илетчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Хусанкай сӑввине вулакан ҫын, чӑваш философине тӗпчесе вӗренекен ҫын пулас пулсан, мӗн тери савӑннӑ пулӗччӗ, савӑннипе: — Эврика! Шыранине тупрӑм, тупрӑм! Хисеплӗх пахалӑха куҫнине кӑтартакан тӗслӗх… — тесе кӑшкӑрса янӑ пулӗччӗ (чӑвашла кирлӗ таран ӑнланайман вырӑссене мар, философие университетра вӗреннӗ чӑвашсене «хисеплӗх пахалӑха куҫни» мӗне пӗлтернине вырӑсла куҫарса парӑпӑр: вӑл «переход количества в качество» тенине пӗлтерет!

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Ӑнланайман вырӑнсем пур.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ӑнланайман сӑмахсем нумай-и?

Куҫарса пулӑш

XXIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Каччӑ хӗре хӑй те ӑнланайман туйӑмпа хӗрхенчӗ…

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Вӑл ҫакна ӑнланайман: корольсем тӗнче ҫине ҫав тери ансат куҫпа пӑхаҫҫӗ.

Он не знал, что короли смотрят на мир очень упрощенно:

X // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

— Эпӗ ун чухне нимӗн те ӑнланайман!

— Ничего я тогда не понимал!

VIII // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

— Мӗн унтан? — ӑнланайман пек тепӗр хут ыйтрӗ Виктор.

Куҫарса пулӑш

7. Ҫӗр ҫинче миҫе чӑнлӑх? // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Вӑл хӑйӗн предметне питӗ лайӑх пӗлет, унччен ӑнланайман самантсене ҫӑмӑл чӗлхепе каласа парса ӑнланма пулӑшать.

Куҫарса пулӑш

Юратнӑ ӗҫре, ҫитӗнӳсен ҫулӗпе // Наталья Калашникова. http://kasalen.ru/2023/08/18/%d1%8e%d1%8 ... %bf%d0%b5/

Вӑл мӗншӗн сӑнран улшӑнса, «йытӑшӑнах пуҫа усас мар» тесе каланине те, хваттер алӑкне мӗншӗн ҫапла васкаса уҫнине те тӗрӗс ӑнланайман эпӗ ун чухне.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

— Эпӗ пурнӑҫа ӑнланайман, мӗншӗн тесен хам ҫинчен хам тӗрӗс мар шутланӑ, эпӗ пурнӑҫ айккинче тӑнӑ, юлташсем каланине итлемен, пурӑнса куричченех, асту-ха эсӗ, тӳрех тунсӑх чирӗпе чирлесе кайнӑ…

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

…Ҫуркунне ҫеҫкеллӗ сада тухсан, санӑн чӗрӳнте ху та лайӑх ӑнланайман туйӑмсем ҫуралаҫҫӗ, сана питӗ хаваслӑ, ҫӑмӑл туйӑнса каять.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Пурнӑҫа ҫӗнетсе улӑштарас кӗрешӳре вӑл революцилле пролетариат тӗп вӑй пулса тӑнине ӑнланайман.

Куҫарса пулӑш

Н.П.Огарев // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 87 с.

Мамарланов кама вӑрҫнине ӑнланайман Герасим Федотович хӑй ӑшӗнче кӑмӑллӑн кулса илчӗ: ҫамрӑк чухне те унӑн тусӗ тарӑхнӑ самантсенче пуҫри карттусне е ҫӗлӗкне ҫӗре йӑтса ҫапатчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Куҫӗ унӑн мӗн пулса иртнине ӑнланайман пек чарӑлса кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пролог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Халь ӑнланайман сӑмахсене, ӑнланайман шухӑшсене ыйтса пӗлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Малашнехи пурнӑҫ // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Нимӗн те ӑнланайман вӗренекенсем вырӑнӗсем ҫинчен сике-сике тӑчӗҫ, сивӗ пирки хутланкаласа, пӗр-пӗрин ҫумне тӗршӗнчӗҫ.

Ученики, ошеломленные, вскакивали, ежась спросонья от холода и прижимаясь один к другому.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

— Ҫакӑ ҫеҫ-и? — Михха ыйтӑвне труках ӑнланайман пек пулчӗ Микула.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вулама вӗренсен, сӑмахсене вулаттӑм, анчах вӗсем мӗне пӗлтернине ӑнланайман пирки питӗ тарӑхаттӑм.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк учительница // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Темскер вӑл маншӑн конвой, эпӗ ӑна, пӗчӗккӗскер, ӑнланайман, манӑн Ҫтаппан пиччене питӗ курас килнӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗслеҫӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех